Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпар” кубокĕсем - вăйлисенче

26 мая 2010 г.

image #1394Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шомикри тĕп шкулта çăмăл атлетсем “Хыпар” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш хут вăй виçрĕç. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва уçма “Хыпар” Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ-коммерци директорĕ Михаил Арланов, Муркаш район администраци пуçлăхĕн çумĕ-культура пайĕн ертÿçи Алевтина Андреева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн деканĕ Анатолий Данилов профессор, Катькас тата Муркаш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Лебедевпа Николай Никитин тата спорт меропиятине йĕркелеме пулăшнă спонсорсем хутшăнчĕç.

- “Хыпар” хаçат никĕслевçине Н.В.Никольские сума суса çак кунсенче унăн çуралнă тăрăхĕнче пысăк мероприятисем иртрĕç. Акă эпир Шомик шкулĕнче пуçтарăнтăмăр. Паллă ăсчах вырăнти ÿсен-тăрана тĕпченĕ, вĕсем пирки çырса пынă. Пурте пĕлетпĕр: тĕрлĕ курăк чир-чĕртен сывалма пулăшать, спорт вара кĕлеткене пиçĕхтерет. Çавăнпа ун ячĕпе чупу йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ Алевтина Евстафьевна.

Чăваш Республикин Ялавне пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем çĕклесен, ăмăртăвăн тĕп судйи Виталий Моисеев чупу йĕркипе паллаштарсан çивĕч тупăшу пуçланчĕ. Н.В.Никольский ăсчах çуралнăранпа 132 çул çитнине халалланă спорт мероприятине вун-вун команда хутшăнчĕ, сумлă парнесем çĕнсе илессишĕн шкул ачисем кăна мар, аслă шкул студенчĕсем те, предприяти-организаци ĕçченĕсем те тупăшрĕç.

6-7-мĕш классенче ăс пухакан хĕрачасен хушшинче пĕрремĕш вырăна Марина Иванова /Калайкасси шкулĕ/ тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ярапайкасси шкулĕнче вĕренекен Светлана Соколовăпа Диана Чернова пайларĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен Никита Николаев /Калайкасси шкулĕ/ чи çивĕччи пулчĕ, Павел Матвеевпа /Çатракасси шкулĕ/ Денис Карандаев /Калайкасси шкулĕ/ финиша унран кăшт кая юлса çитрĕç.

8-9-мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕрачасен ăмăртăвĕнче Джамилия Баранова, Ирина Иванова /Калайкасси шкулĕ/ тата Елизавета Павлова /Москакасси шкулĕ/ палăрчĕç. Арçын ачасенчен Алексей Лебедев /Çатракасси шкулĕ/, Кирилл Ковалев /Оринин шкулĕ/ тата Владимир Кудряшов /Муркаш шкулĕ/ мала тухрĕç.

10-11-мĕш класс хĕрĕсен хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕсем Кристинăпа Татьяна Ивановăсем йышăнчĕç. Çатракасси шкулĕнче пĕлÿ пухакан Эльза Тихомирова - виççĕмĕш вырăнта. Каччăсем те маттур. Калайкасси шкулĕн чысне хÿтĕленĕ Алексей Моисеев дистанци тăршшĕпех пĕрремĕш пычĕ пулин те Рудольф Петрухин /çав шкултанах/ финиш умĕн унран иртрĕ. Василий Федоров /Çатракасси шкулĕ/ - виççĕмĕш вырăнта.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче тĕнче класлă виçĕ спортсмен вĕренет. Ирина Юманова, Оксана Кириллова, Мальвина Петрова хăйсен ятне ямарĕç. Предприяти-организаци ĕçченĕсен йышĕнче вăй виçнĕскерсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Çак ушкăнра ăмăртнă арçынсен хушшинче те пулас журналистсемех палăрчĕç. Николай Шашковпа Андрей Аверьянов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. “Зооветснабшăн” тупăшнă Алексей Моисеев финиша виççĕмĕш çитрĕ.

Куçса çÿрекен кубоксене Калайкасси, Шомик шкулĕсен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн ушкăнĕсем тивĕçрĕç. Палăртса хăварар: вăтам шкулсен хушшинче сумлă çак парнене виççĕмĕш çул Калайкасси шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Чупу йĕркипе килĕшÿллĕн вăл вĕсенче яланлăхах юлĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика