Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта вĕренекенсен йышĕ чакать

18 августа 2010 г.

«3780 ача кăçалхи вĕренÿ çулĕнче парта хушшине ларĕ», – çапла пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова. Çакă иртнĕ вĕренÿ çулĕнчипе танлаштарсан 122 ача сахалрах.

Пĕрремĕш класа каякансен йышĕ те пĕлтĕрхинчен чакнă: кăçал 303 ача пĕрремĕш хут шкула кайĕ, пĕлтĕр вĕсем 21 ытларах пулнă. Кăçалхисем хушшинче 6 çул çурă тултарманнисем те сахал мар – 42 хĕр ачапа арçын ача. Апла пулин те Шуркассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче тата Сыпайри тĕп шкулта кăçал пĕрремĕш класа каякан çук.

Вĕренекенсем сахалланнин тепĕр сăлтавĕ – вĕсем тăххăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн шкултан кайни. Ку вара «Вĕрентÿ çинчен» федераллă саккунта палăртнă пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсемпе çыхăннă. Çапла çулсеренех 9 класран вĕренсе тухакансен 30-40 проценчĕ шкула 10 класа килмест.

Шкулсенче ачасен хисепĕ пысăкланассине шутласа палăртнă тăрăх 2013–2014 çулсенче çеç кĕтмелле. Анчах ку тапхăр та нумайлăха пымĕ иккен.

Кăçал вара çуллахи вăхăтра Йÿçкассинчи вăтам шкулăн Панклири филиалне, Чуманкассинчи вăтам шкулăн Исетерккĕри филиалне пăрахăçласа унта вĕренекенсене асăннă шкулсенче вĕрентме çирĕплетнĕ. Филиалсен çурчĕсем йывăçран, апла пулсан пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнипе çыхăннă çакă. Çапах та ачасене шкула турттарассипе ыйтусем тухса тăмалла маррине пĕлтерчĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ: Чуманкасси шкулне пĕр автобуспа пĕр ГАЗель, Йÿçкасси шкулне малтанхи автобуспа пĕрлех тепĕр çĕнĕ ПАЗ маркăллă автобус ачасене турттарĕç.

Кадрсен ыйтăвне районти шкулсенче татса панă темелле. Москакассинчи, Йÿçкассинчи тата Чуманкассинчи вăтам шкулсенче çеç акăлчан чĕлхи учителĕсем кирлĕ. Чуманкасси шкулне вырнаçас текен çамрăк специалиста вара яланлăх ĕç вырăнĕпе пĕрлех кăçал пурнăçа кĕме тытăннă ятарлă программа тăрăх 500 пин тенкĕ грант кĕтет. Унпа вĕрентекен хăй шутланă пек усă курма пултарать. Унăн 2009 е 2010 çулта аслă шкул пĕтерни çинчен диплом пулмалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика