Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче рекордне çĕнетнĕ

01 марта 2011 г.

Канмалли кунсенчех хĕллехи Олимп вăййисен тĕп хулинче хăвăрт утакансен Раççейри чемпионачĕ вĕçленнĕ. Кунта та пысăк савăнăç: тăван халăхăмăрăн мухтавлă хĕрĕсем Вера Соколовăпа Светлана Васильева дистанцие тĕнчен çĕнĕ рекорчĕсемпе вĕçленĕ. Верăпа Светлана хальхи вăхăтра хăйсен ăсталăхне Мордва Республикин тĕп хулинчи Олимп вăййисене хатĕрлекен центрта туптаççĕ.

Муркаш район хĕрĕ Вера Соколова хĕрарăмсен хушшинче 20 çухрăма утса çĕнтернĕ. Унăн кăтартăвĕ - 1:25:08 - тĕнчен çĕнĕ рекорчĕ! Унчченхи тĕнче рекордне те пирĕн тепĕр ентешех тунăччĕ: 2005 çулта Олимпиада Иванова çак дистанцие 1:25:41 вăхăтра утса тухнăччĕ. Сăмах май калас тăк пирĕн хĕрсем каярахпа та О.Иванова кăтартăвне темиçе хут çĕнетме пултарнă, анчах тупăшусенче тĕнче категориллĕ виçĕ судья пулманран вĕсене шута илмен. Хальхинче Сочире вĕсем шăпах тĕнче рекордне шута илмелĕх пулнă, çакна пĕтĕм услови те тивĕçтернĕ. Мĕншĕн тесен трассăна ИААФăн ятарлă представителĕ хакланă, вăл пур енĕпе те сертификаципе килĕшÿллине палăртнă. Раççейĕн хĕллехи чемпионатне Португалири Тэгу хулинче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма суйласа илекен квалификаци тупăшăвĕн шутне кĕртнĕ. Хăвăрт утакан çамрăк спортсменсен ăмăртăвĕнче çак дистанцире Ирина Юманова 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, бронза медале тивĕçнĕ.

Вырсарни кун Сочири тĕп стадионра çамрăксем старта тухнă. Ăмăр, сивĕ çанталăкра та вĕсем 10 çухрăмлă дистанцире çивĕч кĕрешнĕ. Йывăрлăха парăнтарса мала тухнă Светлана Васильева тĕнче рекорчĕпе палăрнă. Чăваш хĕрĕн кăтартăвĕ малтанхи рекордран чылай лайăхрах. Çав кунах 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсен хушшинчи ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинчи Надежда Леонтьева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Ентешсем маххă паман

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕ Чăваш Енĕн тепĕр паллă икĕ спортсменкишĕн - Татьяна Арясовăпа Татьяна Петровăшăн - та яланлăхах асра юлĕ. Çак кун вĕсем Японин тĕп хулинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери сумлă марафонра çĕнтерсе пьедесталăн малти картлашкисем çине улăхнă. Арясова - пĕрремĕш, Петрова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ногито Хигутие иккĕмĕш вырăна хĕсĕнсе кĕме марафона тăван килĕнче ирттерни пулăшнă. Кунта пĕлтĕр çак марафона тепĕр чăваш хĕрĕ Алевтина Биктимирова чи малтан вĕçлени çинчен пĕлтерни вырăнлă.

Японири марафона тĕрлĕ çĕр-шыври 36 пин спортсмен хутшăннă. Ку - хăех тĕнче рекорчĕ. 36 пинрен пĕрремĕшĕ - чăваш хĕрĕ. Марафон чупăвĕнчи виççĕмĕш çĕнтерÿччен Т.Арясова Лос-Анджелесра тата Дублинра /иккĕмĕшĕнче - трасса рекорчĕпе/ мала тухнă.

Адлертан - икĕ «кĕмĕлпе»

Адлер хулинче иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен те чăваш спортсменкисем икĕ медальпе таврăннă. Вĕсенчен пĕрне сăнă ывăтакансен ăмăртăвĕнче 25 çулти Шупашкар хĕрĕ М.Максимова çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш хут ывăтсан унăн сăнни 57 метр та 62 сантиметра вĕçнĕ. Маринăн командăри тусĕ А.Прохорова Пекинри Олимпиадăн призерне, Краснодарпа Ставрополь крайĕсемшĕн тупăшнă М.Абакумовăна çеç выляса янă, иккĕмĕш вырăнпа çырлахнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика