Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чăваш Ен тата илемлĕ литература: 2002 çулхи кĕнеке"

24 марта 2004 г.

Кăçалхи февраль-апрель уйăхĕсенче республикăра çакăн пек ятпа конкурс иртет. Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ - Чр наци библиотеки. Ăна ирттерме пулăшма конкурсăн тĕллевĕпе килĕшекен кашни уйрăм çын е организаци хутшăнма, хушма учредитель пулма пултарать.

Конкурсăн тĕллевĕ - çынсен вулас туртăмне вăйлатасси, вĕсене кĕнеке тата библиотека еннелле ытларах çавăрасси* кĕнеке вуласси культура аталанăвĕн чи курăмлă палли пулнине шута илсе, ăна тĕрлĕ майпа хавхалантарасси* ытларах вуланакан авторсене тупса палăртасси.

Конкурс çакăн пек номинацисемпе иртет:

- чăваш çыравçи çырнă чи нумайрах вуланакан кĕнеке*

- вырăс çыравçи çырнă чи нумайрах вуланакан кĕнеке*

- чăваш çыравçи çырнă чи нумайрах вуланакан ача-пăча кĕнеки*

- вырăс çыравçи çырнă чи нумайрах вуланакан ача-пăча кĕнеки*

- чи ытларах вуланакан кĕнекесен пуххи*

- кĕнеке пĕлтерĕшне вăйлатас тĕллевпе ирттернĕ чи ăнăçлă ĕç (мероприяти)*

- конкурса пуринчен те ăнăçлăрах хутшăннă библиотека*

- вулакансем хушшинчи çĕнтерÿçĕ.

"Чăваш Ен тата илемлĕ литература: 2002 çулхи кĕнеке" конкурса районти мĕн пур библиотекăсем, кĕнеке сутакан магазинсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса 2002 çулта пичетленнĕ кĕнекесем кăна хутшăнаççĕ.

Районти централизациленĕ библиотека системи çак конкурса хутшăнма хаваспах килĕшрĕ. Районти тĕп библиотекăра "Кĕнеке-2002" выставка ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Унта Л. Агаковăн "Салтак ачисем", И. Вутланăн "Ытла та вăрттăн юрату", Д. Гордеевăн "Çич çунатлă курак", Г. Ефимовăн "Пĕр-пĕрне савсан", А. Кипечĕн "Пурнăç кĕнеки", Ю. Сементерăн "Хуркайăк çулĕ" тата "Чăваш пики", В. Эльпин "Качча кайсан", А. Лукашинăн "Мы в Чебоксарах живем" т. ыт. нумай кĕнекесем.

Районти библиотекăсенче çак конкурса хутшăнма нумай мероприятисем иртмелле. Вăл шутра: вулакансен конференцийĕсем, кĕнекесен авторĕсемпе тĕлпулусем, калаçусемпе диспутсем т. ыт. те.

Конкурс ирттерме тата конкурса тăратнă ĕçсене хаклама, чи лайăххисене палăртма районти тĕп библиотекăра ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунă. Ăна Р.Н. Николаева тĕп методист ертсе пырать. Çак ĕç ушкăнĕ палăртнă вăхăта хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕсене Чăваш наци библиотекине тăратать. Республика шайĕнчи ĕç ушкăнне наци библиотекин директорĕ С.М. Старикова ертсе пырать, жюри членĕсем те паллă писательсем, журналистсем.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Çак конкурса халалласа ирттерекен мероприятисене эсир те, кĕнеке юратакансем, активлă хутшăнса, пирĕн библиотека ĕçченĕсене самаях пулăшма пултаратăр. Ун чух конкурс тĕллевĕ те çÿллĕ шайра пурнăçланĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика