Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кутамккапа йăтни те пулнă

14 апреля 2004 г.

Район 60 çул тултарнине халалланă район хаçачĕн номерĕнче С.А. Афанасьев «Пур çĕнĕлĕхсене те вăхăтра çул пама тăрăшаттăм» статьяра çакăн пек йĕркесем пур: «... сăмах май, районти ĕçтăвком председателĕпе парти райкомĕн секретарĕсем те вăл çулсенче Муркашран Москакассине хĕлле лашасемпе  тухатчĕç. Москакассинче вĕсен машини пĕр çын патĕнче ларатчĕ. Лашасене унта тăратса хăварса район хуçисем Шупашкара каятчĕç».

Пĕр çын тени вăл эпĕ пулнă. Лару-тăру акă епле йĕркеленнĕчĕ. Москакассинчи тулли мар вăтам шкулта деловод-завхоз пулса ĕçлеттĕм. 1946 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕр класра кантăк лартаттăм. Атте шкула пычĕ те:  «Сана районтан килнĕ çын кĕтет»- терĕ. Пирĕн кил Москакассине Муркаш енчен пырса кĕрсен сулахай енче хĕрринчен тăваттăмĕшчĕ. Кĕтекен çын Сĕнтĕрти çыхăну кантурĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеевич Курапков пулчĕ, мана паянтан пуçласа республикăсем хушшинчи почта ылмаштаракан (обменный пункт) пункт пуçлăхне çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. Паянах каçалапа Шупашкартан машинăсемпе 7 район валли почта илсе килеççĕ-мĕн, манăн ăна йĕркеллĕ шутласа йышăнса юлмалла: Чăваш Республикинчи 4 район (Сĕнтĕр, Муркаш, Советски, Етĕрне) тата Мари Республикинчи 3 район (Еласы, Юрино, Козьмодемьянск) валли. Ыран вара çак районсенчен килекен почтăна йышăнса Шупашкара ăсатмалла. Çапла кашни кун.

Машинăсем яла кĕреймеççĕ. Аттепе иксĕмĕр уя, хальхи столовăй тĕлне тухрăмăр, почтăна йышăнса, çунашкасемпе турттарса килсе килти ампара вырнаçтартăмăр. Тул çутăличчен хунар çутипе 7 район почтине уйрăмшаррăн шута илсе пайлакаларăмăр, çĕнĕ ĕçе хăнăхмалла-çке. Хуралçă пулма аттене вырнаçтарчĕç, ачаран пĕрле ÿснĕ таса чунлă Алексей Филиппович Кукушкина почта ăсатакан турăмăр.

Тепĕр темиçе кунтан телефон вырнаçтарчĕç, Москакассинче – пĕрремĕш телефон. Çакăн хыççăн пирĕн кил учреждени пеккиех пулса тухрĕ е пĕчĕкрех вокзал пулса ларчĕ. Сĕнтĕре, Муркаша машинăпа çÿреме çулсем пулман. Çавна май районсенчи тем тĕрлĕ учрежденисен представителĕсене конюхĕсем пирĕн киле çитереççĕ, лешсем Шупашкартан таврăнасса кĕтеççĕ е тепĕр кунне илме килеççĕ. Хăш-пĕр кунсенче пилĕк-ултă лашаран та иртетчĕ кил хушшинче. Республикăри партипе совет органĕсен представителĕсем те, Муркашпа Сĕнтĕр районĕсене килекенскерсем, каллех пирĕн пата пухăнатчĕç, çара уйра лашапа кам кĕтсе тăрĕ, çыхăнма телефон пур. Ирччен çĕр каçма юлакансем те сахал мар пулнă.

Тем те сиксе тухатчĕ. Акă, почта машинине кĕтетпĕр, каç пулать – вăл çук. Шупашкар çулĕ çинче чарăнса ларнă та пĕр-пĕр лесник çуртĕнчен пĕлтереççĕ. Виçĕ лашапа хирĕç каяттăмăр, темĕнле çанталăкра та. Хыркасси таран кайни те сахал мар пулнă. Шупашкартан тухнă почта машинисем Москакассинчи обменнăй пункта почта парса хăвармасăр каялла таврăнни преступлени шутланнă.

Çуркунне çитрĕ те районсене лашапа çÿремелли çулсем хупăнчĕç: ни урапа, ни çуна. Почта машини Москакассине çитет, пирĕн вара мĕн тумалла; Муркаш çыхăну кантурĕн начальникне П.К. Синичкина пĕлтертĕм те вăл çапла каларĕ: «Эсĕ миçе çын кирлине пĕлтерсе тăр, эпĕ çыннисене тупатăп», - терĕ. Апла пулсан, ку кутамкаллă транспорт çине куçассине пĕлтерет. Манăн татах 4 район почтине Сĕнтĕре ăсатмалла-çке. Кунта вар миçе «кутамкка» кирлĕ пулать, ăçтан тупмалла вĕсене;

Сĕнтĕрти çыхăну кантурĕн начальникĕпе Л.М. Курдыковпа çыхăнтăм. «Эсĕ райкомăн иккĕмĕш секретарĕпе Антон Филиппович Вороновпа çыхăн, вăл пулăшма кирлĕ», терĕ вăл. Унпа çыхăнса маршрутпа паллаштарнă хыççăн вăл çапла хушса хучĕ: «Халĕ кашни ял хăйне евĕр колхоз, çывăхрах вырнаçнă колхоз председателĕсене çакăн пек телефонограмма пар: «Сундырский райком предлагает выделить столько-то человек на какое-то число в распоряжение Кожелеева».  Маршрутпа паллаштарсах тăр.

Çапла вара, Сĕнтĕре те, Муркаша та 10-15 çынран тăракан кутамкаллă «транспорт» кăларса ятăм. Резина атăсем çук, пурте çăпатапа. Шупашкарти почта гаражĕнчен илсе килнĕ кивĕ камерăсенчен каскаласа çăпата тĕпне хума майлаштарса параттăм. Кутамкаллă «транспортри» çынсенчен хăшне-пĕрне асăнсах хăварас килет. Уйкас Хачăкри Константин Солянов 32 килограмм туртакан кинобанкăна кутамккана вырнаçтарчĕ те нимĕн нăйкăшмасăр çула тухатчĕ. Çĕньял Муркашри Евстафий Хохлов та, вăрçă инваличĕ пулсан та, йывăр груз илетчĕ. Иккĕшне те икшер норма çырса параттăм.

1951 çулхи çу уйăхĕнче Москакассинче çыхăну уйрăмĕн çуртне тума тытăнтăмăр (ку ĕçпе Мускав таранах тĕрлĕ ыйтусене татса памашкăн çÿреме тивнĕ). Вăр-çĕнĕ ГАЗ-51  автомашинăпа тивĕçтернĕ хыççăн унпа чи малтан турттарса килнĕ груз Етĕрнерен илсе килнĕ кирпĕч пулчĕ. Стройкăри пĕтĕм ĕçе асăнса пĕтерес çук. Йывăçне Мари республикинчен Атăл тăрăх сулăпа антарса турттарнă. Мачча-урай, çивитти валли кирлĕ хăмасене Çĕмĕрлерен кÿрсе килнĕ. Чÿрече рамисемпе алăксене Сосновкăри столяр цехĕнче хатĕрлетчĕç.

Хам çуралнă кил-çуртра ултă çула яхăн çыхăну ĕçĕпе  ĕçлерĕм. Свердловск хулинчи çыхăну техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Москакассинчи чи пирвайхи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ, çав вăхăтрах перекет кассин заведующийĕ пулса 20 çула яхăн вăй хума тÿр килчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика