14 апреля 2011 г.
Муркаш районĕнче çур акине хатĕрленес ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалистсем хутшăнчĕç. Кашни кооператива çитсе тăпра кăпкалатмалли тата акмалли-лартмалли техникăна мĕнлерех юсанипе паллашрĕç. «Путь Ильича» ЯХПК çунтармалли-сĕрмелли материал, минерал удобренийĕ, 50 тонна элита вăрлăх кÿрсе килнĕ, саппас пайсем туяннă. Андреев ячĕллĕ хуçалăхра юсав малалла пырать. 2 çамрăка тракторист специальноçне алла илме пулăшнă. Чăн та, дизтопливо, удобрени, вăрлăх çитмест. Çак ыйтупа ЯХПК ертÿçи куллен унта-кунта çитни çинчен пĕлтерчĕ. Суворов ячĕллĕ кооператив «тимĕр утсене» тата сеялкăсене уя кăларма лайăхрах хатĕрленет.
Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра çурхи культурăсене 371 га çинче акмалла. 7 трактортан 5-шне, сеялкăсене юсанă. Предприяти валли удобрени, дизтопливо турттараççĕ. Районта, çав шутра кунта та, механизаторсем çитмеççĕ. Ытларахăшĕ - пенсионерсем тата тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсем. Çав вăхăтрах çамрăксем ĕç шыраса республика тулашне каяççĕ.
Чкалов ячĕллĕ ЯХПК дизтопливо кÿрсе килнĕ. Акара чăрмав ан пултăр тесе техникăна маларах юсама тăрăшаççĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисен иккĕмĕш ушкăнĕ «Оринино», «Передовик», «Восток», «Герой», «Свобода», «Ударник» хуçалăхсенче пулса юсав мĕнлерех пынипе паллашрĕ.
Ильич ячĕллĕ хуçалăхăн 13 трактор, 6 автомашина. Çĕнĕ дискаторпа куккурус акмалли сеялка, ытти техника кăтартрĕç. «Кăçал çурхи культурăсем 640 гектар йышăнĕç, - терĕ Федор Егоров агроном. - Çак эрнере кооператива дизтопливо турттарса пĕтермелле».
Семинар-канашлăва Сосновкăри культура-вĕренÿ центрĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов уçрĕ. Унăн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А.Калинин районти мĕн пур харпăрлăхлă предприятисем çур акине еплерех хатĕрленни çинчен доклад турĕ.
- Çурхисене районĕпе 9800 га çинче акмалла, - терĕ Владимир Аркадьевич. - Çав шутра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем - 6800, çĕр улми - 1400, пахча çимĕç - 120, пĕр çул çитĕнекен курăксем 1147 га йышăнаççĕ. Кондициллĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем - 85:. Минерал удобренийĕ мĕн кирлинчен 43: янтăланă. Тракторсенчен - 89, ял хуçалăх машинисенчен 81-87: ĕççи пуçлама хатĕр. Кăçал куккурус лаптăкне ÿстерме шухăшлатпăр.
ЧР техника юсавлăхне тĕрĕслекен госнадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ В.П.Димитриев каланă тăрăх - республикăри мĕн пур техникăран 9,5 процентне кăна техтĕрĕслев комиссийĕ йышăннă. Ку енĕпе Муркашсен - 12:. Çапах хĕпĕртемелĕх çук. «Герой», «Восток», Ильич ячĕллĕ кооперативсен - 62-66:.
- Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсене дизтопливăпа - 60,9, бензинпа 52,6: тивĕçтернĕ, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов. - Министерство çунтармалли-сĕрмелли материал турттарасси пирки «Лукойл-Чăваш Ен» обществăпа килĕшÿ тунă. Предприятисем дизтопливăн кашни тоннине унтан 17190 тенкĕпе туянаççĕ. Чăн та, вăл хуçалăхсен пĕчĕк пайне кăна тивĕçтерет.
Министерство çак эрнере «НК» Роснефть» обществăпа килĕшÿ тăвасшăн. Вăл кашни тоннăна 16200 тенкĕпе сутать. Чĕмпĕртен турттармалла. Çывăх вăхăтра Чăваш Ене çĕр улми вăрлăхĕн çĕнĕ сортне илсе килесшĕн. Кашни кг - 24 тенкĕ.
Пуш уйăхĕн вĕçĕ тĕлне хуçалăхсем 854 млн тенкĕлĕх кредит - пĕлтĕрхинчен 27,8: нумайрах - илнĕ. Ку енĕпе ĕç малалла пырать.
Источник: "Хыпар"