Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа пĕчĕклех туслашнă

15 марта 2004 г.

Кăçалхи февраль уйăхĕнче Муркаш районне йĕркеленĕренпе 60 çул çитрĕ. Çак тапхăрта район аталанса, çĕнелсе илемленчĕ. Кашни отрасль ĕçĕ-хĕлĕ сулмаклă утăмсемпе малалла кайса улшăнчĕ çак тапхăрта. Мĕн пур çитĕнÿсене çынсем тăваççĕ. Кашни тапхăртах сахал мар пулнă пултаруллă çынсем. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльсенче вăй хурса вĕсем пурнăç аталанăвне палăрăмлă витĕм кÿнĕ.

Паянхи çамрăксем те пултаруллă. ЧР Президенчĕн стипендине те илеççĕ хастаррисем. Спорт енĕпе те маттуррисем сахал мар: Олимп вăййисен чемпионки В. Егорова, тĕнче чемпионкисем Т. Моисеева, В. Соколова. Вĕсем район чапне анчах мар, Раççей чапне те çÿле çĕклерĕç, чăвашсем те çав тери хастар пулнине ĕçпе, пысăк çитĕнÿпе çирĕплетрĕç.

Вера Соколова - тĕнче класлă спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки, Раççей чемпионки, хăаăрт утассипе Европăн 5 кубокĕн кĕмĕл призерĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ. Халĕ те тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăвать.

Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А.Чернова çак кунсенче В. Соколован амăшĕпе Н.Г. Соколовапа тĕл пулнă, хĕрĕ пирки каласа пама ыйтнă.

- Нина Геннадьевна, сирĕн çемьере çав тери пултаруллă ачасем ÿсеççĕ. Вĕсемпе кăштах паллаштарăр-ха;

- Пирĕн ачасем ытти çемьерисенчен ытлашши нимĕнме те уйрăлса тăмаççĕ. Эпир мăшăрпа пĕрле виçĕ ача ÿстернĕ: икĕ ывăл, пĕр хĕр. Аслисем Анатолипе Владимир иккĕшĕ те строитель ĕçне кăмăлларĕç, иккĕшĕ те Мускавра ĕçлеççĕ. Кĕçĕнни, Вера, Олимп резервисен училищинче вĕренет. Чуманкассинчи вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн кайрĕ вăл унта. Училищĕре вĕреннĕ чухне те тĕрлĕ хуласене тренировкăсене çÿрет, ăмăртусенче çĕнтерсе пурне те савăнтарать.

- Вера вăтам пÿллĕ, çап-çамрăк хĕр. Ăçтан тухать унăн вăй-хăвачĕ çав тери пысăк ÿсĕмсем тума;

- Кунта нимĕнле вăрттăнлăх çук. Ялта нихăçан та ĕç пĕтмест. Верăна те пĕчĕкренех ĕçсĕр усраман, ачаллах куршанах çыпăçнă ун çумне. Вера пĕчĕклех питĕ чĕрĕччĕ, асламăшне лайăх пăхатчĕ (унăн куçĕ курман). Шкултата лайăх вĕренчĕ. "4" паллăсем те виççĕ кăна, ыттисем пĕтĕмпех "пиллĕк" паллăсем.

- Спортпа туслашасси ăçтан пуçланчĕ;

- Чуманкассинчи вăтам шкулта чылай çулсем хушши ĕнтĕ физкультура урокне А.В. Васильев вĕрентет. Вăл хăй те пултаруллă спортсмен. Вера пуçламăш класра чухнех физкультура урокĕсенче пултарулăх кăтартнă. Чуманкассинчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне те çакна Аверкий Васильевич тÿрех асăрханă, Верăна хăвăрт утакансен секцине çÿреме сĕннĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ спортпа туслашасси. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ те çак енĕпе пысăк витĕм кÿчĕ. Раççейри чылай ăмăртусене хутшăнчĕ Вера шкулта вĕреннĕ чухне. Мускавра, Ижевскра, Саранскра т. ыт. çĕрте пулчĕ, ăмăртусенче çĕнтерсе ылтăн медальсене чылай тивĕçнĕ (сăмах май каласан, вĕсем унăн 20 ытла).

- Ваттисем ĕлĕкрех: амăшне пăх та хĕрне ил, тенĕ. Эсир те Верăшăн ырă тĕслĕх пулни пĕрре те иккĕлентермест.

- Ачасем чи малтанах ашшĕ-амăшне пăхса вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ ĕнтĕ. Ăна пурте лайăх пĕлеççĕ. Эпĕ те нихăçан та ĕç тиркесе тăман, хама сăпайлă тытнă, ачасене ĕçе вĕрентсе, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă. Çавă кăна. Ытти пĕтĕмпех хăйĕнчен килет.

- Тавтапуç сире, Нина Геннадьевна, маттур хĕр ÿстернĕшĕн. Ачăрсемпе ĕмĕр тăршшĕпех савăнса пурăнмалла пултăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика