Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв - сывлăх çăлкуçĕ

30 марта 2004 г.

Çын ÿт-пĕвĕн виçинче çурри ытла шыв шутланать. Вăр организма йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнма кирлĕ. Йĕркеллĕ ĕçленĕ чухне пирĕн организм талăкра 1,5-2 литр шыв тăкаклать. Шыв организмра пулса иртекен хими процесĕсене хутшăнать. Ÿт-пÿ йывăрăшĕнчен шыв 10 процент таран чаксан та организмри япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, çакă вара пурнăçшăн та хăрушă.

Çавăн пекех шыв çăвăнма, кĕпе-тумтир, çурт-йĕре çума, апат пĕçерме, пахча-çимĕçпе улма çырлана шăварма тата ытти тĕллевпе те кирлĕ. Ĕçмелли е хуçалăхра усă курмалли шывра сиенлĕ хутăшсем тата ерекен чир-чĕр пуçаракан микробсем пулмалла мар. Унсăр пуçне, вăл шăршсăр, тăрă тата ĕçме тутлă пулмалла. Çăлкуçа тĕрĕс суйласа илмелле тата ăна санитари тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ тытса усрамалла.

Хальхи вăхăтра ялсенче пураллă çăлсемпе усă курма пăрахман-ха. Шыв пăрăхĕсем хуман ялсенче пураллă çăлти шывпа ĕçме е хуçалăхра усă кураççĕ. Çавăн пекех килти хуçалăхсенче çăлсем чавасси те йăлана кĕчĕ. Санитари тĕлĕшĕнчен мĕнле йĕркене пăхăнса тумалла-ха пураллă çăл лартнă чухне;

Чи малтанах, пураллă çăла шыв тытакан иккĕмĕш е виççĕмĕш сий таран чавмалла. Шыв тăракан пĕрремĕш сий чылай тарăн пулсан, çак сийри шывпах усă курма юрать. Анчах та ун чухне пусăри шыв вараланасран санитари хÿтлĕхĕ тăвас пулать. Унсăрăн çăлти шыв вараланма, ун урлă тĕрлĕ чир-чĕр сарăлма пултарать. Çăла таса мар шыв сăрхăнса анасран çăл пури тавра тăм çăрса хытараççĕ. Çакна валли çăл пури тавра 1 метр сарлакăш тата 2 метр тарăнăш тăпра чавса кăлараççĕ, унта тачка тăм тултарса пирчентереççĕ. Çăл пури тавра 2 метр сарлакăшĕнчи лаптăка тул еннелле кăшт тайлăк туса чул, бетон е асфальт сараççĕ.

Пусă пуррине йывăçран пураласа, бетонран хытарса тăваççĕ. Йывăç пура хушăкĕсем витĕр çăла çĕр айĕнчен таса мар шыв сăрхăнса кĕме пултарать. Тимĕр-бетонран тунă пурасем санитари тĕлĕшĕнчен чи юрăхлă шутланаççĕ. Пураллă çăлăн тарăнăшне вырăна кура чаваççĕ. Ăна шыв сийĕнчен 1,5-2 метр тарăнрах алтаççĕ. Çăл тĕпне вĕтĕ чул хураççĕ. Çăл пурине çĕртен 0,7-0,8 метр çÿлерех тумалла. Çăл анине тачă витсе лартмалла. Пусă тĕлне лупасай пек çивитти туса лартас пулать. Пусăран шыв ăсма уйрăм витре пулмалла.

Тин чавнă пусăри шывпа усă курма тытăнас умĕн дезинфекци тумалла. Çакна валли хлорлă извĕç ирĕлчĕкĕпе усă кураççĕ. Пураллă çăла çулталăкра пĕр хут тасатса дезинфекци тумалла. Пусă çывăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе шăварма, кĕпе-йĕм чухеме, автомашина çума тата тăпрана варалама юрамасть. Пусă патне выльăх-чĕрлĕх пырса çÿресрен ун тавра 4-5 метр инçĕшре карта тытмалла.

Килти хуçалăхра çăл чавнă чухне те çÿлерех асăннă йĕркесене пăхăнмалла. Çавăн пекех çăл вырăнне тĕрĕс палăртмалла. Пусăсене çÿллĕрех вырăна тумалла, çав вырăнта вите-карта, ăпăр-тапăр тăкмалли тата канализаци шăтăкĕсем, уборнăйсем аяларах тата 25-30 метр аяккарах пулмалла.

Таса мар пусăри шывпа ĕçсен чир-чĕр ерме пултарать. Шывра шĕвĕрĕлчен çăмартисем, дизентерин, вар тифĕн, туляремин микробĕсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та шыв пахалăхне вăхăтран вăхăта тĕрĕслесех тăмалла.

Юлашкинчен çакăн пирки асăрхаттарса хăварасшăн. Çуркунне çитнĕ май, пураллă çăла çурхи юр шывĕсем юхса кĕме пултараççĕ. Çурхи шывпа пĕрле пусăри шыв тĕрлĕрен ерекен чир-чĕр пуçаракан микробсемпе вараланма пултарать. Çавăнпа та çăл тунă чухне маларах асăннă санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Пусăна çурхи шыв кĕрсех кайрĕ пулсан, ăна дезинфекци тумалла, шыв пахалăхне тĕрĕслемелле. Çак ĕçсене туса ирттериччен пусăри шыва ĕçме усă курмалла мар е шыва вĕретсе сиенсĕрлетмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика