Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла çирĕпленсех юлтăр

26 марта 2004 г.

Иртнĕ шăмат кун, мартăн 20-мĕшĕнче, район центрĕнчи йĕлтĕр бази кăçалхи сезонта юлашки хут йĕлтĕр спортне юратакансене хăйĕн ытамне илчĕ. Хĕллехи сезона вĕçлекен çак ăмăртура вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн куçса çÿрекен кубокĕсене çĕнсе илессишĕн старта тухрĕç. Йăлана кĕнĕ çак ăмăрту кăçалхипе улттăмĕш хут иртрĕ. Яланхи пекех, йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме хатĕррисен йышĕ пысăк пулчĕ. Эстафета ăмăртăвĕсене тĕрлĕ ушкăнсенче 75 командăри 300 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.

Ăмăрту пуçланас умĕн вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ăшшăн саламларĕ, ÿсĕмсем сунчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвăн тĕп шухăшне ăша хывма тата асра тытма кирлине палăртрĕ. Вăл вара çапла янăрать: "Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне".

Пĕрремĕш ушкăнра старта ял администрацийĕсен, район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен 25 команди тухрĕ. Пĕрремĕш тапхăртах малти вырăна ÿксе, Муркаш ял администрацийĕн команди мĕн финиша çитичченех ăна алăран вĕçертмерĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Призерсен шутне культура пайĕн тата район администрацийĕн пĕрлештернĕ командисем кĕчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи педагогсемпе ытти персоналтан йĕркеленĕ командăсен йышĕ сахалрах пулчĕ, анчах та кĕрешÿ кунта та кашни тапхăртах çивĕч пычĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Калайкассинчи вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Альбина Семеновна Дашкова тренер-преподаватель, акăлчан чĕлхине вĕрентекен Лариса Вениаминовна Баранова, Анатолий Васильевич Клопов оператор тата физкультура учителĕ Владимир Васильевич Люцев эстафетăна пĕтĕмĕшле 34 минут та 10 секунтра вĕçлерĕç. Вĕрентекенсен ырă тĕслĕхĕ шкулта вĕренекенсемшĕнте ырă тĕслĕх пулса тăмалли самантах. Муркашри вăтам шкул команди финиша иккĕмĕш çитрĕ. Ăмăрту пьедесталĕн виççĕмĕш картлашкине иртнĕ çулхи пекех Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди йышăнчĕ.

Тĕп ушкăнра - предприятисемпе организцисен командисем хушшинче те - ăмăртăвăн тĕп парнине çĕнсе илессишĕн вăй виçме кăмăл тунă командăсен йышĕ те сахалах пулмарĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче кĕрешÿ çăмăл иртменнине çирĕплетекен тĕслĕхсем куç умĕнчех. Сăмахран, иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕ - районти шалти ĕçсен пайĕн команди - кăçал призерсен шутне те лекеймерĕ. Пъедестал çинчи ытти призерсем те улшăнчĕç. Финиша кăçал вара чи малтан "Ударник" ОПХ йĕлтĕрçисем çитрĕç. Иккĕмĕш вырăна "Дружба" хуçалăх команди тухма пултарни те чылайăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин йĕлтĕрçисем тăчĕç.

Çĕнтерÿçĕ-командăсем куçса çÿрекен кубоксемпе парнесене, ушкăнсенче призерсен шутне кĕнĕ командăсем тивĕçлĕ парнесене çĕнсе илчĕç. Ăмăртăвăн пĕтĕмĕлетĕвĕсенче çитес çул унта хутшăнакансен йышне ÿстерме кирлине палăртса хăварчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика