Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

16 апреля 2004 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин виççĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вун виççĕмĕш сессийĕ ĕçлерĕ.

Сессире пăхса тухмашкăн вун ултă ыйту палăртнă.

«Чăваш Республикинчи вырăнти референдум  çинчен» саккун проектне йышăнчĕç.

«Чăваш Республикинчи граждансене çĕр лаптăкĕсем уйăрса памалли нормăсем çинчен» саккуна улшăнусемпе хушăмсем кĕртмешкĕн федераци саккунĕ ыйтать. Çĕнĕ редакципе килĕшÿллĕн уйрăм çыннăн харпăрлăхĕнче пĕр гектартан ытла çĕр пулмалла мар, енчен те палăртнă нормăран ытла пулсан çав çыннăн предприниматель статусне илмелле е унăн хресчен (фермер) хуçалăхне регистрацилемелле.

«Вăрман çинчен» саккун та Раççей Вăрман кодексĕнчи улшăнусене кура çĕнелнĕ. Ăна депутатсем иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

«Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ çинчен» саккун проектне депутатсене пăхса тухмашкăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров сĕннĕ. Саккун проектне икĕ вулавпа сÿтсе яврĕç, тивĕçлĕ постановлени йышăнчĕç.

Кăçалтан тытăнса ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çулсерен Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне  уявлама пуçлатпăр.

«Чăваш Республикинче инвестици ĕç-хĕлĕпе патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» саккун проекчĕ хальлĕхе пĕрремĕш вулав витĕр кăна тухрĕ.

«Чăваш Республикин Президенчĕн суйлавĕ çинчен» саккун проекчĕ те тавлашу çуратмарĕ. Халĕ вăйра тăракан саккунран вăл ытлашши уйрăлсах тăмасть. Федерацин право анлăшĕнчи çĕнĕлĕхсене пула кăна унăн хăш-пĕр положенийĕсем улшăнаççĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тĕрĕслев-шутлав палатин ертÿçи Т. Константинова 2002-2003 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Палата республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе министерствăсемпе ведомствăсем еплерех усă курнине тĕрĕслет. Икĕ çул хушшинче финанс йĕркине пăснă тата бюджет укçи-тенкипе тĕрĕс мар усă курнă чылай тĕслĕх тупăннă – пĕтĕмпе 28096,9 пин тенкĕлĕх.

2003 çулта ЧР Вĕрентÿ министерствин 6 учрежденине тĕрĕслесе республика бюджетĕнчен уйăрнă 99,5 пин тенкĕ укçана тĕллевсĕр усă курнине тупса палăртнă. Ял хуçалăх министерстви те çылăха кĕнĕ – 509,8 пин тенкĕлĕх. Çут çанталăкпа çĕр ресурсĕсен министерствинче бюджет панă 349,5 пин тенкĕпе тĕрĕс мар усă курнă.

Чăваш Республикин ипотека корпорацине республика бюджетĕнчен килнĕ 3770,0 пин тенкĕ патшалăх корпораци умне лартнă тĕллеве пурнăçламашкăн кайман иккен.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика