Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пирĕн сăн-сăпачĕ

15 марта 2004 г.

Район аталанăвĕнче паян палăракансем

Тăван районăмăр 60 çул тултарнине уявланăранпа уйăх çитрĕ. Анчах пире, çав савăнăçлă ларура пулайманнисене, пĕр ыйтуканăç памасть: çавнашкал сумлă уявра  та хисеплĕ ятсем, хисеп грамотисем панă çынсем сахал пулнă-ши е вĕсем пирки пирĕн пĕлме юрамасть; Çав çынсем паянхи район сăн-пичĕ пулнăран вĕсем çинчен пирĕн çеç мар, районти пиншер çыннăн та уçăмла пĕлес килет.

В. Ефремов, А. Алексеева, И. Шурнов, К. Макаров т. ыт. те.

Вулавçăсен ыйтăвне тивĕçтерме эпир район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсемпе тата кадрсен йĕркелĕвĕпе ĕçлекен пай ертÿçипе Лилия Юрьевна Тарасовапа çыхăнтăмăр.

- Пая пĕлтермен теме çук, - терĕ вăл. - Район хаçачĕн иртнĕ номерĕсенче ЧР Президенчĕн 12-мĕш указĕпе ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторне Иван Исакович Порфирьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ"* халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе палăрнăшăн Муркашри потребительсен обществин канашĕн председательне Борис Васильевич Вндреева "Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ"*вĕренекен çамрăксене пĕлÿпе воспитани парассипе курăмлă ĕçленĕшĕн Калайкассинчи вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература учительницине Лидия Прокопьевна Барашована тата Ильинкăри вăтам шкул директорне Вера Федоровна Ильинана "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панисем çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Анчах пурин пирки те çийĕнчех пĕлтереймерĕмĕр. Çак çитменлĕхе, вулавçăсем ыйтнипе, паян сапдаштаратпăр. Хисеплĕ ят илнисем хушшинче "Муркашри сĕт завочĕ" уçă акционерлă общество ĕçченĕ Галина Васильевна Егорова та пур.

Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ЧР Президенчĕн Тав çырăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Пантелеевна Петрова, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Валентина Амвросиевна Иванова, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ (халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ)  Юрий Александрович Иванов, Шетмĕпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ираида Витальевна Петрова  тивĕçрĕç. Чылай çул Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницинче шăл техникĕ пулса ĕçленĕ (халĕ тивçлĕ канура) Ольга Александровна Мамутина "Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ", Муркаш райповĕн тĕп бухгалтерĕ Ирина Юрьевна Кролькова Раççей Центросоюз паллин хуçисем пулса тăчĕç.

Мичурин яч. хис. хуçалăх производство кооперативĕн дояркине Валентина Ильинична Яковлевана, "Муркашри сĕт завочĕ" уçă акционерлă обществăн производство цехĕн мастерне Зоя Александровна Алексеевана, "Оринино" хуçалăх мехиназиторне Олег Геннадьевич Федотова, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри техникçосеменатора Раиса Павловна Александрована РФ Ял хуçалăх министерствин, "Чувашское" ФГУПăн  выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен Муркаш районĕнчи зоотехникĕ Татьяна Александровна Алексеева, район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Анатолий Петрович Белов, Ильич яч. хис. хуçалăхăн тĕп ьухгалтерĕ Галина Николевна Сергеева, "ударник" хуçалăхăн селекципе ĕçлекен зоотехникĕ Юлия Николаевна Тимофеева ЧР Ял хуçалăх министерствин, "Муркаш район больници" муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп врач çумне Галина Гурьевна Федотована тата васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерне  Владимир Ильич Васильева ЧР Сывлăх сыхлав министерствин, "Оринино" хуçалăхри Атапй уйрăмĕн ертÿçине Алексей Георгиевич Прокопьева тата Муркашри вăтам шкулти физкультура учительницине Зоя Григорьевна Углевана ЧР физкультурăпа спорт министерствин, районти ача-пăча библиотекин заведующине Елена Ивановна Налимовапа центрти Культура çурчĕн директорне Венера Апполоновна Васильевана ЧР Культура тата национальноç ĕçĕсен министерствин, РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертсе пыракан специалистне. Нина Германовна Антонована РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин Пĕрлехи пенси службин, Муркашри кирпĕч завочĕн водительне Виталий Демьянович Степанова, кирпĕч хĕртекен Иван Никифорович Мудрова, директор çумне Валентина Германовна Рфжкована, "Моргаушская" МСО хупă акционарлă обществăн ПТО пуçлăхне Людмили Владимировна Яндушкинана тата автокран водительне Виталий Иванович Ефреова "Нечерноземагропромстрой" уçă акционерлă оществăн, "Моргаушская" МСО" хупă акционерлă обществăн штукатур-малярсен бригадин бригадирнеМаргарита Миъайловна Романована тата Александр Николаевич Суворов водителе, Муркашри кирпĕч завочĕн директорне Константин Константинович Илугина тата Любовь Пантелеймоновна Денисова рабочие "Чувашагропромстрой" хупă акционерлă обществăн, "ВАЮВ" обществăн электротехника лабораторийĕн пуçлăхне Вячеслав Витальевич Михалкина тата Станислав Петрович Романов электромонтера ЧР Энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, "Моргаушская" МСО" хупă акционерлă обществăн автокран машинистне Петр Алексеевич Аргендеева тата Владимир Витальевич Сюльдеркин водителе, "Спецмонтаж" чикĕллĕ яваплăхлă юлташлăхăн "Моргаушская" ПМК тварщикне Николай Михайлович Васильева тата Вениамин Адольфинович Карпова, Муркашри кирпĕч завочĕн крановщицине Елена Феоктистовна Вязована ЧР Строительствăпа архитектура тата çул-йĕр  хуçалăх министерствин, районти федераллă казначействăн уйрăмĕн ертÿçине Николай Васильевич Ланцева ЧР РФ Федераллă казначействăпа финанс министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Районти казначействăн аслă казначейĕ Надежда Николевна Скворцова ЧР РФ федераллă казначействăпа финанс министерствин Тав çырăвне тивĕçтерĕç. Купăрля ял старости Александр Иванович Иванов старостăсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçин ятне илчĕ. Ыттисемпе пĕрлех Муркашри кирпĕч завочĕн  машинăпа трактор паркĕн  инженерĕ Варалерий Андреевич Сорокин тата Ольга Михайловна Мясникова рабочие, "Моргаушская" МСО" хупă акционерлă общество директорĕ Виталий Владимирович Коротников "Нечерноземпромстройăн тава тивĕçлĕ строителĕ" ята тивĕç пулчĕç.

Районшăн уйрăмах курăмлă ĕçсем тунăшăн Леонид Павлович Сергеев профессора, филологи ăслăлăхĕсен докторне, чылай çул Мăн Сĕнтĕр райпоне ăнăçлă ертсе пынă Василий Алексеевич Колбасова, Олимп чемпионкине Валентина Михайловна Егорована районăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç.

А. Белов сăн ÿкерчĕкĕсем.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика