Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуласлăхĕ - мал ĕмĕтлĕ çамрăксенче

29 июня 2010 г.

image #1433Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Муркаш районĕнче “Зарница” тата “Орленок” çамрăк армеецсен республикăри XLII финал вăййисем уçăлчĕç.

Уява ЧР Президенчĕ Николай Федоров, унăн

мăшăрĕ Светлана Юрьевна, ЧР вĕренÿ министрĕ Галина Чернова тата Намиби Республикин

Раççей Федерацийĕнчи посолĕ Самуэль

Кавето Мбамбо хутшăнчĕç.

Уява Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалларĕç. Çамрăк армеецсем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Николай Федоров асăннă мероприяти

40 çул ытла тăсăлнине ырласа сăмах каларĕ.

- Çамрăк армеецсен юхăмĕ çитĕнекен ăрăвăн патриот туйăмне ÿстерет. Çакнашкал мероприятисенче çеç çын çирĕплĕхне тĕрĕслеме, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренет, - терĕ Николай Васильевич. - Чăваш Ен пуласлăхĕ - сирĕнешкел пек мал ĕмĕтлĕ çамрăксенче. Паян Муркаш çĕрĕ çинче чи маттуррисем пуçтарăннă. Вăйăра çĕнтерекен тата выляса яракан пур, анчах ку тупăшура пурте малтисем пулĕç.

Уяв малалла тăсăлнă май Николай Федоров пурне те Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Пултаруллă яшсемпе пикесене ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕпе чысларĕ. Лауреат ятне кам тивĕçрĕ-ха? Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Татьяна Давыдова, Шупашкарти коопераци институчĕн аспиранчĕ Сергей Тимофеев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăм специалисчĕ Александра Бочкарева, “Чăваш Ен” ПТРК ĕçченĕсем Ирина Николаева, Екатерина Фомина тата Татьяна Козлова. Çавăн пекех Президент Шупашкарти “Ăрусен çыхăнăвĕ”, Вăрнар районĕнчи “Патриот” клубсене “Раççей çыннисене патриот воспитанине панăшăн” хисеп паллипе чысларĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика