Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпчăк сассиллĕ ертÿçĕ

04 марта 2004 г.

Çын çăкăрпа анчах тутă пулаймасть. Ăна чун апачĕ те кирлĕ. Пирĕнтен хăш-пĕрисем кĕнеке вулама, теприсем сенкер экран умне ларса илемлĕ фильмсем пăхма кăмăллаççĕ пулсан, виççĕмĕшĕсем вара Культура çурчĕсене кайса концертсем курма юратаççĕ. Халĕ районтах "халăх" ятне тивĕçнĕ пултаруллă коллективсем сахал мар. Пĕри тепринчен маттуртарах.

Юрлама-ташлама пултаракан çынсем районта сахал мар. Вĕсене хавхалантарса тăракансем вара Культура çурчĕсенче ĕçлекенсем.

Муркашри Культура çуртĕнче ертÿçĕ пулса юлашки çулсенче В.А. Васильева ĕçлет. Вăл Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмне пĕтернĕ, халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи эппин. Малтанах Вăрнар районĕнчи Вăрманкас клубĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. 1990 çултанпа вара Муркашра ĕçлет. Нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмасть вăл, мĕншĕн тесен хушнине яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă. Темиçе çулах Муркашри Культура çуртĕнче хормейстер пулса вăй хурать. Унтан район администрацийĕн культура пайĕ çумĕнчи районти методика центрĕн ертÿçи. Юлашки икĕ çулĕнче вара Венера Апполоновна Муркашри Культура çурчĕн ертÿçинче тăрăшать.

Сцена çине тухма илемлĕ кĕлетке те, хитре сăн пит те, уçă сасă та, харпăр хăйне тытма пĕлни те кирлĕ. Венера Васильевана вара турри нихăш енĕпе те кÿрентермен. Шăпчăк пек илемлĕ сассипе юрласа ярсан, зал çав самантрах шăпланса юрă тыткăнне лекет, чуна темле çав тери лайăх пулса каять. Чăн-чăн артистка, солистка теме пулать Венера Васильевана. Чăваш тумне тăхăнсан вăл К. Иванов поэминчи Нарспие аса илтерет. Вăл анчах-и тата. Муркашри тĕрлĕ уявсем, мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Вĕсене вăл питĕ ăста ертсе пырать, тĕрлĕ уявсем валли сценарисене те хăех çырать. Çулталăк итогĕсемпе хулара театрсенче савăнăçлă пухусем ирттернĕ чухне те çулсерен вăл ертсе пынине курма пулать. Шăнкăрав пек уçă сасси мăнаçлăн янăрать вара ун чух.

Культура çурчĕ çумĕнчи "Илем" пултарудăх ушкăнĕпе хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче сахал мар ялсене çитсе нумай çынсене савăнтарнă вăл уçă сассипе. Халĕ те Муркашри "Шурăмпуç" халăх ансамблĕнче юрлать.

Культура çуртĕнче кунсерен тенĕ пекех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Кун пек чухне Венера Апполоновна канăçа çухатать вара, ларма-тăма та пĕлмест. Унсăр пуçне унта кăнтăрлахи вăхăтра тĕрлĕ кружоксем нумай ĕçлеççĕ: ташă, çĕвĕ çĕлемелли, шашка-шахмат т. ыт. те. Пĕр сăмахпа каласан вĕресе кăна тăрать культура вучахĕнчи пурнăç. Çакă вăл ертÿçĕрен те нумай кмлет.

- Çынсем вăхăта усăллă, интереслĕ ирттерччĕр тесе тăрăшатпăр. Ку эрнере те сахал мар мероприятисем пулчĕç Культура çуртĕнче: цирк килсе кайрĕ, культура ĕçченĕсем канашларĕç, концерт, спектакль кăтартрĕç, хĕрарăмсене чысларăмăр. Тунсăхласа ларма вăхăт çук, - кăмăллăн калаçать Венера Апполоновна.

Çапла пултăрччĕ. Культура вучахĕ кунсерен ялкăшса тăтăр çакăн пек хастар ертÿçĕ пур чухне. Пултаруллă хĕрарăм вара ырă ĕçĕшĕн кăçал ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика