Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талăкĕпех ĕç шавĕ тăрать

13 мая 2004 г.

«Лидер» хупă акционерлă общество «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче уйăх каялла çеç йĕркеленчĕ-ха. Çакă малашлăха пăхса тунă утăм пулнине хуçалăхра кал-кал пыракан çур аки те çирĕплетсе парать: Ярапайкассисемпе Сыпайсем чуна парса ĕçлен ĕç кăна йывăрлăхсене çĕнме пултарнине ăнланса илчĕç. Акционерлă обществăн çак çур акире 800 гектар ытла çĕр çинче ака-суха ĕçĕсем пурнăçламалла,605 гектар çуртрисем, 60 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 50 гектар выльăх кăшманĕ, 90 гектар çĕр улми, 10 гектар пахча çимĕç акмалла-лартмалла. Иртнĕ кĕркунне кĕр аки тата çĕртме сухи туманпа пĕрех пулнăран хуçалăха çак тапхăрта питех те çăмăл мар. Апла пулин те общество ертÿçи Э. Мочалов каланă тăрăх механизаторсемпе водительсен, уй-хир ĕçчĕнĕсен тăрăшулăхĕпе ĕçсем юлса пымаççĕ. Акă, ĕнерхи кун тĕлне çурхи культурăсене 80 процента яхăн, вылььăх кăшманне 70 процент акнă. Çак кăтартусем районăн вăтам ĕçĕнчен пысăкрах, анчах хуçалăхра ĕçлемелли те чылай-ха.

Эсир пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре куракан Вячеслав Валерьянович Соколов МТЗ-80 тракторпа кулленех ĕçре. Кирек хăш ĕçе те пĕлекенскер паян сухара, ыран акара. «Урăхла юрамасть, хамăршăн ĕçлетпĕр-çке»,- хуравларĕ вăл. Хуçалăхра 1975 çултанпа «хурçă утпа» ĕçлекен Валерий Петрович Барановăн та паян ларса канма вăхăт çук. Вăл ĕçлеттерекен ДТ – 75 трактор та паян комплекслă ĕçлет: хăй сухаланă хирсене хыççăнах культиватор çакса акак валли хатĕрлет.

Хирсенче талăкĕпех ĕç шавĕ лăпланмасть.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика