Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Резервсемсĕр теме çук

08 июня 2004 г.

 

Пурнăç улшăнса пынă май районăн экономикипе социаллă аталанăвĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Çакă кăçалхи 5 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерсен те уççăн курăнать. Пĕрисем малтан мала утăмланă чух теприсем каялла ярса пусни вĕсем вырăнти пур резервсемпе те туллин усă курманни çинчен калать.

Çулталăк пуçланнăранпа районти промышленность предприятийĕсем танлаштаруллă хаксемпе пурĕ 83360,2 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхин 150,4 проценчĕ), паянхи хаксемпе 89645 пин тенкĕлĕх (164,3 процент) продукци туса кăларнă. "Муркашри кирпĕч завочĕ" хупă акционерлă общество тата "Чăваш сăри" ООО кăна продукци калăпăшне иртнĕ çулхи шая çитереймен.

Асăннă тапхăрта халăха пĕтĕмпе 11184 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ услугăсем панă, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 84564,3 пин тенкĕпе (пĕлтĕрхин 117,6 проценчĕ), обществăлла апатлану предприятийĕсен тавар çаврăнăш калăпăшĕ 12141,3 пин тенкĕпе (110,3 процент) танлашнă. Тÿлевлĕ услугăсем парассине "Нежность" ООО пĕлтĕрхи январь-май уйăхĕсеннинчен 11,1 процент ÿстернĕ пулсан, "Моргаушрайбыт" производство кооперативĕ 10,5 процент чакнă. Ваккăн сутакан тавар çаврăнăш калăпăшĕпе Муркашсем 2003 çулхи кăтартăва 34 процент ÿстернĕ пулсан, обществăлла апатлану предприятийĕсен калăпăшĕ 2,6 процент пĕчĕкленнĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕсем çак тапхăрта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 28 центнер (пĕлтĕр 32,8 центнер) аш-какай, 149,4 центнер (пĕлтĕр  179,8 центнер) сĕт туса илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа чĕрĕ виçепе пурĕ 1208,9 тонна (пĕлтĕрхин 85,2 проценчĕ) аш-какай реализациленĕ, 6453,6 тонна сĕт суса илнĕ. Çак тапхăрта кашни ĕне вăтамран 1423 (пĕлтĕр 1592) килограмм сĕт антарнă. Кусемпе пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пăру тата сысна çури илесси пĕчĕкленнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне пăхсан "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики кăна пĕтĕмпе çăмарта илессине ÿстернĕ. Кайăк-кĕшĕксĕр пуçне ытти выльăх-чĕрлĕх йышĕ хуçалăхсенче палăрмаллах чакнă.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пĕр условнăй выльăх пуçне 4 центнер апат единици юлнă.

Пилĕк уйăхра халăхран сĕт сутăн илессипе пĕлтĕрхинчен 2,1 хут лайăхрах (638,3 тонна) ĕçленĕ. Ку ĕçе ял хуçалăх производство кооперативĕсем 2 хут чакарнă пулсан, Муркаш райповĕ 56 процент, Мăн Сĕнтĕр райповĕ 37 процент, предпринимательсемпе ытти заводсем 3,8 хут ÿстернĕ.

Январь-май уйăхĕсенче районта 29844 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхин 137,3 проценчĕ) инвестицисемпе усă курнă, 3,3 километр газ пăрăхĕсем хывнă, пурăнмалли 29 çурт тунă.

Кăçал районта 161 ача (пĕлтĕр 118) çуралнă, 307 çын (пĕлтĕр 298) вилнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика