Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци ветеранĕ

25 марта 2004 г.

Ваттисем "Çын çăкăрпа çеç тутă пулаймасть" - тесе пурнăç тĕрлĕ енлĕ те пуян пулнине палăртнă-тăр. Урăхла епле-ха; Çыннăн ыйтăвĕсем нумай. Вăл çавсене тивĕçтерсе пыни пурнăçа çаврăнать те ĕнтĕ.

Кăçал район 60 çул тултарнă май манăн паян унăн çак пурнăçĕн пĕр енне илсе кăтартас килет. Çакă хам та район халăхĕн суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре нумай çул вăй хунипе çыхăннă.

Март уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çак уйăхра Муркаш райпоне йĕркелесе яни те 60 çул тултарчĕ. 60 çул вăл 6 кун мар. Çак хушăра райпо çултан-çул аталанса пычĕ, хăйĕн ятне республикăна çеç мар, Раççей шайне кăларчĕ. Эрне каялла Муркаш райповĕн тĕслĕхĕ çинче Раççей Федерацийĕн Центросоюз правленийĕн семинар-конференцийĕ иртни те çавнах çирĕплетет. 60 çул хушшинче райпона аталантарассишĕн, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерсе суту-илĕве малалла ярассишĕн çĕршер-пиншер çын вăй-халне шеллемесĕр иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Çак сферăра тивĕçлĕ канăва тухичченех тимленĕ ĕçченсенчен пĕри вăл - Зоя Леонтьевна Синичкина. Потребкооперацире 30 çул ытла вăй хунă ĕçтешĕмĕр паян Муркаш салинче пурăнать, райпон паянхи утăмĕсемпе те интересленсех тăма тăрăшать.

Зоя Синичкина 1924 çулта Муркаш ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Муркашри вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн 1942-1948 çулсенче çамрăк хĕр тăван ялти "Авангард" колхозра счетовод-бухгалтер пулса ĕçлет, 1949-1951 çулсенче тăрăшуллăскерне Муркаш ял совечĕн секретарĕн ĕçне шанаççĕ. Ĕçлекенĕн ĕçĕ курăнать теççĕ те, 1951 çулта ăна Шупашкарти суту-илÿпе коопераци шкулне вĕренме яраççĕ. Çулталăкран ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе бухгалетр специальноçне алла илсен, Зойăна сентябрь уйăхĕнче Муркаш райпотребсоюзăн бухгалтерне ĕçе илеççĕ. Кунта та шав малалла пăхакан хĕрарăм айккинче юлмасть: 1954 çулта аслă бухгалтер çумĕнче ĕçлеме пуçлать, 1961 çултан вара - тĕп бухгалтерта. Çак вăхăта вăл суту-илÿ ĕçне те анлăрах алла илнĕ: 1957 çулта куçăмсăр майпа (заочно) Хусанти коопераци техникумне вĕренсе пĕтерсе совет суту-илĕвĕн бухгалтерĕ пулса тăрать, райпо системинче калăпăшлăрах ĕçлеме пуçлать. Çак вăхăта райпо та хăйĕн ĕçне анлăланать. Райпоран куçарнипе 1970-1973 çулсенче Зоя Леонтьевна Муркашри апат-çимĕç комбинатĕнче тĕп бухгалтерта тимлет, кунти бухгалтери ĕçне тĕпрен юсаса ярать. 1974 çулта каллех райпона таврăнать. 1983 çулччен - тивĕçлĕ канăва тухиччен - вăл райпо экономистĕнче, кунти ревизи комиссийĕн председателĕнче ĕçлет.

1962 çулта Зоя Леонтьевна Синичкинана Чăвашпотребсоюз делегацийĕпе Мускава Раççейри потребкооперацин конференцине кайма делегата суйлаççĕ. Ку конференцире Андриан Николаев космонавт  та пулать. Конференци хыççăн чăваш делегацийĕ Çăлтăр хулара Андриан Николаев патĕнче хăнара та пулать. Çав кунсене ветеран паян та лайăх астăвать.

Ĕçлекен çын тимлĕхсĕр юлмасть. 1963 çулхи ноябрь уйăхĕнче ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата бухгалтери ĕçне çÿллĕ шайра тытса пынăшăн З. Синичкинана Чăвашпотресоюзăн Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ.

Сăмах май, утмăлмĕш çулсенче (ун чух сельпо пулнă) Муркашсем ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн, плансене ирттерсе тултарнăшĕн Чăвашпотребсоюзăн тата Роспотребсоюзăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕсене кварталтан-кварталах илсе тăнă. Эсир паян куракан сăн ÿкерчĕке 1963 çулта тăхăр уйăхри пĕтĕмĕшле плансене тултарнăшăн Муркаш сельпоне Раççей потребкооперацин куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне панă хыççăн тунă. Ялав умĕнче правлени членĕсем (сулахайран сылтăмалла): пĕрремĕш ретре Мария Алексеева, Фаина Киселева, Александр Анисимов (правлени председателĕ), Зоя Синичкина (аслă бухгалтер), Елизавета Павлова* иккĕмĕш ретре Анатолий Иванов (завторг), Алексей Соколов (хатĕрлев кантурĕн директорĕ), Алексей Дмитриев.

Статья геройĕ патнех таврăнар. Зоя Синичкина 1947 çулта Муркашра пурăнакан каччăпа - Евстафийпе - çемье çавăрать. Вĕсем пĕр ывăл ÿстерсе аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

Г. Бардасов, ĕçпе вăрçă тата потребкооперци ветеранĕ.

PĕSĕ Муркаш райповĕн ĕçĕпе республикăра та, Раççейре те кăсăклансах тăраççĕ. Акă, Центросоюз представителĕсемпе Раççейри ытти потребсоюз ертÿçисем килсе кайнă (мартăн 18-мĕшĕнче) хыççăн кунта мартăн 24-мĕшĕнче республикăри райпосен хатĕрлев ĕçĕсемшĕн ответлисем пулчĕç. Сăмах май, 2003 çулта Муркаш райповĕ 6806 пин тенкĕлĕх хатĕрлев ĕçĕсем пурнăçланă. Ĕнер вара райпо ĕçĕпе мăкшăсем паллашнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика