Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн ÿстерни йăлтах кĕлетре

12 октября 2010 г.

Ыран – Раççейре ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунĕ. Çак уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, ял хуçалăх пайĕн ертÿçипе Владимир Аркадьевич КАЛИНИНПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Владимир Аркадьевич, çулпа çул пĕр килмест тенине кăçал кашниех хамăр ĕнсе çинче туйрăмăр. Апла пулин те районта çĕр ĕçĕ чарăнса лармарĕ. Мĕнле ĕçлерĕç хуçалăхсем, хăвăр мĕнле пĕтĕмлетÿсем турăр;

– Çанталăк условийĕсем мухтанмалли ĕç кăтартăвĕсемех тутармарĕç. Çапах та пирĕн районти хуçалăхсем алă усмарĕç. Çавăнпа та май килнипе пурне те ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тата продукци тирпейлекен промышленнăçра вăй хуракансен профессиллĕ уявĕпе саламлатăп. Малашне те пĕрле пулса татах ÿсĕмлĕрех ĕçлеме çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçу, телей, тулăх пурнăç сунатăп.

Ăнланатăп, шăрăх çанталăк ял ĕçченĕсем умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Анчах вăл пирĕн ĕçлес кăмăла хуçаймарĕ. Тĕш-тырăпа çĕр улми тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен виçĕ хут сахалрах. Выльăх апачĕ те самай сахалрах хатĕрлерĕмĕр. Обществăлла выльăх валли планпа палăртнинчен утăна 68 процент, сенажпа силоса 56 процент çеç янтăларăмăр. Çапла вара çитес хĕл тапхăрне обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли кашни условнăй выльăх пуçне 16,4 центнер апат единици хатĕрлерĕмĕр. Танлаштарма, 2009 çулта 25,4 центнер пулнăччĕ.

Паянхи куна ял хуçалăх предприятисем 164 тонна утă, 676 тонна тырă, 390 тонна улăм туяннă, хĕл каçипе патшалăх паракан пулăшу укçипе усă курса выльăх апачĕ татах туянма тивет.

– Патшалăх пулăшăвĕпе паян районта мĕнлерех ÿкерчĕк палăрать-ха;

– Патшалăх пулăшăвĕ вăл ĕçлекенсем валли кăна. Пулса тухнă йывăрлăхсене шута илсе районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тăкаксене саплаштарма 20 миллион та 718 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ илчĕç.

– Çакă агропромышленность комплексĕнче вăй хуракан çĕр ĕçне чунтан парăннă хастар та маттур çĕршер çынна хавхалантарма тивĕçлĕ пек туйăнать.

– Кăçалхи вырмара çаксем палăрчĕç: Суворов яч. хис. хуçалăхри Родонеж Виссарионович Кузнецов «АКРОС» комбайнпа 717 тонна, Чкалов яч. хис. хуçалăхри Болеслав Николаевич Никитин «Вектор» комбайнпа 590 тонна , «Ударник» хуçалăхри Григорий Владимирович Степанов «Полесье» комбайнпа 472 тонна, «Герой» хуçалăхри Валерий Васильевич Ердуков «ДОН–1500» комбайнпа 430 тонна тĕш-тырă пуçтарса кĕртрĕç. Паттăрлăх мар-и-ха ку!

Сенаж тата силос хатĕрленĕ çĕртре Ильич яч. хис. хуçалăхри Андрей Петрович Васильев, «Свобода» хуçалăхри Николай Иванович Васильев, Суворов яч. хис. хуçалăхри Николай Александрович Семенов механизаторсем ырă сăмаха тивĕç.

– Кĕр кунĕсем çитес çулхи тыр-пул тухăçĕн никĕсне хывса хăвармалли вăхăт. Кĕр аки епле иртрĕ-ха;

– Пулас тыр-пул никĕсне кăçалах хывса хăварассишĕн районти чылай хуçалăх çине тăрса тимлерĕ, кĕрхи культурăсене агротехникăпа палăртнă вăхăтра пĕтĕмпе 6610 гектар акса хăвартăмăр. Ку енĕпе уйрăмах «Ударник» (807 гектар), «Свобода» (630), Суворов яч. хис. (558), Андреев яч. хис. (502), Чкалов яч. хис. (428), «Оринино» (414) хуçалăхсен ĕçченĕсен тăрăшуллă пулнине палăртас килет.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика