Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисем казах-тĕрĕк университетĕнче вĕренĕç

07 июня 2004 г.

 

Муркаш районĕнчи шкулсенче нумай пĕлме ăнтăлакан, çивĕч ăслă ачасем сахал мар вĕренеççĕ. Тăрăшуллă, анлă тавракурăмлă пулнипе вĕсем хăйсем валли малашлăха çул уçса пыраççĕ.

Акă, çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. Турцинче пĕтĕм тĕнчери центр пур. Вăл чăваш, тутар, пушкăрт тата ытти нацисен ачисене вĕренме пулăшать. Кăçал, сăмахран, Чăваш енри 5 ачана тÿлевсĕр аслă пĕлÿ пама укçа уйăрнă.

Иртнĕ тунти кун Пĕтĕм тĕнчери Х.А. Есеви ячĕллĕ казак-тĕрĕк университечĕн представителĕсем пирĕн районти Калайкассинчи вăтам  шкулта ачасене экзамен тыттарнă, 5 çамрăка вĕренме йышăннă. Вăл университет Казахстанра Туркестан хулинче вырнаçнă. Пилĕк çамрăкĕ те пирĕн районтанах. Университет представителĕсем хушшинче журналистика кафедрин ертÿçи Б.К. Сердали тата ют çĕршыв  студенчĕсемпе воспитани  ыйтăвĕсемпе ĕçлекен центр ертÿçи Н.Д. Кенжегораев. Çамрăксем унта халăхсем хушшинчи (международное) право факультетĕнче вĕренĕç.

Студентсене 1620 тенкĕ стипенди параççĕ, вĕсем тÿлевсĕрех вĕренеççĕ, пурăнаççĕ, пĕр енне çул укçине те тÿлеççĕ.

Калайкассинчи вăтам шкултан çав фонд урлă пĕр çамрăк вĕренсе тухнă та ĕнтĕ. Çамрăксен малашлăх çулне уçас тĕлĕшпе шкулти попечительсен канашĕ нумай тăрăшать. Çак ĕçе те вăл пуçарнипе йĕркеленĕ. Çитес çулсенче те çамрăксене унта вĕренме  яма университетпа договор тунă. Кашни çулах республикăри 5 ача унта çав фонд пулăшнипе тÿлевсĕр вĕренĕç. Республикăри тĕрлĕ районсенчи шкулсенчи ачасем, унта вĕренме каяс тесен Калайкасси шкулне 10 класа вĕренме килме пултараççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика