Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç ырă туйăм парнелет

14 августа 2010 г.

Ырă ĕç ырă туйăм парнелет

Редакци ĕçĕпе Муркаша час-часах кайса килетĕп. Вăл тĕрлĕренччĕ: «сухалланнă» стройкăсем те чылайччĕ, çын алли çитменрен тирпейсĕр кĕтессем те çук марччĕ, сала урамĕпе выльăх-качака çамрăк йывăçсене сиенлетсе çÿренине те курнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: район администрацийĕпе юнашарах 15 çул ытла пĕр пек ÿкерчĕк

хуçаланчĕ - культура çурчĕ ячĕпе çĕклеме

пуçланă çурт кичеммĕн ларатчĕ.

Паян Муркаша пыракансем салана палласа та илеймĕç. Хайхи «сухаллă» стройка çутă сарă тĕспе çиçсе ларать, физкультурăпа спорт комплексĕ вырнаçнă унта. Вырăнти «Арбатра» фонтан «ташлать». Тротуарсемпе юнашар - хăтлăлатнă газонсем. Паллах, çакна юмахри асамçă пулăшнипе тума çук. Çынсен тăрăшулăхĕ кирлĕ. Çавсенчен пĕринпе - Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Никитинпа тĕл пулса калаçрăмăр та. Яваплă «тилхепене» Николай Иванович 2004 çулхи çурла уйăхĕнчен тытса пырать. Ял тăрăхне çывăхри пилĕк ял кĕрет, унта пурĕ 4468 çын пурăнать, Муркаш салинче - 3250. Вун тăватă çула çитмен ачасем - 864. Миçе çын - çавăн чухлĕ шухăш, ыйту. Вĕсене вырăнтах татса, ял çыннисене ĕçлеме, пурăнма, канма условисем туса парассине Николай Никитин хăйĕн тĕп тĕллевĕ тесе йышăнать.

Пилĕк çул хушшинче тунă ĕçĕ - куç умĕнче. Вĕсенчен чылайăшне асăнтăм-ха. Çак йыша тата Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин паттăрĕсен ячĕпе тĕпрен çĕнелнĕ аллейăна та, ачапча валли уçнă тăпăл-тăпăл парка та, ялсен хушшинче, Муркашра асфальт сарнă çула та, ыттине те кĕртмелле.

Çак ĕçе пĕччен тума çуккине вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Муркаш район пуçлăхĕпе Юрий Ивановпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ.

- Николай Федоров Президент питĕ нумай пулăшрĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшнинчен ытларах пире шанни хавхалантарчĕ, - тет Николай Иванович.

Паянхи чи çивĕч ыйтусене чăтма çук шăрăх çанталăк кăларса тăратрĕ. Пĕве-кÿлĕ типсе ларнăран пахча-садсене ĕçмелли шывпа шăварма пуçлани чăрмав кÿрет. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрлеме май туса парасси те ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн ют мар.

Тен, тепĕр çĕрте çапла хуравлаканнисем те пур пулĕ: «Кун пек çанталăк пуласса шухăшламан, бюджетра пĕве тасатма укçа уйăрман».

Николай Никитин вара пире кăçал çĕнĕрен «сывласа» янă пĕве-кÿлĕсене кăтартрĕ. Пĕри - район центрĕнчех, Муркаш шывĕ çинчех. Вăл текех типсе лармĕ: юшкăна тасатса кăларнă, унти 4-5 çăл куçа тапса тăма нимĕн те чăрмантармĕ.

- Çывăхра пурăнакансем çак шывпа хăйсен пахчисенчи çимĕçсене шăварччăр тесе тасатрăмăр пĕвене, - тет Николай Иванович.

Николай Иванович пире Малиновкăна, Муркашран ултă çухрăмра вырнаçнăскере, илсе кайса кăтартрĕ. Çамрăк ял вăл, 1947 çулта район центрĕ-нчен уйрăлса тухнă çемьесем йĕркеленĕ ăна. Халĕ унта 38 кил, 80 яхăн çын пурăнать.

Ялĕ пĕчĕк пулсан та нушисем те çук мар кунта. Ял варринчи пĕве типсе ларнă. Елена Костина, ял старости, тата пуçару ушкăнĕ çине тăнипе халăхран 500-шер тенкĕ укçа пуçтарнă, пĕвери çÿп-çапа, ăпăр-тапăра тасатнă. Малалла Николай Никитин ĕçе пуçăннă: «Стройтехсервис» ООО ертÿçипе В.Лаврентьевпа калаçса татăлса кирлĕ техникăна Малиновкăна илсе килнĕ. Эпир пулнă кун унта Анатолий Патин, Андрей Владимиров ĕçлетчĕç. Вăхăта перекетлес тĕллевпе кăнтăрлахи апата унтах хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе Галина Майорова пурнăçлать.

- Муркашри пĕвене тасатма 130 пин тенкĕ кайрĕ, - тет Николай Иванович. Шаптакрине те йĕркене кĕртрĕмĕр, унсăр пуçне унта тата çăл алтрăмăр, Малиновкăра икĕ пĕвене «чун» кĕртесшĕн. Пĕве-кÿлле çĕнĕрен чĕртсе тăратни ял çыннисене шывпа перекетлĕ усă курма пулăшĕ.

Ял пуçлăхĕн кун йĕркинче шыв ыйтăвĕ пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çапах та ыттисем те çук мар. Акă ĕнер сала варринче - «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн çурчĕ умĕнче - предприяти-организацисен, учрежденисен хушшинче Муркаш ял тăрăхĕн спартакиадине ирттернĕ. Çак ырă йăла тахçантанпах пырать ĕнтĕ.

Малиновкăран таврăннă чух салари фонтан патĕнче чарăнса тăтăмăр. Кăнтăрла иртен-çÿрене хăйĕн «ташшипе» илĕртет вăл, каç енне унта ача-пăча рехетленет. Чăтма çук вĕри çанталăкра та хăйсен черченлĕхне упраса хăварнă чечексем чуна савăнтараççĕ, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ... Çакăнтан ырри тата мĕн пултăр? Иккĕленместĕп: Николай Никитин та çакнах туять пулĕ. Уншăн вара вăл тата та хаклăрах, мĕншĕн тесен асăннă ĕçсенче унăн тÿпи уйрăмах пысăк

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика