Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Манăн телей - ачасенче"

25 марта 2004 г.

Çапла каларĕ мана В.С. Иванова пĕрле тĕл пулса калаçнă вăхăтра. Паллах, телее кашни хăйне майлă ăнланать. Пĕри ăна укçара курать, тепри - юратнă ĕçре, виççĕмĕшне çемьери телей те çырлахтарать.

Валентина Семеновна пирки калас пулсан, вăл хăйĕн пурнăçне çамрăклах ачасемпе ĕçлессипе çыхăнтарнă. Тяпакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ильинкăри вăтам шкула пĕтернĕ. Ун хыççăн пĕр çул Шупашкарта электроаппаратура заводне сверловщица-нарезчицăра ĕçленĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерсе вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне алла илет. Вĕреннĕ вăхăтрах Ильинкăри вăтам шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлет, ачасен пурнăçĕ шкулта интереслĕ ирттĕр, вĕсен тавракурăмĕ ÿстĕр тесе нумай тăрăшать Валентина Семеновна.

Пултаруллă çамрăка районта та асăрхаççĕ. 1977 çулта ăна ВЛКСМ райкомĕн вĕренекенсемпе тата ялти çамрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçинче ĕçлеме шанаççĕ. Шанăçа тÿрре кăларассишĕн вăхăтне те шеллемест вăл. Хăй те çамрăк пулнă май яш-кĕрĕмĕн, шкул ачисен интересĕсене, кăмăл-туйăмĕсене лайăх пĕлсе тăрать. Ку вара ăна кулленхи ĕçе йĕркелесе пыма нумай пулăшать. Килĕшнĕ ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест, 6 çул питĕ хăвăрт иртет. Учительница пулнă май унăн чунĕ шкулаллах туртăнать. 1987 çулта шкулта ĕçлеме куçать, 12 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе лмтературине вĕрентет. Çав вăхăтрах шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвне ертсе пырать Валентина Семеновна. Икĕ çул хушши директорăн гуманитари предмечĕсемпе ĕçлекен çумĕ те пулнă вăл.

Педагогăн пурнăçран юлмалла мар, çĕнĕлĕхсене алла илсе уроксенче усă курмалла, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатмалла. Çавна шута илсе ĕнтĕ В.С. Иванова икĕ çул хушши республикăри пуçаруллă ĕçлекен учительсен семинарне вĕренме çÿрет. Унта илнĕ пĕлĕве учительсем хушшинче те сарать вăл, паха опытпа ыттисене паллаштарать.

1999 çултанпа, Муркашра лицей уçăлнă хыççăн, кунта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çакна та палăртма кăмăллă. Валентина Семеновна вĕрентекен ачасем олимпиадăсенче икĕ çул умлă-хыçлă 1 вырăн,кăçал иккĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăри олимпиадăсенче те 4 тата 5-мĕш вырăнсене йышăнма пултарнă. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 2002 çулта Олег Платонов пухма май пур 100 баллран 96 балл пухнă, пĕлтĕр Юлия Мефодьева 97 балл пухма пултарнă. Ку питĕ лайăх кăтарту, ун пекки сайра пулать. Çакă пĕтĕмпех Валентина Семеновна хăйĕн ĕçне чунтан парăнни, вăл ăста педагог пулни çинчен калать. Енчен те учитель хăйĕн ĕçне тата ачасене юратать пулсан, тăрăшни харама каймасть, вĕрентÿре те ÿсĕмсем пулаççех, мĕншĕн тесен вăл - чăн-чăн учитель.

Халĕ те тивĕçĕсем сахал мар унăн. Кашни ача тарăн пĕлÿ илтĕр тесе тăрăшать В.С. Иванова. Вĕсем аслă шкулсене вĕренме кĕнинче, олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене ăнăçлă хутшăннинче унăн тÿпи те пур.

Валентина Семеновна пĕрремĕш категориллĕ учтель. Ĕçри хастарлăхĕшĕн ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисемпе паллисене, ЧР Вĕрентÿ министерствипе вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене те тивĕçнĕ вăл. Чуна парса ĕçленине тивĕçлипех хак панă. Сăпайлă та ырă кăмăллă, ăшпиллĕ хĕрарăм мăшăрĕпе, А.Н. Ивановпа, икĕ ача ÿстернĕ. Халĕ Яна Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультечĕн 4 курсĕнче, Руслан та çак факультетрах 3 курсра вĕренеççĕ.

Çак кунсенче Валинтина Семеновна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Çепĕç чунлă хĕрарăм хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать. Юбилей ячĕпе саламласа пултаруллă педагога пархатарлă ĕçĕнче ăнăçусем, çемьере телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунас килет. Эсир тăрăшнипе çамрăксем аслă шкулсене вĕренме кĕрсе, ăста специалистсем пулса район экономикине çирĕплетме пулăшччăр. Район малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика