Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни – хуçалăх тĕрекĕ

12 октября 2010 г.

Нихăçанхинчен ытла шăрăх пулнă çу кунĕсем иртсе кайрĕç. Ĕçе вăхăтра хатĕрленнисем уй-хирти кĕрхи ĕçсене те вĕçлесе кĕчĕç. Çапах хресчен умĕнче тăракан пур ыйтусене те татса панă теме çук-ха. Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ И. НИКОЛАЕВ калашле «Мĕн хатĕрленипе пирĕн тухăçлă хĕл каçмалла». Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен профессиллĕ уявĕ умĕн район хаçачĕн сотрудникĕ А. БЕЛОВ Игорь Васильевичпа тĕл пулса калаçнă.

– Çăмăл мар пулнă çу кунĕсенче те производствăна тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварнă çĕр ĕçченне паян тав тумалла кăна. Çапла мар-и;

– Районти пур хресченсем пекех пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем те çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсем умĕнче пуç усмарĕç. Шăпах кăçал технологие пăхăнса ĕçлесси малти вырăна тухрĕ. Эпир те çапла турăмăр. Кĕр енне патшалăх пулăшăвĕ килсе çитни те пире çитес хĕл кунĕсене хатĕрленме вырăнлă пулчĕ. Паян пирĕн пĕр тĕллев – янтăланă апатпа тухăçлă та перекетлĕ усă курасси.

Кăçал цифрăсемпе калаçни вырăнлах мар. Çавăнпа çакна çеç калатăп. Шăрăх çанталăк тырă-пулă тата çĕр улми тухăçне ытти çулхисенчен икшер хут чакарчĕ. Çав вăхăтрах, пытарма кирлĕ мар, сĕт хакĕ ÿсни пире выльăх апачĕ янтăлама укçа-тенкĕ туса илме çул уçрĕ. Çак çулпа ĕçлетпĕр, хуçалăха аталантаратпăр. Сĕт çине çитнĕ май манăн паян ĕнесем патĕнче ĕçлекен, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан Рената Терентьевапа Юлия Иванована, сыснасене самăртнă çĕрте тимлекен Иван Антонова палăртас килет. Вĕсем пĕрешкел условисенчех тухăçлă ĕçлеме май пур çулсене кăтартаççĕ.

– Уй-хир ĕçченĕсене палăртма пултаратăр-и;

– Палăртма пулать, паллах. Анчах кăçалхи условисенче пурте пĕр çыхăра пулнине, малашлăхшăн пĕрле ĕçленине палăртма кăмăллăрах. Кĕрхи ĕçсене илсен эпĕ паян вырмара тăрăшуллăх кăтартнă Владислав Аврамовпа Олег Григорьев комбайнерсен экипажĕсене, çĕр улми кăларнă çĕрте Алексей Васильев комбайнера уйрăмраххăн палăртнă пулăттăм. Хиртен йĕтем айне тырă турттарнă Юрий Михеев та ответлăха туйнипе палăрчĕ.

– Ĕçлекенсене тав тунипе пĕрлех манăн эсир юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе тата техника паркне мĕнле çĕнетнипе паллашас килет.

– Ыранхи куна пăхакан пĕр вырăнта лараймасть. Эпир те çапла тăватпăр. Юлашки икĕ çул хушшинче çĕнĕ технологисене çул парса тата тухăçлăрах ĕçлекен техникăсене эпир 15 миллион тенкĕлĕх туянтăмăр. Çак çул пире паян аталану çулĕпе ыттисенчен юлмасăр пыма май парать. Кунпа пĕрлех хуçалăх вăйĕпе фермăсене хĕле хатĕрленине палăртмалла. Кунта строительсен тÿпи пысăк. Тавах вĕсене вăхăтлă ĕçшĕн. Купăрляри пăру сарайне тĕпрен юсаса çĕнетни паян малашлăх плансене уçать.

– Патшалăх пулăшăвĕ пирки асăнтăр та унăн виçипе паллаштараймăр-ши;

– Вăрттăнлăх мар вăл. Çакă хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшуллăхĕ. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăка пăхмасăрах выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварма май тупнăшăн 1700 пин тенкĕ субсиди илтĕмĕр.

– Ĕçленине кура тав сăмахĕ те пулмалла ĕнтĕ.

– Урăхла сăмах çук. Паян май килнипе усă курса хамăр хуçалăхра ĕçлекенсене вĕсен çăмăл мар ĕçне ăнланса ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен профессиллĕ уявĕ ячĕпе пурнăçланă ĕçсемшĕн чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Эпир малашне те пĕрле пуласса шанса тăратăп. Ун чухне вара эпир ÿсĕмсен татах та пысăкрах чиккисене çĕнессе шанатăп. Ĕçлеме сирĕн сывлăх та вăй-хал, пурăнма телей те юрату, ĕçкĕ-çикĕ ирттерме тулли сĕтел, йышлă çемье сунатăп.

Тепĕр хут пурне те пысăк тав!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика