Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Восток" колхоз район аталанăвĕнче.

21 июня 2004 г.

Чăваш çĕршывĕнче Муркаш районне туса хунăранпа 60 çул иртсе те кайрĕ. Нумай темелле-ши ăна е сахал, ку ыйту çине тĕрлĕ çулсенчи ăру хăйне евĕр хуравласса ĕненетĕп. Пирĕншĕн илсен вăл хамăр пурнăç историйĕ.

1944 çулта вăрçă хаярлăхĕнче ирсĕр тăшманпа кĕрешме фронта пулăшсах тăмалла пулнă. Республикăра колхозсемпе ял çыннисене ăнăçлă ертсе пырса тухăçлă ĕçлеттерес тĕллев аталаннă. Вăл вăхăтра ялсенче хресчен аллипе лаша тĕп ĕç вăйĕ шутланнă.

Пире, 17 çулхи çамрăксене, 1943 çулта фронта илсе кайрĕç. Кунта çакна калас килет, вăрçăн малтанхи çулĕсенче аслисем фронта кайнăран ялта эпир тĕп вăй пулса. Çакна пирĕн шăллăмсемпе йăмăксем эпир фронта кайсан малалла тăсрĕç.

Вăрçă хыççăн та юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратма чылай вăй хума тиврĕ. Колхозсенче çĕнĕрен çурт-йĕр, выльăхсем валли витесем тумалла пулчĕ, вĕсенче пурăнма, ĕçлеме çĕнĕ кадрсем хатĕрлеме тиврĕ.

Пирĕн "Восток" хуçалăх вăрçăчченхи çулсенче вăйлă промколхоз пулса. Унта ăратлă лаша ферми пурччĕ, ăратлă кĕсресем усраса ăйăрсене РККА фондне ăсататчĕç.

Колхоз вăл çулсенче тĕрлĕ енлĕ ĕçленĕ. Пĕр енĕ - кирпĕч туса кăларасси. Кирпĕч пахалăхĕ питĕ çирĕп пулнăран ăна Шупашкара Советсен çуртне купалама турттарнă. Алăпа, урапа çăрса, вутăпа хĕртсе тунă кирпĕче Шупашкара колхоз харпăрлăхĕнчи "полуторка" леçнĕ. Сезонра 300 пин штук тăмран кирпĕч туни ман куç умĕнче майлах пулчĕ. Манăн атте Яким Васильевич Васильев унта производство ертÿçи пулса, кайран "Броневик" промартеле ертсе пырса та эпĕ унтан тухма пĕлмен. Çапла ĕçленĕ "Восток" колхоз вăл çулсенче экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп шутланнă, район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă: колхоз хăй вăйĕпе икĕ хутлă клуб, пĕрлешÿллĕ мунча, ăратлă 120 пуç лаша валлилĕх вите туса лартнă, колхозри ача садне çуллахи вăхăтра 50 ача çÿренĕ, колхозниксем валли çуркуннерен пуçласа хура кĕрччен кунне 2 хут апатланма столовăй ĕçленĕ. Çак тăрăшулăха курса ял çыннисем малашлăхпа пурăнатчĕç.

Колхозсем çирĕпленсе пынă тата техникăпа пуянланнă май МТСсене пĕтерсе унти тракторсене колхозсене салатса пачĕç, пĕчĕкрех колхозсене пĕрлештерсе пысăкрах хуçалăхсем йĕркелерĕç, ĕçсене механизацилерĕç. Анчах аталану çулĕ те тикĕс пулмарĕ. Акă, "Восток" колхоз "Красное Сормово" хуçалăхпа (хальхи "Оринино") икĕ хут пĕрлешсе уйрăлчĕ.

1967-77 çулсенче "Восток" колхоза мана ертсе пыма тÿр клчĕ. Вăл çулсенче Е. Андреев ертсе пынă "Знамя труда" колхоз пирĕншĕн аталану маякĕ пулса, эпир вĕсенчен нумай вĕренсе пытăмăр. Евтихий Андреевич та ĕçлекен, малалла талпăнакан çынсене пăрахмастчĕ, хăйĕнчен тĕксе ямастчĕ. Пире те выльăхсене Чулхулана, Хусана ăсатма автомашинăсем уйăрса парса пулăшатчĕ, çуркунне хăш культурăсене хăçан акассипе усăллă сĕнÿсем паратчĕ. Эпир унпа кашни кун ирхи 5 сехетре телефонпа  калаçаттăмăр. Ефтихий Андреевич мана хăйĕн вĕренекенĕ тесе уççăмăнах калатчĕ. Эпĕ ун патĕнче 1964 çулта 4 уйăх практикăра та пулнăччĕ. Çакă маншăн кайранхи пурнăçра пысăк тĕкĕ пулчĕ. Ытти колхозсемпе те эпир тачă çыхăнса ĕçлеттĕмĕр. Уйрăмах Атапайри "Заветы Ильича" колхозпа (ертÿçи И.Е. Ковалев пулса) туслăччĕ. Çавăн пекех Пиккикассинчи "Аврора" (ертÿçи В.Т. Сорокин), Ярапайкассинчи  "Карл Маркс" (ертÿçи М.Д. Паргеев) колхозсем те пулăшасран пăрăнмастчĕç.

Вăл вăхăтра колхозсем хушшинче пилĕк çуллăх плансем пурнăçлассишĕн вăйлă ăмăртусем пыратчĕç. Хăйсем çине илнĕ обязательствăсене камсем епле пурнăçланине тĕрĕслесех тăраттăмăр. Çавна валли ăмăртуçă колхозсене делегацисем ярса тĕрĕслеттĕмĕр. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем район хаçатĕнче пичетленетчĕç. Çакă пĕтĕмпех ĕç çине ырă витĕм кÿретчĕ. Вăл çулсенче "Восток" колхоз "Знамя Труда", "Свобода", Чапаев яч. хис., "Карл Маркс" хуçалăхсемпе ăмăртатчĕ.

"Восток" колхоз тырă-пулă туса илессипе яланах малтисен ретĕнче пынă, пырать те. Тырă-пулă туса илес ĕçре малта пулнă Суворов яч. хис. хуçалăх (ертÿçи В.П. Павлов) пирĕншĕн ялан тĕслĕхре тăнă. Малтуртăмлă ĕçленипе колхоз çуллен майлах тĕштырăна гектартан 28 центнер, çĕр улмие 180-200 центнер  туса илнĕ.

Ÿсен-тăран отраслĕ аталаннипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илесси те ÿссех пычĕ. Эпĕ колхоза ертсе пынă çулсенче усă куракан 100 гектар çĕр пуçгне 400 центнер сĕт суса илсе республикăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне алăра тытса тăтăмăр. 9-мĕш пилĕк çуллăх планĕсене кĕске вăхăтра пурнăçланăшăн, интенсивлăхпа эффективлăха ÿстернĕшĕн республикăри Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçрĕмĕр.

Тереçсемпе Мулкачкассисем вуншар çул каялла туптанă ĕçченлĕхе паян та çухатмаççĕ. Юлашки пилĕк çулта "Восток" хуçалăха М. Шишокин  ертсе пырать, хуçалăх аталану çулĕпе малтан мала утать. Акă, кăçалхи çур акие районта малтисен шутĕнче вĕçлени те çавнах çирĕплетет.

Паян чылай çĕрте рынок хутшăнăвĕсем тесе ал сулаççĕ пулсан та, ял хуçалăхне, ман шутпа, пашалăх пулăшăвĕ кирлех. Промышленность тата ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕсен шайлашăвнех илер: пĕрремĕшсем кунта пуç пуларах тăраççĕ. Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие сутассине планламалла, вĕсене вырнаçтарма маларах килĕшÿсем тумалла.

кăçал район 60 çул тултарнине паллă турăмăр. Çак тапхăрта Муркаш Ен тăтăшах çитĕнÿллĕ ĕçлесе республикăра та аталану маякĕ пулса тăчĕ. Районта чăн-чăн пултаруллă ĕçченсем, ертÿçĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ малашне те ăнса пырасса шанса тăратăп.

Н. ВАСИЛЬЕВ, "Восток" хуçалăхри ветерансен Канашĕн ертÿçи, Аслă вăрçă ветеранĕ.

Редакцирен: Николай Яковлевич Васильев 1967-1977 çулсенче "Восток" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. Хастар ĕçшĕн вăл 9-мĕш, 11-мĕш пиллĕк çуллăхсен ударникĕ, 1975, 1977 çулсенчи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи, 1965 çулта "Красное Сормово" колхозра пысăк тухăçлă çĕр улми туса илнĕшĕн ВДНХан кĕмĕл медальне каярахпа вăрман лартассипе ĕçленĕшĕн пăхăр медальне тивĕçнĕ.

Халăх шаннипе 1977-1988 çулсенче Н. Васильев Оринин ял Совет председателĕнче ĕçленĕ, çак вăхăтра хăй енчен пуçарулăх кăтартса çырма-çатрана 50 гектар ытла йывăç ларттарнă. Халĕ вăл вăрмансене çынсем кăмпана çÿреççĕ. Çапла вара 1926 çулта çуралнă, пĕтĕм ĕç кун-çулне ял пурнăçне аталантарма панă Николай Якимович хăй хыççăн пур çĕрте те ырă йĕр хăварнă.  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика