Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Слет ăнăçлă иртрĕ

25 марта 2004 г.

Кашни шкултах хăйĕн ырă йăла-йĕрки пур. Тивĕшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ăруран ăрăва куçакан ырă йăла - тăххăрмĕш класра вĕренекенсен слетне çулсеренех ирттересси шкул пурнăçĕнче çирĕпленнĕ. Ăна кăçал Тивĕшсем 32-мĕш хут ирттерчĕç.

Паян Тивĕшри вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе тăххăрмĕш класра вĕренекенсен слечĕ иртмелле. Слет программине таврари кÿршĕллĕ шкулсене уйăх каяллах çитернĕ пулсан та чунра лăпкă мар: миçе шкултан слета килĕç-ши; Тата Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов слета хутшăнĕ-ши; Çанталăкĕ япăхса кайнă пирки биатлонра йĕлтĕрпе чупма та май çук. Слета тĕплĕн хатĕрленнĕ-ха. Акă, шкул фойинче "Ах, этот незабываемый слет" ятпа сăн ÿкерчĕксенчен ятарлă стенд янтăланă, стена çинче курăнмалли вырăнтахăнасене саламласа салам сăмахĕсем, слет эмблемине вырнаçтарнă, Спорт залĕнче Раççейпа Чăваш Республикин ялавĕсем çакăнса тăраççĕ. Пур енчен те хăнасене кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ.

Чи малтан шкула Шетмĕпуç шкулĕнчи тăххăрмĕш класра вĕренекенсен команди килсе çитрĕ. Унтан Панклисем, Пикшиксем. Юлашкинчен - Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем. Хăнасене ăшшăн кĕтсе илсе слета йĕркелекенсем малтанах палăртса хунă кабинетсене вырнаçтараççĕ.

Слета пухăннисем пурте ушкăнăн-ушкăнăн спорт залне пухăнса тăчĕç. ОБЖ предметне вĕрентекен Г.А. Павлов шкул директорне слета пуçлама хатĕрри çинчен рапорт парать. Шкул директорĕ В.А. Федотова салам сăмахĕ каласа слет уçăлни çинчен пĕлтерет. Залра кĕçех Чăваш Патшалăх Гимнĕ янраса каять. Иртнĕ çул слет Кубокне тивĕçнĕ Шетмĕпуç шкулĕнче вĕренекенсем Хĕрлĕ хăмача çÿлелле хăпартаççĕ. Унтан пухăннисене физика учителĕ, педагогика ĕçĕпе спорт ветеранĕ В.Ф. Порфирьев ăшшăн саламлать, слет мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа кăтартать. Физкультура учителĕ, слет прорамминчи ăмăртусен тĕп судьи А.П. Семенов слет программипе паллаштарать. Ун хыççăн тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем пуçланчĕç.

Хĕрÿ ăмăртусенче вăй-халпа пултарулăха виçнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: пилĕк командăран виççĕмĕш вырăна Панклири, иккĕмĕш вырăна - Тивĕшри, пĕрремĕш вырăна - Шетмĕпуçĕнчи тăххăрмĕшсем çĕнсе илчĕç. Шетмĕпуç вĕренекенĕсен аллинче Раççей Геройĕн Е.Г. Борисовăн слетăн ятарлă кубокĕ тепĕр слетчен юлчĕ. Кашни командах тĕрлĕ енĕпе хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç: футболла выляссипе, сĕтел çи теннисĕпе, эрудитсен конкурсĕнче Шетмĕпуçсем чи малтисем, "Хаваслă стартсенче" - Пикшиксем, çăмăл атлетика эстафетинче тата пăшалтан перессипе - Тивĕшсем чи пултаруллисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе грамотăсем тата пылак призсем парса чыс турĕç. Слета хутшăннисем чăн-чăн уяври пекех кăмăллă юлчĕç. Вĕсен кăмăлне шкул столовăйĕнче тÿлевсĕрех вĕри апат çитерни те çĕклерĕ.

Шел, 32-мĕш слета Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов килеймерĕ. Пĕтĕмĕшле илсен слет питĕ ăнăçлă иртрĕ. Вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса паллашрĕç, ăмăртрĕç, слета хутшăнса туслăха çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика