Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайратпăр тенипе мар, тумалла!

19 марта 2004 г.

"Тăвайратпăр тенипе мар, тумалла!" -

терĕ Муркаш райповĕ ĕçĕпе паллашнă май ĕçтешĕсене çирĕппĕн хушса-вĕрентсе-тĕллевлесе Раççей Федерацийĕн Центросоюз правленийĕн пуçлăхĕ Галина Владимировна Киселева. Раççейре Чăвашпотребсоюз системин ĕçĕ çинче йĕркеленĕ "Эмель курăкĕсем пухасси" семинар-конференци мартăн 18-мĕшĕнче Элĕк тата Муркаш райповĕсенче ĕçлерĕ.

- Мĕншĕн семинар-конференци валли Чăвашпотребсоюза суйласа илтĕр; - ыйтрăм Галина Владимировнаран.

- Чăваш Республикине эпир уçăлса çÿреме килмерĕмĕр. Пĕрремĕш кун мар пĕлетпĕр, кунта тăтăшах çĕннине шыраççĕ, пайщиксемпе тата тавар туянакансемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Эпĕ хам Чăваш Ене вăхăтран-вăхăта килсе кайнăран чăвашсен потребкоопераци аталанăвĕ куç умĕнче. Çак опыта Раççейĕпех сарас терĕмĕр, - трерĕ вăл.

- Муркаш райповĕпе мĕн калайратăр;

- Хам потребкооперацире чылай çул ĕçленĕрен çак системăн уйрăм звенисен ĕçне вăл е ку енпе пăхсах пĕтĕмĕшле хаклама пултаратăп. Хамăр паян пулса курнă магазинсен тĕслĕхĕнче (Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан, райцентрти "Центральный" магазинсем, чикĕллĕ яваплăхлă "Универмаг" общество, "Радуга" кафе) Муркаш райповĕ пĕр вырăнта тăманни, малашлăхпа пурăнни, ĕçре тирпейлĕхпе хăтлăх çине тимлĕх уйăрни курăнчĕ: магазинсене çĕнĕ сăн кĕнĕ, сутуçăсем çĕнĕ услугăсене алла илнĕ. Муркаш райпоне Чăвашпотребсоюзăн пысăк рейтингне тытса пыма тăрăшнăшăн пысăк тав. Муркашсем, чăнах та, пĕрлĕхре вăй пулнине ăнланаççĕ, ĕçре кăтартаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Петрова пире паян Муркаш Енпе тĕплĕ паллаштарни те çавна кăтартать. Эпир Муркашсемпе питĕ кăмăллă.

Раççейри 61 регионтан килнĕ хăнасем пирĕн магазинсенчи суту-илÿпе çеç кăсăкланмарĕç. Акă, Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан магазин (кунта 4 сутуçă ĕçлет) пĕлтĕр хатĕрлев ĕçне 130 пин тенкĕлĕх тунă. Уйрăммăн пăхсан, 4 центнер (107 процент) кивĕ хут, 22 центнер (105 процент) çĕтĕк-çатăк, 4 центнер (122 процент) эмел курăкĕ, выльăх тирĕ нумай пуçтарнă.

Семинар-конференци темине илсен, Чăвашпотребсоюз 2003 çулта 300 тоннăна яхăн эмел курăкĕ пухнă. Вăл шутран Муркаш райповĕ - 10 тонна. Çав вăхăтрах Раççейри хăш-пĕр потребсоюзсем çак ĕçпе Муркаш райповĕн шайне те çитейменни пуçтарнă те ĕнтĕ Раççей сутуçисене чăвашсен ĕçĕпе паллашма.

- Эпĕ Чăвашпотребсозра пĕрремĕш хут. Кунти строительство пыни, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçсем, магазина çынсем канма килни килĕшрĕ, - терĕ Воронежри облпотребсоюз правлени председателĕ Н. Клепикова.

- Кунта курнине сăмахпа калама та çук. Пĕр тĕллев çуралчĕ: пирĕн те çĕнĕлĕхсемпе ытларах ĕçлемелле, - терĕç Тамбоври облпотребсоюз ертÿçипе М. Зоткинпа Владивостокран çул укçи çеç пĕр майлă 32 пин тенкĕ тÿлесе килнĕ Приморск крайпотребсоюз канашĕн председателĕ Е. Генюк.

- Чăвашсем ĕçчен пулни вĕсем эмел курăкĕсем нумай пухнинчен те курăнать. Ку кăмăллă. Пире чăвашсен ĕçченлĕхне хăваласа çитме йывăр, анчах куртăмăр та, тăрăшас пулать. Эпĕ сутуçăсене медицина ĕçченĕсемпе танлаштарма хăнăхнă, Чăвашра пулсан тата кунти сутуçăсен тараватлăхне тĕл пулсан, çак танлаштару тепĕр хут ума тухрĕ, - савăнăçне пытармарĕ Курскоблпотребсоюзĕн пуçлăхĕ А. Чумаков.

Чăнах та, тăвайратпăр тенипе мар, тумаллă тĕллевпе пурăнмалла. Кунта Т. Донскова пайщица калани пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. "Сутуçăсен кăмăлĕ чуна çывăх. Магазина çемçе çăкăр килсен шăнкăравласах пĕлтереççĕ. Хамăр сывă мар пулсан, е хăйсем вăхăт тупса леçсе параççĕ, е шкул ачисем урлă парса яраççĕ. Магазина килсен те тавара сĕнме пĕлеççĕ", - терĕ Татьяна Тимофеевна Çатракасси магазинĕн сутуçисем çинчен.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика