Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне - пулăшу

18 марта 2004 г.

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ А.В. Гордеев Чăваш Республикине килсе кайни ахальлĕн иртмест. Вăл кăçал Николай Федоров Президентпа тĕл пулса Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕ памалли çĕнĕрен мерăсене сÿтсе явнă.

Тĕл пулура республика агропромышленноç комплексĕ малалла аталаннине, регион общество финансĕсен управлени тытăмне реформăламалли Программăна активлă хутшăннине, "Яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантармалли" федераци тĕллевлĕ Программин шайĕнче çурт-йĕр строительствин ипотека кредичĕн мелĕсемпе ăнăçлă усă курнине палăртнă. Çавна май, ялти халăха ĕçпе туллинрех тивĕçтермелли, ĕç тухăçне ÿстермелли, пысăк тупăшлă тата ресурссем перекетлемелли майсене анлăрах ĕçе кĕртмелле тесе палăртнă.

2004 çулта республика агропромышленноç комплексне Чăваш Республикин бюджетĕнчен 311,2 миллион, яла социаллă аталантарма - 1966,7 миллион, çав шутра çут çанталăк газĕ кĕртме - 960,1 миллион, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли - 185 миллион, çул-йĕр хывма - 743,9 миллион, тĕрлĕрен социаллă объектсемпе инфраструктурăна аталантарма 77,1 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Ресурссен хăвачĕсемпе туллин усă курса кăçал мĕн пур категорири хуçалăхсенче 590 пин тонна тĕш тырă, 730 пин тонна çĕр улми, 215 пин тонна пахча çимĕç, 115 пин тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе), 495 пин тонна сĕт, 585 тонна хăмла, 280 миллион çăмарта туса илмелле.

Агропромышленноç комплексне кĕске тата нумай вăхăтлăх кредитсем (инвестици) 800 миллион тенкĕ хываççĕ. Кунпа пĕрлех кăçалтан тытăнса килти хушма хуçалăха патшалăх енчен пулăшмалли, апат-çимĕç рынокĕн информацийĕпе усă курмалли аграри политикине ĕçе кĕртеççĕ, агропромышленноç пĕрлешĕвĕсем йĕркелесе производство хатĕрĕсемпе тата çĕр ресурсĕсемпе туллин усă курма интеграци тытăмне аталантараççĕ.

Раççей Ял хуçалăх министерствин экономикăпа финанс Департаментне Чăваш Республикине çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме федераци бюджетĕнчен 60 миллион тенкĕ уйăрас ыйтăва пăхса тухма хушнă. 2004 çулта Чăваш Республикине çак ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва пăхса тухаççĕ:  яллă вырăнта пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма - 60 миллион* ялсене çут çанталăк газĕ кĕртме - 11 миллион* ялсенче ĕçмелли шыв пăрăхĕсем хывма - 7 миллион тенкĕ.

Икĕ енĕ алă пуснă протоколта РФ Ял хуçалăх министерстви енчен чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетне тума, юсав тата пулăшу предприятийĕсене кредит уйăрса пама, "Хăмла" программăна пурнăçа кĕртме, минерал удобренийĕсемпе хими им-çамĕ туянма патшалăх пулăшăвĕ памалли майсене палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика