Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпар”: иртни тата паянхи

23 мая 2011 г.

Хыпар” хаçат никĕслевçи тата пĕрремĕш редакторĕ Николай Никольский профессор çуралнăранпа 133 çул çитнĕ тĕле, шăпах çу уйăхĕн 19-мĕшĕ умĕн, çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вăл “Хыпар”: минувшее и настоящее” ятлă. Авторĕ - “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер тата Николай Никольский ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Алексей Леонтьев.

Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕн историйĕ пирки çыракан чылай пулнă. Çĕнĕ кĕнеке вĕсенчен чылай уйрăларах тăрать. Кунта паллă энциклопедист-ăсчах, Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи халăхсен сумлă тĕпчевçи Николай Никольский никĕсленĕ “Хыпарăн” çул пуçламăшне, çĕн чĕрĕлĕвне, аталанăвне нихçанхинчен те тĕплĕнрех тишкернĕ. Автор хăйĕн Н.В.Никольскин 125 çулхи юбилейĕ ячĕпе кăларнă “Килех, профессор!” кĕнекинчи шухăшĕсене анлăлатса хаçатăн тĕрлĕ тапхăрти кун-çулне ăсчах-историк, журналист, этнолог куçĕпе пăхса хакланă.

Кĕнеке содержанийĕн тĕп шăнăрне хуплашкинченех пĕлме пулать. Унта çапла палăртса çырнă: “Фактсем, пулăмсем, паллă çынсем, шăпасем”. Çак ăнлавсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пĕр-пĕрне пуянлатса Раççейри чи малтанхи периодика наци кăларăмĕсенчен пĕрин - “Хыпарăн” - историйĕпе, унăн редакторĕсен, унта ĕçленĕ çынсен кун-çулĕ­­­­пе, паянхи сотрудникĕсемпе туллин паллаштараççĕ. Алексей Леонтьев ум сăмахра тĕрлĕ вăхăтра “Канаш”, “Чăваш коммуни”, “Коммунизм ялавĕ” ятсемпе тухса тăнă хаçатăн малтанхи ятне тавăрас ыйту тавлашуллă пулнине аса илет. Çапах та мал шухăшлă депутатсем хăйсем тĕрĕссине ĕнентерме пултарнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен хаçат “Хыпар” ятпа тепĕр хут тухма тытăнать. “Хыпар” хаçат Иван Яковлевăн алфавичĕпе, Константин Ивановăн “Нарспи” поэмипе, Çеçпĕл Мишшин произведенийĕсемпе, Николай Ашмаринăн словарĕпе пĕрле чăваш культурин ылтăн фондне кĕрет”, - палăртать автор. Кĕнеке эпиграфĕ валли Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин 2003 çулта çырнă сăввине суйласа илни те питĕ вырăнлă:

Пĕтес пек кисренет тĕнче!

Ун тăнăçсăр кĕрлевĕнче

Ăса, чуна мĕскер хăтарĕ?

Чăвашлăх пур-ха чунсенче!

Ун пиллĕ Ĕмĕрлĕхĕнче

Янрать Никольскийĕн “Хыпарĕ”.

Çĕнĕ кĕнеке çирĕм пĕр сыпăкран тăрать. Пĕрремĕшĕ - “Хыпар” çинчен коллективлă истори аса илĕвĕ”. Унта хаçат историне тĕпченĕ ăсчахсен ĕçĕсем çинчен каласа панă. Тĕрлĕ сыпăка Николай Никольские, чăваша çутта кăларассишĕн тăрăшнă паллă ытти çынна /И.Юркин, Н.Ашмарин, Т.Николаев-Хури, Г.Алюнов, С.Николаев, Мĕтри Юман, А.Гаврилова.../ халалланă. 1917-1918 çулсенчи революци тапхăрĕнчи “Хыпар”, унăн советсен вăхăт-­­ĕ­нчи шăпи, паянхи пурнăçĕ яр уççăн тухса тăраççĕ. Хаçатра тĕрлĕ çулта ĕçленĕ çынсен аса илĕвĕсене те пичетленĕ. Фотоиллюстраци нумай, “Хыпарăн” кĕске биографийĕ те пур.

Вырăсла хатĕрленĕ “Хыпар”: иртни тата паянхи” монографин ăслăлăх редакторĕ - истори ăслăлăхĕсен док­­то­­­­­­­­­­­рĕ В.Р.Степанов. Кĕнеке рецензенчĕсем - истори ăслăлăхĕсен докторĕсем В.Д.Димитриев, В.П.Иванов, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Н.И.Егоров, истори ăслăлăхĕсен кандида­­­­­­чĕ А.П.Данилов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.П.Хусанкай.

Çĕнĕ кĕнекене “Чувашия” ИПК типографийĕнче икĕ пин экземпляр тиражпа пичетленĕ. Текстсен калăпăшĕ - 640 страница, фотоиллюстрацисем - 48 страница. Вăл историпе литература каçалăкĕнчи специалистсене, учительсене, студентсене, аспирантсене, пичетре ĕçлекенсене, тавра курăма ан­лăлатма тăрăшакан кашни çынна кирлĕ пуласси иккĕлентермест.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика