Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тискеррĕн вĕлернĕ

01 июня 2004 г.

Эрех ырри патне илсе çитерменнине лайăх пĕлетпĕр-те-ха. Анчах тепĕр чухне чикĕрен тухса кайичченех хыпса лартнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Ку вара тавăрайми  инкек патне те илсе пырать.

Шăпах çакнашкал синкерлĕ килчĕ те Çĕмĕртлĕх Чемейре майăн 15-мĕшĕ. Тăраниччен эрех кÿпсе лартнă В.В. Васильев килте чăркăшма-харкашма пуçлать. Хирĕçÿ çакăн пек кăна вĕçленнĕ пулсан юрĕччĕ-ха. Çук çав. Урса кайнă арçын арăмне мăйĕнчен, кăкăрĕнчен çĕçĕпе чикет: 29 çулхи мăшăрĕн пурнăçне татать.

Хыççăн арçын хăйне кăкăртан чикет: çĕçĕ чĕререн кăшт аяларах тирĕнет. Халĕ вăл районти тĕп больницăра выртать.

20 çулхи намăссăра тытнă

Ачасем килте пĕччен юлнă чухне кашни амăшĕнех ăшчик çунсах татăлать. Мĕн тăваççĕ-ши; Апат çирĕç-ши; Çак шухăш пĕрре те канăç памасть. Çак кунсенче 5 çулхи хĕрачан амăшĕн чĕри ахаль çунман иккен. Хăй киле таврăннă çĕре унăн 5 çулхи хĕрачине 20 çулхи çамрăк иркĕсĕрленĕ. Çак чĕресĕр намăссăра халĕ следстви органĕсем тĕпчеççĕ.

Ачана тивĕçлипе пăхманни - преступлени

Юлашки вăхăтра ачисене кирлĕ пек воспитани паман ашшĕ-амăшĕсем час-часрах тĕл пулма пуçларĕç. Ытларах чухне эрех-сăрана пула. Кĕçĕн çулсенчи ывăлĕ-хĕрачисем çине алă çĕклеме те ним те мар вĕсемшĕн. Шăпах çак сăлтавпа ĕнтĕ, ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн, Очăкассинчи Г.Н. Кириллов (ачасен амăшне амăш прависенчен хăтарнă) тĕлĕшпе çак кунсенче уголовнăй ĕç пуçарнă.

Пичете райнти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика