Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч кĕрешÿре иртнĕ ăмăрту

17 марта 2004 г.

Хĕллехи спорт сезонĕнчи тĕп ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем те, предприятисемпе организацисем те çине тăрсах тата тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăрах: инвентарь çитмест, йĕлтĕр спортне кăмăллакансем сахаллансах пыраççĕ т. ыт. те. Çапах та мартăн 12-13-мĕшĕсенче район центрĕнчи йĕлтĕр бази çывăхĕнче хывнă трассăсем çинче кăçал та йĕлтĕр спорчĕпе туслисен йышĕ пысăк пулчĕ.

Çакна район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи М.А. Романов та, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.М. Васильев та палăртрĕç, çавăнпах ĕнтĕ вĕсем спортсменсене ăнăçусем сунса каланă сăмахĕсенче старта тухакансене ырă сунса кăна пехиллерĕç.

Спартакиадăн пĕрремĕш кунĕнче командăсем пурте эстафета дистанцийĕсенче вăй виçрĕç. Тулли мар вăтам шкулсен командисенчен пĕрремĕш тапхăртах Кашмашри Нина Охотникова пысăк уйрăмлăх туса парса командăри тантăшне иккĕмĕш тапхăрта мала ячĕ, финиша та Кашмашсем малтан çитрĕç. Кашмашсен арçын ачасен команди те финиша пĕрремĕшех çитмеллескерчĕ, анчах та Очăкасси шкулĕнчи маттур йĕлтĕрçĕ Костя Степанов тăрăшулăхĕ командăри ытти йĕлтĕрçĕсене те хавхалану кÿчех пулас, çĕнтерĕве хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç вĕсем.

Вăтам шкулсен командисем хушшинчи çивĕч кĕрешĕве пăхма-асăрхама уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Вăтам çулхи хĕрсен ушкăнĕнче Ярапайсем çĕнтерчĕç. Аслă çулхи хĕрсен ушкăнĕнче Ярапайсемшĕн пĕрремĕш тапхăрта старта тухнă Наташа Алексеева, унччен эрне маларах ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче иртнĕ республикăри ăмăртура ирĕклĕ меслетпе 5 километра чупса республика чемпионки пулнăскер, командăна пĕрремĕш вырăна кăлармашкăн çав тери пысăк тÿпе хыврĕ. Ярапайкассисен аслă çулхи ушкăнĕн ÿсĕмне вăтам çулхи ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем те ăнăçлă тытса финиша пĕрремĕш çитрĕç.

Вăтам çулхи яшсен ушкăнĕнче мĕн финиша çитичченех Муркашсемпе Çатракассисем хытă тавлашрĕç, Муркашсем пĕрремĕшсем пулчĕç. Аслă çулхи яшсен ушкăнĕнче вара Муркашсемпе тавлашма пултараканни тупăнмарĕ. Предприятисемпе организацисен командисем хушшинче хĕрарăмсенчен те, арçынсенчен те "Ударник" хуçалăх йĕлтĕрçисем чи мала тухса палăрчĕç.

Спартакиадăн иккĕмĕш кунĕнче йĕлтĕрçĕсем уйрăм дистанцисенче мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Акă, вĕсем, районăн кăçалхи чемпионĕсем: Нина Охотникова (Кашмаш шкулĕ), Владимир Ямангеев (Шомик шкулĕ), Липия Иванова, Дима Григорьев, Григорий Шурнов (Муркаш шкулĕ), Наташа Алексеева (Ярапай шкулĕ), Александр Давыдов тата Марина Семенова ("Ударник" хуçалăх).

Командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕсен ятне Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, Муркашри вăтам шкулсем тата "Ударник" хуçалăх çĕнсе илчĕ. Призерсен шутĕнче - Шомиксемпе Очăкассисем, Ярапайкассисемпе Калайкассисем, Ильич яч. хис. тата "Герой" хуçалăхсем. Спартакиада ăмăртăвĕсене нумай çулсем хушши асăрхаса-сăнаса тăнă май, манăн Очăкасси тата Калайкасси шкулĕсенчи çамрăк йĕлтĕрçĕсене (физкультура учителĕсем Николай Семенович Степановпа Владимир Васильевич Люцев) уйрăмах палăртса саламлас килет. Кăçалхи çитĕнÿсемпе кăна ан лăпланăр, малалла ăнтăлăр!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика