26 марта 2004 г.
Март пуçламăшĕнчех район администрацине ЧР Çут çанталăк министерствинчен çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ялсенчи гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварассипе туса ирттермелли ĕçсем пирки асăрхаттару-сĕнÿсем çитнĕ. Республика шайĕнче çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленнĕ пулсан, районсенче те çак ыйту паян малти вырăнта пулмалла: пахча хыçĕнчи пирĕн пĕвене Шупашкартан килсе сыхламĕç.
Гидрометеорологи служби пĕлтернĕ тăрăх мертăн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче юр хулăнăшĕ нормăран 10-30 сантиметр çÿхерех, анчах питĕлĕхĕ (плотность) нормăран пысăкрах пулнă.
Çурхи шыв-шур пуçланас умĕнхи лару-тăрăва тĕрĕс хаклассине район прокуратури хăй аллине илнĕ. Çав тĕллевпех район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕ те алă усса лармасть. Иртнĕ юн кун çурхи шыв-шура ирттерсе яма епле хатĕрленнипе паллашас тĕллевпе эпир Шашкар, Катькасси, Ильинка, Ярапайкасси, Шурча, Çатракасси ял администрацийĕсенче пултăмăр.
Шашкар ял администраци пуçлăхĕ Г. Мерлова каланă тăрăх ку тăрăхра 1 плотинапа 7 пĕве пур. Пĕлтĕр капиталлă юсав тунă плотинана пăхса тăрас ответлăха ял администраци пуçлăхĕ алăран вĕçертмест. Пĕвесене пăхса тăрассишĕн ялсен старостисене çирĕплетнĕ, анчах Шерекри пĕвене татса каяс хăрушлăх ыттисенчен пысăкрах. Ял администрацийĕнче çурхи шыв-шур вăхăчĕ валли ятарлă дежурнăй бригада туман, çурхи шыв-шура аварисемсĕр ирттерсе ярассипе вара уйăх каяллах постановлени кăларнă.
Çакăн пек йышăну Катькас ял администрацийĕнче те пур. Кунта тата çурхи шыв-шура ирттерме ĕçсен планне те хатĕрленĕ. Ял администраци пуçлăхĕ Г. Лебедев ку тăрăхра 3 плотинапа 47 пĕве пулнине пĕлни вăл лару-тăрупа паллашсах тăнине кăтартрĕ.
Ярапайкасси ял администрацийĕнче 2 плотинапа 10 пĕве патĕнче çурхи шыв-шуртан асăрханса мĕнле ĕçсем туса ирттернине ытти çĕрти пекех актсем çырса çирĕплетнине курма пулмарĕ.
Шурчана çитсен ял хушшинчи асфальт тăрăх шыв шарлаттарса юхни ялта шыв-шура "кĕтменнĕн" кăтартрĕ. Ял администраци территорийĕнче 2 плотина пулсан, пĕрне иртнĕ кĕркуннех уçса янă. Шурчаран Кÿстереке каçмалли пĕвери шыв иртнĕ çул аялтан шăтарса тухса кайнă та ку пĕве пурнăçĕ манăçа тухнă.
Çатракасси ял администрацийĕнче çурхи шыв-шура кĕтсе илме ыттисенчен лайăхрах хатĕрленни курăнчĕ. Кунта çавна валли постановлени те йышăннă, ĕç планĕсемпе вĕсемшĕн яваплисем те пур, дежурствăри бригадăсем çинчен те манман.
Ял администрацийĕсем тăрăх çÿренĕ май вырăнсенче выльăх çăвисем çине епле пăхнипе те интереслентĕмĕр. Шашкар ял администрацийĕнче çав çăва тавра çĕр хăпартни çукран шыва çав лаптăк çуммипе ирттерсе яма çул тунă. Катькассинче вара ун пек вырăнсем иккĕ, вĕсене çĕр хăпартса çавăрнă, асăрхаттару паллисем çакнă. Ытти çĕрте вара выльăх çăвисем вăрман айне пулни тата вĕсене хупнăранпа вăхăт нумай иртни çав ĕçсене туса ирттерме "кансĕрлеççĕ". Сăмах май, çак ыйтупа тата ялсенче ятарласа пăхман вырăнсене тĕрлĕ çÿп-çап тăкнипе çĕр-шыв типсен прокуратура ĕçченĕсем кăсăкланĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"