Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн çимĕçе халăх юратса туянать»

27 октября 2010 г.

Урапа та пĕр йĕрпе, ялан тикĕссĕн кусмасть. Пурнăç çулĕ те çавах: çынна ăçта кăна илсе çитермест, чылай чухне шăпипе хуçаланать.

Муркаш районĕнчи Оринин каччи Алексей Воробьев вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕреннĕ. Пĕр хушă Ленин ячĕллĕ хуçалăха ертсе пынă. Унтан коммерцире тăрăшнă. Пуян опытне тата ăсталăхĕпе пултарулăхне кура ăна кăçал район центрĕнчи яваплă ĕçе чĕнсе илнĕ.

- Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса сĕт завочĕн директорĕ эпĕ, - паллаштарчĕ хăйĕнпе. - Йыша та, производствăна та тÿрех хăнăхма йывăрччĕ. Хăвăрт пăсăлакан çимĕçе çийĕнчех вырнаçтармалла. Çавăнпа та çаврăнăçуллă, çивĕч пулмалла.

Ăçта кăна ăсанмасть пулĕ кунти тавар халĕ? Районти 29 шкулпа 16 садике, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле хулисене, Пăрачкавпа Вăрнара... Сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вара республикăри 400 яхăн суту-илÿ вырăнĕ йышăнать. Кунсерен 6-7 автомашина рейса тухать. Тата 3-4 автотранспорт сĕт пуçтарма каять.

Водитель - тĕп ĕç вăйĕ, производство шăнăрĕ. Вĕсемех чĕр тавар та кÿрсе килеççĕ, хатĕр продукта та вырнаçтараççĕ. Çавăнпах пулĕ Алексей Валентинович Виталий Иванов, Николай Егоров, Алексей Федоров, Анатолий Кузьмин, Александр Алексеев, Алексей Иванов водительсене ырăпа асăнчĕ. Сĕт кашни кунах килсе тăнăран производство самантлăха та чарăнмасть. Апла пулин те руль умне ларакансем улшăнакан графике çирĕп пăхăнаççĕ, кăмăлсăрлăха палăртмаççĕ. Хăйсем çÿрес çула лайăх пĕлеççĕ.

Предприятире 90 çын ĕçлет. Ытларах район центрĕнчен тата таврари ялсенчен. Вăтам ĕç укçи 8 пин тенке çывăх. Пурне те тивĕçтерет. Хăв пĕр-пĕр ĕç пуçармасан е шапаша тухса çÿремесен ялта кун чухлĕ укçа ăçтан тупăн? Килес текенсем пур, анчах вырăнĕ пурин валли те çитмест. Кăçал çулла тивĕçлĕ канăва темиçен тухрĕç пулин те çĕнĕрен никама та йышăнмарĕç. Сăлтавĕ - хĕле хирĕç ĕнесен пăрулас вăхăчĕ çывхарнăран сĕт сахалрах килни.

- Çулла кунсерен 25-30 тонна сĕт йышăнаттăмăр, халĕ - 15-20 тонна çеç. Муркашпа Мăн Сĕнтĕрти потребитель обществисем ăна халăхран пуçтарса пулăшаççĕ-ха. Тавах вĕсене. Унсăрăн кăтарту татах пĕчĕкленĕччĕ, - кăштах пăшăрханнине палăртрĕ Алексей Воробьев. - Тĕллев - производство калăпăшне чакарас марччĕ. Çавăнпа çĕнĕ килĕшÿсем ытларах тума тăрăшатпăр.

Завод паян пакетлă тата фольгапа чĕркенĕ 27 тĕрлĕ тата виçсе сутмалли 8 йышши сĕт çимĕçĕ кăларать. «Хам ĕçленĕ хушăра çу хисепĕ 4 процентлă вĕретнĕ сĕт хатĕрлеме тытăнтăмăр, - терĕ директор. - Ăна ытларах ватăсем кăмăллаççĕ».

Алексей Валентинович производство цехĕсем тăрăх илсе çÿрерĕ, ятлă-сумлă çынсемпе паллаштарчĕ. Хăшĕсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Г.В.Егорова ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне, Р.Е.Михайлова РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Н.В.Попова, О.В.Соколова, В.Г.Соловьева, Р.Е.Михайлова, Н.И.Алексеева, А.И.Андреева ЧР Хисеп грамотине çĕнсе илнĕ. З.А.Алексеева, М.М.Замятина тата Г.Ф.Поликарпова 30-40 çула яхăн вăй хураççĕ, халăх хисепне тивĕçнĕ.

Воробьевсен çемйи пысăк. Аня - 10, Коля - 6, Данил 1-мĕш классенче вĕренеççĕ. Лиана - «çĕнĕ кайăк» - алăри ача çеç-ха. Алексей Валентиновичăн ашшĕпе амăшĕ те пĕрлех. Ĕне, вăкăр, хур-кăвакал, чăх-чĕп - картиш тулли выльăх, ватăсем вĕсене пăхса кун кунлаççĕ.

Тыл çирĕп чухне ĕç фронтĕнче хастарлăх ÿсет. Çавна май çитĕнÿсем те килеççĕ. Çамрăк директор шухăшĕпе, завод конкурссене хутшăнса палăрни, унăн пысăк пахалăхлă продукцине халăх юратса туянни - хăех ăнăçу


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика