Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу малашлăхшăн

24 марта 2004 г.

ЧР Президенчĕ 2004 çула çамрăксемпе сывă пурнăç çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакă пирĕншĕн, паянхи шкул ачисемшĕн, питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Хамăр шутланине пурнăçа кĕртсе пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Орининти вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекенсем Атапайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тантăшĕсемпе хăйсем патĕнче савăнăçлă тĕл пулу ирттерчĕç. Вĕренекенсем ăна маларахах палăртрĕç пулин те, питĕ хумханчĕç, пит хĕретесрен асăрханса тĕплĕ хатĕрленчĕç. Çак тĕл пулу Атапай шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: вăтам пĕлÿ илме вĕсен е Муркаш, е Оринин шкулĕсене каймалла. Çакна ăнланса Орининсем тĕл пулура хăйсен шкулне лайăх енпе çеç кăтартса хăварас терĕç.

Хăнасем шкула улттăмĕш урок пуçламăшĕнче çитрĕç. Орининсем вĕренÿри хăйсен пултарулăхне кăтартас тĕллевпе вĕсемпе пĕрле вырăс чĕлхи урокне ирттерчĕç. Урок хыççăн шкул ертÿçин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Зоя Константиновна Константинова Атапайсене уçă калаçура шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Тĕл пулун савăнăçлă пайĕ шкул столовăйĕнче иртрĕ.  Кунта ачасем "Счастливый случай" вăйă ирттерчĕç. Унта хутшăннисем нихăшĕ те хăйсене выляса янăн туймарĕ.

Ачасем тепĕр тĕл пулăва Атапайĕнчи вĕрентÿпе воспитани комплексĕнче  ирттерме калаçса татăлчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика