13 ноября 2010 г.
Редакци ĕçĕпе Муркаш районĕнче час-часах пулма тивет. 15-20 çул каялла район центрĕ ытти пысăк ялтан уйрăлса тăман темелле. Юлашки 6-7 çул хушшинче вăл куç умĕнчех çĕкленсе хитреленчĕ. Муркаш уйрăмах çулла капăр.
...Çул хĕррипе тĕрлĕ чечек ешерет, кашни учрежденипе организаци хăйĕн çывăхĕнчи территорие куçран вĕçертмест, тирпейлесех тăрать. Сала варринчи паркра ача-пăча валли мĕн кирли пурте пур: чуччу, карусель, хăйăр купи тата ытти. Кунтах - Паттăрсен аллейи. Таса, тирпейлĕ, кăмăллă унта. Йывăçсемпе тĕмсене тикĕслесе каснă, ура айĕнчи курăка çулса тикĕсленĕ...
Çак ÿкерчĕк 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче - Муркашра Республика кунне ирттернĕ вăхăтра - «ытамларĕ». Çавăнтанпа хăйĕн «маркине» Муркаш вĕçертмест. Икĕ çул каялла вăл яла тирпей-илем кĕртес, хăтлăхпа тивĕçтерес, йывăç-тĕм лартса çитĕнтерес енĕпе республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тухнăччĕ.
Акă каллех Муркашра эпĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Никитинпа /сăмах май, вăл 2004 çултанпа çак тивĕçе пурнăçлать/ кăçалхи ĕçсем, умри тĕллевсем пирки калаçатăп. Мĕн савăнтарать тата пăшăрхантарать ăна?
- Укçа-тенкĕ нихăçан та çитмест. Муркаш ял тăрăхĕ дотаципе мар, вырăнта ĕçлесе илнĕ укçапа пурăнать тата тытăнса тăрать. Çавăнпа та кашни тенкĕпе перекетлĕ пулма тăрăшатпăр, - тет Николай Иванович. - Кăçалхи шăрăх çанталăк чăрмавсем кÿчĕ. Çăлсенче шыв чакрĕ, пĕвесем юшкăнпа тулчĕç. Çавна пула тăватă пĕвене - Шаптакрипе Малиновкăрисене - тасатрăмăр. Муркашри Хĕрлĕ Çар урамĕ çывăхĕнче çĕнĕ пĕве турăмăр. Ял çыннисем унти шывпа хуçалăхра та усă курĕç - пахча çимĕç шăварĕç. Халăха шывпа туллин тивĕçтересси - тĕп тĕллев. Ку енĕпе проект хатĕр.
- Николай Иванович, выльăх апачĕ сахалли чăрмантармасть-и, халăх ĕне выльăх шутне чакарас темест-и?
- Ял çыннисем сĕте килограмне 15 тенкĕпе сутаççĕ. Çапла майпа ĕçлесе илме пултараççĕ. Çавăнпа вĕсене выльăх апачĕ тупма пулăшасси пирĕн тивĕç те тетĕп. Ытти облаçри хуçалăхсемпе çыхăнатпăр, утă, ытти апат илсе килессине йĕркелетпĕр.
- Эпĕ каллех тирпей-илем ыйтăвĕ патне таврăнасшăн-ха. Авă паркра тĕмсене касса тирпейлеççĕ. Камсем ĕçлеççĕ?
- Пĕр-икĕ çул каялла Шупашкарти «Парк» ООО ĕçченĕсене явăçтараттăмăр, халĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă - сала çыннисенех. Çакă вĕсемшĕн усăллăрах.
Çуллахи вăхăтра ял тăрăхĕн штатĕнче урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен ятарлă çын пурччĕ. Чечек лартас ĕçе ытти специалистсем те хутшăннă, Николай Смирнов ертсе пыракан лицейри, Владислав Ялушкин директорта ĕçлекен шкулти ачасем те пулăшрĕç. Ĕçпе кану лагерĕнчи вĕренекенсем, Вера Иванова учительница йĕркелесе пынипе, йăрансене шăварчĕç, çумларĕç. Ветерансем те хăйсен тÿпине хыврĕç. Кăçал - Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май учительсемпе шкул ачисем Муркаша пырса кĕнĕ çĕрте аслă çул айккипе çăкасем лартса хăварчĕç.
Часах - Çĕнĕ çул. Хатĕрленме пуçларăмăр. Каçхи урамсем халăха пин-пин çутăпа савăнтарĕç, уяв кăмăлне çĕклĕç
Источник: "Хыпар"