Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федотовсен турнирĕнчен – Европа чемпионатне

10 марта 2011 г.

Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕ çумĕнчи тÿремре Чăваш Ен чемпионне Юрий Федотова асăнса йĕркеленĕ республикăри йĕлтĕр-­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­

çĕсен тăххăрмĕш ăмăртăвĕ нихçанхинчен те хивререх иртрĕ, чун-чĕрене çĕклентерекен спорт уявĕ пулса тăчĕ. Ахальтен мар: çакăнта, Федотовсен турнирĕнче кашни çул тупăшса, Рыккакасси йĕкĕчĕ Вячеслав

Акимов йĕлтĕр спортĕнче пĕрремĕш çитĕнÿ­­­сем тунă. Унтан Раççей шайĕнче çĕнтерсе Европа чемпионачĕсене хутшăнма тытăннă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн юлашки кунĕсем вара Вячеславшăн çăлтăрлă пулчĕç: вăл Италири Риднаурта иртекен Европа чемпионатĕ­­н­че Раççейĕн арçынсен командин йышĕнче эстафетăра ăмăртса кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Шкул командисен, аслисен /республикăри çичĕ район-хуларан 260 йĕлтĕрçĕ килнĕ/ ăмăртăвне уçнă чухне те сумлă хăнасем - ЧР спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Енре туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашăн председателĕн çумĕ, «Шупашкар-Интурист» турагентствăн директорĕ, Юрий Федотовăн тетĕшĕ Валерий Федотов, Вячеславăн амăшĕ Венера Акимова, ЧР йĕлтĕр спорчĕн федераци председателĕ Валерий Павлов, «Чăваш топливо компани» АУО генеральнăй директорĕ, Муркашсен ентешлĕх пуçлăхĕ Александр Федотов... - Вячеслав Акимов биатлониста тăтăшах аса илчĕç, ачасене унран тĕслĕх илме, йĕлтĕр спортне юратма, пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлу сунчĕç.

Чăваш Ен ялавне çĕкленĕ, республика, район гимнĕсене итленĕ хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине чăн малтанах тĕрлĕ учреждени-организацире ĕçлекенсем тăчĕç, 2014 метра лайăх кăтартупа вĕçлеме пысăк сатурлăхпа ыткăнчĕç.

Арçынсенчен Чăваш патшалăх университетĕнче пай пуçлăхĕ­­нче тăрăшакан Сергей Тасакова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Йĕпреçри иккĕмĕш шкул директорĕн çумĕ Вячеслав Петров тухрĕ. «Алико» страхлакан компанин представителĕ Александр Богданов - виççĕмĕш.

Хĕрарăмсенчен Елена Федотова /Шупашкарти стоматологи поликлиникин заведующийĕ/, Ирина Осипова /Калайкасси шкулĕн директорĕн çумĕ/, Елена Тимофеева миравай судья /Шупашкар/ ыттисенчен правуртарах пулчĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç.

Шкул командисенчен /вăтам ушкăн/ Красноармейскинчи гимнази - пĕрремĕш. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Калайкассисемпе Ярапайкассисем. Аслă ушкăнра Калайкассисем пурне те «хăпăтрĕç» - ыттисене чылай кая хăварчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Муркашсемпе Элĕксем пайларĕç.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Калайкассисем кăçал та пĕрремĕш вырăна тухрĕç, Муркашсен ентешлĕхĕн пысăк кубокне хăйсенчех хăварчĕç.

Чи асра юлнă самант маншăн акă мĕн пулчĕ. Финиша çитнĕ кашни спортсмен куракансенчен çакăн пек ыйтрĕ: Италирен çĕнĕ хыпар пур-и? Юниорсен спринтри ăмăртăвĕнче Вячеслав Акимов миçемĕш вырăна тухнă? Ара, çак кун, нарăсăн 26-мĕшĕнче, Вячеслав старта тухасса пурте пĕлнĕ.

Ырă та савăнăçлă хыпар кăнтăрла иртни пĕр сехет çурăра çитрĕ: Вячеслав Акимов «ылтăн» çĕнсе илнĕ! Çакна микрофонпа пĕлтерсен йĕлтĕрçĕсене хавхалантарма тухнă çĕр-çĕр çын, спортсмен пĕтĕм Чăваш Ен илтмелле кăшкăрса ячĕ. Кашнин сăн-питĕнчех савăнăç шевли çиçрĕ. Ачасем, аслисем те, пĕр-пĕрне ыталаса саламлаççĕ. Хăшĕ-пĕри ташă та пуçларĕ, хаваслă кĕвĕпе сикрĕ.

Чăн та, мĕнле савăнмăн! 20 çулти чăваш каччи, Федотовсен турнирне 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне хутшăнма тытăннă Вячеслав Европăри çамрăк йĕлтĕрçĕсене пурне те хыçа хăварнă! Акă вăл - Юрий Федотова асăнса ирттерекен ăмăртусен паха çимĕçĕ.

Спорт уявĕнчи пулăмсене пуç тавра кăшăлласа вырсарни кун алла ручка тытсан Александр Федотов телефонпа шăнкăравларĕ. «Эсĕ çĕнĕ хыпар пĕлетĕн-и?» - терĕ. «Мĕнле хыпар тата?» - тетĕп. «Вячеслав Акимов паян каллех çĕнтернĕ: «ылтăн» илнĕ. Европеецсене вăт мĕнле нăклаттарать ял ачи, чăваш йĕкĕчĕ!» - вышкайсăр хĕпĕртĕвне пытармарĕ Александр Иванович.

Малашне те ăнăçу та ăнтăлу сунар Вячеслав Акимова.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика