Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акана вĕçленĕ

12 мая 2004 г.

Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене пур енлĕн тата тĕплĕ хатĕрленни «Восток»  ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсене çур акине агротехникăлла чи лайх сроксенче вĕçлеме май панă. Ĕнер хуçалăхра ир пулакан çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăк çинче – 316 гектар – акса пĕтернĕ. Василий Уткин, Алексей Артемьев, Александр Пушкин, Дмитрий Быков, Алексей Бычков механизаторсен ака агрегачĕсем çуртрисене пĕтĕмпех хĕреслĕ майпа акса хăварнă.

Сергей Наумов, Александр Алексеев, Сергей Семенов, Александр иванов агрегачĕсем çĕр хатĕрленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнă.  Виталий Иванов водитель ака агрегачĕсене вăрлăхпа, Михаил Иванов минераллă удобренисемпе вăхăтра тивĕçтернĕ. Юсав мастерскойĕнче вăй хуракан Алексей Бычковпа Николай Николаев çур акине хутшăнакан техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлетерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Хуçалăхра кăçал «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ 40 гектар йышăнмалла. Вăрлăх çителĕклĕ, сутмалăх та пур. Агрегатсем лаптăка хатĕрлесе çитернĕ çемĕн Василий Уткин механизатор çĕр улми лартма тытăнать.

Çур акинче çирĕп йĕрке тата ĕç пахалăхĕ пысăк пултар тесе унта хутшăнакансене тивĕçлипе хавхалантармалли мерăсене пăхса тухса çирĕплетнĕ. Вĕсем пуриншĕн те паллă: дисциплинăпа ĕç йĕркине пĕр пăркаланмасăр пурнăçланисен ĕç укçипе хавхалантару мелĕсем те тивĕçлипех пулĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика