Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла ураланнă, вăй илнĕ

18 марта 2004 г.

1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Муркаш районне туса хунă хыççăн районта тĕрлĕрен организацисемпе учрежденисем йĕркелесси пуçланнă. Çак вăхăтра Муркаш салинче ĕçленĕ Муркаш сельповĕ Мăн Сĕнтĕр райпотребсоюзне пăхăнса тăнă. Çав çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Муркаш райпотребсоюзне йĕркелесе унăн правленийĕн составне çирĕплетнĕ, унăн ертÿçи (председателĕ) пулма Шурчара пурăнакан Алексей Ильич Ильина çирĕплетнĕ. Райпотребсоюза 6 сельпо кĕнĕ: Шурча, Тивĕш, Йÿçкасси, Чуманкасси, Оринин, Шаптак (район центрĕнче). Кашни сельпорах 3-6 магазин, лавка пулнă, пĕтĕм райпотребсоюзĕпе вара вĕсен йышĕ 36 шутланнă. Вĕсенчен 90 проценчĕ таран ампарсенче, хутса ăшăтман пÿлĕмсенче сутă тунă. Кăмака пур магазинсем Муркаш, Оринин, Шурча, Йÿçкасси, Тивĕш ялĕсенче çеç пулнă. Вăл вăхăтра ялта пурăнакан пайщиксене куллен кирлĕ таварсене çеç кÿрсе килсе сутнă. Уйрăмах сахăр, тăвар, супăнь, кондитер изделийĕсем, çитсă, эрех, хăш-пĕр магазинсенче краççын, ял хуçалăх инвентарĕ (сенĕк, кĕреçе, витре т. ыт. те) ытларах сутăннă.

1948 çулччен райпотребсоюзăн хăйĕн автотранспорчĕ пулман, çав çул кăна полуторка автомашина панă. Унччен таварсене райцентра, унтан магазинсене лашасемпе турттарнă (хĕлле çунапа, çулла урапапа). Ку ĕçре вырăнти колхозсем нумай пулăшнă,, кирлĕ вăхăтра лашасем уйăрса панă. Райпон база-склачĕ Москакассинче уйрăм çын килĕнче вырнаçнă, çавăнтан таварсене магазинсене çитернĕ. Тавара Чăвашпотребсоюз базинчен çав кунах турттарса килме май килмесен, райпо Шупашкарти Ворошилов - 15 урамĕнчи уйрăм çын патĕнче арендăна илнĕ склада хунă, кайран района илсе çитернĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче суту-илÿре вăй хуракансем умĕнче йывăрлăхсем чылай пулнă: тавар илсе килесси, ăна япăх та кивĕ лавккасенче упрасси, лавккасенче условисем çукки т. ыт. те. Унсăр пуçне никамăн та ятарлă пĕлÿ пулман, çапах та халăх ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтернĕ. 1950 çултан пуçласа районта çĕнĕрен магазинсем тăвас ĕçе кÿлĕннĕ, ăна пуçарса яраканĕ райпотребсоюз председателĕ Ананий Никифорович Бардасов пулнă. 3-4 çул хушшинче район центрĕнче çĕнĕ столовăй, раймаг (халĕ те ĕçлеççĕ), хозмаг, продмаг, кĕнеке магазинĕ хута кайнă. Райпотребсоюз территорийĕнче çĕнĕ, типлă склад, райпо кантурĕ тата ытти çуртсем ĕçе кĕнĕ.

1959 çулта Муркаш районне пĕтернĕ хыççăн Муркаш салинче Муркаш сельповĕ тăрса юлнă. 1960 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕччен вăл Сĕнтĕр райпотребсоюзне, 1964 çулхи мартăн 6-мĕшĕччен Кÿкеç райпотребсоюзне пăхăнса тăнă. 1964 çулта Муркаш районне тепĕр хут туса хурсан Чăвашпотребсоюз правленийĕ мартăн 10-мĕшĕнче Муркаш райпотребсоюзне йĕркелесси пирки йышăну кăларнă, мартăн 15-мĕшĕнче правлени составне çирĕплетнĕ, председателĕ - Павел Петрович Петров. Райпотребсоюза Муркаш, Сĕнтĕр тата Ярославка сельповĕсем (председателĕсем А.А. Анисимов, Л.А.Яндушкин, А.А. Яндимиров) кĕнĕ. Райпотребсоюз системинче 104 магазин, 10 столовăй, 5 пекарьня ĕçленĕ. Чăвашпотребсоюз универбазинчен тавар турттарассине тете магазинсене çитерессине сельпосен правленийĕсем йĕркеленĕ. Кашни сельпорах 5-6 автомашина пулнă, унсăр пуçне Чăвашпотребсоюз автобазинчи машинăсем сельпосенче командировкăра тăнă. Тавар çаврăнăшĕ те çуллен ÿссе пынă.

60-мĕш çулсен вĕçĕнче тата 70-мĕш çулсенче районта кивĕ магазинсем вырăнне çĕнĕ, кирпĕчрен купаланă типлă магазинсем тăвассине йĕркеленĕ, асăннă тапхăрта ялсенчи магазинсенчен çуррине çĕнĕрен тунă. Вĕсенче ĕçлеме 1968 çулта райпотребсоюз çумĕнче сутуçăсем вĕрентсе хатĕрлемелли ултă уйăхлăх шкул уçнă. Вăл октябрь-март уйăхĕсенче ĕçленĕ, райпотребсоюз балансĕ çинче тăнă. 1971 çулта шкул Муркаш райповне куçнă. Асăннă шкулта ун икĕ çул хушшинче 248 çамрăк суту-илÿ пĕлĕвне илнĕ, ытларахăшĕ паян та райпо магазинĕсенче вăй хурать.

1971 çулччен (райпотребсоюз пуçланнăранпа) унăн правленийĕн ертÿçинче Алексей Ильич Ильин, Захар Макарович Магаев, Иван Дмитриевич Сарантов, Ананий Никифорович Бардасов, Павел Петрович Петров ĕçленĕ. Чăвашпотребсоюз правленийĕн хушăвĕпе 1971 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Муркаш рапотребсоюзне реорганизациленĕ, виçĕ сельпоран Ярославка сельповне пĕтерсе Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсене туса хунă, вĕсен председателĕсем пулма Николай Георгиевич Налимова тата Павел Петрович Петрова çирĕплетнĕ. Муркаш райповне  62 магазин, 5 столовăй, 1 ресторан, 5 пекарьня кĕнĕ, райпона 12 автомашина хăварнă. Тавар çаврăнăш планне çирĕплетнĕ. 1985 çулта райпо çĕнĕ магазин çурчĕсем тăвассине вĕçленĕ.

1971 çултанпа райпо ертÿçисем пулса Николай Георгиевич Налимов, Алексей Лукич Мурыгин, Алексей Петрович Петров, Валерий Фролович Юмжаков ĕçленĕ. 1993 çултан пуçласа ертÿçĕ тилхепине Борис Васильевич Андреев тытса пырать. Юлашки çулсенче райпо çулталăкăн кашни кварталĕнчех Роспотребсоюз тата Чăвашпотребсоюз системисенче класлă вырăнсене йышăнать. Халăхăн тата пайщиксен ыйтăвĕсене кирлĕ пек тивĕçтересси, таварсен ассортименчĕ, магазинсен тирпейлĕхĕпе хăтлăхĕ, пайщиксемпе тата халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесси, вĕсене пулăшасси - райпо коллективĕн кулленхи ĕçĕ. Иртнĕ çулталăк итогĕсем те курăмлă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, тавар çаврăнăш калăпăшĕ 119,8 процентпа танлашнă, 110 миллион та 846 пин тенкĕлĕхе е кашни çын пуçне 5347 тенкĕне çитнĕ. 2002 çулхипе танлаштарсан, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисем хăйсен продукцине 10 миллион та 5 пин тенкĕлĕх сутса, калăпăша 109,1процент тултарнă, хатĕрлев ĕçĕсен калăпăшне 6 миллион те 806 пин тенкĕне çитернĕ (130 процент). Çулталăк хушшинче райпо хăй туса кăларнă продукцие (çăкăр, кондитер изделийĕсем, кăлпасси, макарон изделийĕсем, тĕтĕмлетнĕ пулă, çĕвĕ цехĕнче çĕленĕ кĕпе-тумтир) халăха 7 миллион та 970 пин тенкĕлĕх е унчченхи çулхинчен 2 миллион та 423 пин тенкĕлĕх нумайрах сутнă.

Коопераци системинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк çитĕнÿсем тунăшăн райпон чылай ĕçченĕсем çĕршыв наградисемпе хисеплĕ ятсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсен шутĕнче: Алексей Лукич Мурыгин (райпо правленийĕн председателĕ) - "Хисеп Палли" орден, Алексей Петрович Петров (райпо правленийĕн председателĕ) - "Халăхсен туслăхĕ" орден, Любовь Ксенофонтовна Павлинова (апат-çимĕç магазинĕн заведующийĕ) - "Хисеп Палли" орден, Татьяна Кирилловна Петрова (апат-çимĕç магазинĕн заведующийĕ) - "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль, Георгий Ананьевич Бардасов (профсоюз райкомĕн председателĕ) - "Ĕçре палăрнăшăн" медаль, Евдокия Дмитриевна Бубнова (универмаг заведующийĕ) - "Ĕçре палăрнăшăн" медаль.

Кашмашри магазин заведующийĕнче нумай çулсем хушши тăрăшнă Елена Егоровна Демьянова районта чи малтан, 1967 çулта, "РСФСР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕрен хисеплĕ ятсем илнисем хушшинче çавăн пекех Юрий Димитриевич Димитриев водитель, хозмаг заведующийĕ Юлиан Егорович Скворцов, райпо Канашĕн ертÿçин çумĕ Ефросиния Сергеевна Куликова, апат-çимĕç предприятийĕн директорĕ Татьяна Ивановна Юмжакова, райпон планпа экономика пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Сергеевна Маряшкина, райпон тĕп бухгалтерĕ Людмила Васильевна Морозова т. ыт. те.

Юлашки 3-4 çулта райпо системинчи 20-30 çул каярах тунă магазинсемпе уйрăм предприятисене реконструкцилесе çĕнĕ сăн-сăпат кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче Çатракассинчи, Пăсăрманти, Купăрляри, Ваçкассинчи магазинсем, Лантăшри тата Мулкачкассинчи продмагсем, район центрĕнчи "Центральный", "Винный погребок" магазинсем, "Радуга" кафе тата Лантăшри пекарьня.

Муркаш райпо Канашĕпе правленийĕ кăçалхи март уйăхĕнче 60 çулхи юбилея паллă тăвасси пирки иртнĕ çул вĕçĕнчех йышăну кăларнă. Ку ĕçе йĕркелеме ятарлă комисси составне çирĕплетнĕ, çавăнпа пĕрлех рапон 60 çул хушшинчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕнеке кăларас тенĕ. Ку ĕçсем халĕ малалла пыраççĕ. Пайщик-пенсионерсем, уйрăмах потребкоопераци ветеранĕсене вĕсене активлăрах хутшăнасса шанас килет. Çемье архивĕсенчи сăн ÿкерчĕксем, иртнĕ çулсем çинчен аса илсе çырнă статьясене почта урлă та, ятарласа райпона килсе парсан та тем пекех лайăхчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика