Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă педагог

04 марта 2004 г.

Хальхи вăхăтра шкулсенчи педагогсем умĕнче пысăк та ответлă задачăсем тăраççĕ. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче ачасем тĕрĕс профессие суйласа илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр, вĕренме кĕнĕ чух конкуренцие те чăтчăр.

Районта пысăк опытлă, пултаруллă педагогсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Ильинкăри вăтам шкул директорĕ В.Ф. Ильина. Вера Федоровна И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтчĕн (халĕ педуниверситет) физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Математика вăл питĕ тĕрĕс наука, вĕренекенсен шутлавне  ăс-тăнне, логикăллă шухăшлавне лайăх аталантарать. Ачасем çак предметсене лайăх вĕренччĕр тесен, вĕсене кашни урокрах çĕнĕ темăпа интереслентерме пĕлмелле, уроксенче тĕрлĕ меслетсемпе усă курмалла. Вера Федоровнана вара ку тĕлĕшпе ÿпкелеме май çук.

Унăн ĕçри опычĕ те пысăк, 40 çула яхăн. Учитель ĕçĕ çав тери сумлă та пархатарлă. Вĕсене вĕренекенсем ĕмĕр тăршшĕпех асра тытса пурăнаççĕ, яланах ăшă кăмăлпа асăнаççĕ.

В.Ф. Ильина та ырă кăмăллă, пултаруллă педагог. Ачасене юратать вăл, кашнин шăпи шкул пĕтернĕ хыççăн телейлĕ пултăр тесе тăрăшать. Хастар педагог ачасене вĕрентнисĕр пуçне ертÿçĕре те нумай вăй хунă. Институт пĕтернĕ хыççăн вăл директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, хыççăн директорта тимленĕ. Халĕ те темиçе çулах ĕнтĕ шкул директорĕнче ĕçлет.

Ертÿçĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. Коллектива хавхалантарса ĕçлеттерме пĕлмелле, çĕнĕлĕхсене алла илсе вĕрентÿ ĕçĕнче усă курмалла. Тĕрĕсрех каласан ертÿçĕн яланах малта пулмалла, пурнăçран юлмалла мар. Мĕншĕн тесен ытти учительсем унран тĕслĕх илеççĕ.

Хальхи вăхăтра шкулсен тытăмне улăштарнă чухне учительсем умĕнче уйрăмах пысăк задачăсем тăраççĕ. Ильинкăри вăтам шкулта та, сăнава хутшăнса, 9 класра вĕренекенсене профиллĕ вĕрентÿ умĕнчи пĕлÿ параççĕ, физикăпа математика, химипе биологи тата гуманитари предмечсĕсем енĕпе. Шкулта ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ пама тăрăшаççĕ, нумай кружоксем ĕçлеççĕ.

Вера Федоровна хăйĕнчен çирĕп ыйтакан педагог-ертÿçĕ. Çавăнпах пулĕ коллективра та, районта та пысăк хисепре. Унăн пархатарлă ĕçне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Вăл "Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть ăна "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята парса чысланă. Тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем те сахал мар унăн. Вăл - пĕрремĕш категориллĕ специалист.

Ятлă çынна ял савать. Ашшĕ-амăшĕсем те Вера Федоровнапа вара кашнинех ăнланса ырă сĕнÿсем парса пулăшать. Чăннипех педагог ятне çÿлте тытать В.Ф. Ильина.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика