Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вячеслав Акимов - Европа чемпионĕ

01 марта 2011 г.

Юниорсен тĕнче чемпионатĕнче Чăваш Республикинчи Вячеслав Акимов биатлонистăн спринтри шăмат кунхи çĕнтерĕвĕ çумне вырсарни кунхи çĕнтерĕвĕ хушăннă. Çапла вара Италири Риднаура ку унăн виççĕмĕш медалĕ пулса тăнă. Ылтăн медальсемсĕр пуçне унăн тата чемпионатăн кĕмĕл медалĕ пур. Ăна вăл Раççейĕн арçынсен суйласа пухнă командин йышĕнче эстафета ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ.

Вырсарни кунхи çĕнтерÿ хыççăн Раççей биатлонистсен союзĕн пресс-службине панă интервьюра Вячеслав Акимов кусем унăн спорт карьеринче чи лайăх ăмăртусем пулнине палăртнă. «Паян хамăн тĕллевсене туллин пурнăçларăм тесе шухăшлатăп. Эпĕ мала тухрăм, дистанцире никама та хамран ирттерсе ямарăм. Ăмăрту шăпине тăваттăмĕш тапхăрта татса патăмăр, ман хыççăн финиша Бенедикт Долль нимĕç çитрĕ. Эпĕ икĕ хут йăнăш турăм, каярах Долль тăватă мишене лектерейменнине куртăм. Çав самантра тупăшакансем манран иртеймессе ăнлантăм. 40 çеккунт маларах çитрĕм. Риднаура хам еплерех ăмăртни мана савăнтарчĕ. Европăн иртнĕ чемпионачĕ карьерăра чи ăнăçлă ăмăрту пулчĕ. Эпир тренерсемпе Раççейĕн юниорсен чемпионатне хатĕрленĕпĕр, малашне, тен, çитĕннисен ăмăртăвĕсене те хутшăнăпăр», - тĕллевĕсемпе паллаштарнă Акимов.

Аса илтеретпĕр: хăйĕн спорт ăсталăхне Вячеслав Акимов республикăри ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче, Ардалион Игнатьев ячĕллĕ Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче ашшĕ Анатолий Акимов тата Валерий Павлов тренер ертсе пынипе ÿстерет. Çав вăхăтрах Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет. Вячеслав Акимов Муркаш районĕнчи Рыккакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Калайкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă. Шăпах çакăнта ĕнтĕ вăл Юрий Федотова асăнса ирттерекен республикăри йĕлтĕрçĕсен эстафетине хутшăнма тытăннă, пĕрремĕш çитĕнÿсем тунă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика