Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс аптека

07 июня 2004 г.

 

Пирĕн асаттесем эмел мĕнне пĕлмен, тĕрлĕ курăксемпех сипленнĕ. Паян хăшĕсем таблеткăсене канихват вырăннех çиеççĕ тейĕн. Çулла вара темĕн тĕрлĕ курăк шĕвекĕпе усă курма пулать. Хайхи усăллă ÿсен-тăрансене хĕлле валли типĕтсе хума та юрать.

Вĕлтрен чейĕ ĕçĕр

Вĕлтрене эпир çум курăкĕ вырăнне хуратпăр. Швейцарири пахча çимĕç центрĕн ученăйсем ăна усăллă культурăллă ÿсен-тăран тесе шутлаççĕ. Вĕлтренте тимĕр нумай, вăл юна çĕнетме пулăшать. Вĕлтрен шĕвекĕ ревматизмпа, ÿслĕкпе кĕрешет. Çÿçе ÿсме май парать. Вĕлтрен наркăмăшĕ шăмă сыпписем ыратнине ирттерет. Вĕлтрен сĕткенĕ е унăн çулçисенчен вĕретнĕ чей организмри шлаксене кăларать.

Вĕлтрен шÿрпи çийĕр

Какай янă вĕреме кĕнĕ шÿрпене çĕр улми ярăр, хыççăн шĕкĕнтĕр, сухан, лавр çулçи хушăр.

Апат пиçсе çитнĕ çĕре тин кăна татнă вĕлтрен çулçине тураса ярăр, кăшкар ути хушăр. Газ плитине сÿнтерме юрать. Апата сĕтел çине панă чухне турилккене чăмăрла пĕçернĕ çур çăмарта тата хăйма ярăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика