Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Старостăсем канашланă

17 марта 2004 г.

Иртнĕ ытлари кун район администрацийĕн ларусен залĕнче районти старостăсен канашлăвĕ пулнă. Унта çавăн пекех ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Ял старостисем ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене нумай ыйтусене татса пама, вăл е ку ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйсен ялĕнчи лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăрать, вĕсем тĕрлĕ ыйтусене ял администрацине çитерсе халăхпа пĕрле татса параççĕ.

Ял пурнăçĕнче старостăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çуркунне çитнĕ май хальхи вăхăтра вĕсен умне татах та пысăк хадачăсем тухса тăраççĕ. Сăмахран, çурхи шыв-шур вăхăчĕ те çывхарать. Çак тапхăрта пĕвесене сыхласа хăварассипе нумай тимлемелле, инкек курса ăна пĕтерессишĕн тăкакланмалла ан пултăр.

Ялсене тирпей-илем кĕртес, пушартан сыхланас тĕлĕшпе те нумай тăрăшмалла.

Кăçал - çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Сывлăхлă пуласси кашни çыншăн тĕп тĕллев пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни преступлени тунине чакарма пулăшакан тĕп çăлкуç та, мĕншĕн тесен, нумай преступленисене ÿсĕрле тăваççĕ. Çул çитмен çамрăксем право йĕркине ан пăсчăр, ăнăçсăр çемьесем сахалтарах пулччăр тесе тимлемелле.

Урăхла каласан, старостăсен тивĕçĕсем нумай енлĕ, вĕсем пурте ял çыннисен пурнăçĕпе çыхăннă. Çакăн çинчен пулнă ĕнтĕ калаçу канашлура.

Старостăсем умĕнче асăннă ыйтусем пирки тивĕçлĕ организацисен ертÿçисем тухса калаçнă, нумай ыйтусене хуравланă. Старостăсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика