Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев кăтартусене çĕнетме хистет

23 мая 2011 г.

Владислав Ананьев Муркаш районĕнчи «Свобода» хуçалăха ертсе пыма тытăнни çулталăк ытларах çеç-ха. Ял хуçалăх производствинче, район администрацийĕн пай пуçлăхĕнче вăй хунăран вăл çĕр ĕç культурин вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет. Пĕрлешÿ тилхепине тытма халăх çавăнпа шаннă та ăна.

Хăй те вĕсен кăмăлĕнчен иртеймен - килĕшнĕ.

«Свобода» выльăх-чĕрлĕх ĕр­­че-тессипе специализациленет. Хуçалăхăн сумалли 291 ĕне, мăйракаллă шултра выльăх - 690, сысна 1809 пуç. Хĕл кунти выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн те йывăр иртрĕ. Эльвира Замятина тĕп зоотехник илсе кăтартнă хăш-пĕр цифра кăмăла çĕклерĕ.

Нина Петровнăпа Нина Пимменовна Федоровăсем сĕт сăвассипе иккĕшĕ те маттур, ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Нина Петровна кăçалхи 4 уйăхра кашни ĕнерен пĕлтĕр-хи çак тапхăртинчен 247 килограмм нумайрах сĕт сунă.

Сысна самăртассипе Сергей Федоровпа Юрий Мастеров ырă тĕслĕх кăтартаççĕ: вĕсем пăхакан выльăхсем талăксерен 841 грамм ÿт хушаççĕ.

- Уйрăм çынсен хастарлăхне пула выльăх-чĕрлĕх пăхакансем час-часах ырă ята тивĕçеççĕ. Ку çитĕнÿсем пирĕ­н­­­шĕн чикĕ мар, - тет Эльвира Фадеевна. - Палăртнă тĕллев кăтартусене çĕнетме хистет.

Чи кирли - выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесси. Хĕл хырăмĕ пысăк. Утă-улăм çеç мар, фураж та тулăх кирлĕ.

Халĕ хуçалăхра хĕрсех çур аки пырать. Андриян Блинов тĕп агрономпа уй-хирте пулса механизаторсен ĕç-хĕлĕпе çывăхрах паллашрăмăр. Пĕрисем çĕр хатĕрлеççĕ, теприсем паха вăрлăха çий-­­ĕ­нчех варăнтараççĕ. Кĕрхисемпе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсенче вăхăтра нÿрĕк тытнăран пусăсем инçетренех ем-ешĕл курăнаççĕ, кăçал аван тухăç парасса шантараççĕ.

«Свободăра» машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать. Кадр ыйтăвĕн çивĕчлĕхне те вăхăтра татса панă - специалистсем пур отрасльте те çителĕклĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика