Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе правилисенчен пуçласа маттур Улатăрсемпе Муркашсем таран

10 декабря 2009 г.

Республика Президенчĕ Николай Федоров пайăррăн асăрхамалли самантсене курма пĕлет çав. Хăшĕсен çавна май тепĕр чух намăсланма та тивет. Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче те çаплах пулчĕ.

Унăн пирвайхи асăрхаттарăвĕ, тĕрĕссипе, ларăвăн кун-йĕркипе те çыхăнмарĕ. Правительствăна тишкерме тăратнă документ пирки ăнлантарнă май министрсенчен пĕри хисеп ячĕсене вырăсла тĕрĕс мар каларĕ - çакă республика пуçлăхĕн хăлхине кĕчĕ. Çавна май Николай Васильевич залра филологсем пуррипе те кăсăкланчĕ: “Мĕнле тĕрĕсрех?” Мĕнле тĕрĕссине хăй пĕлет-ха ĕнтĕ, вăлтса çапла ыйтрĕ. Унтан хушса каларĕ: “Центрти телекурав журналисчĕсем те хисеп ячĕсемпе час-часах тĕрĕс мар усă кураççĕ. Çавăнпа хам та иккĕленсе кайрăм. Раççей Президенчĕ вырăс чĕлхин правилисене пăхмăпăр терĕ-ха, çапах эпир, атьăр-ха, çав правилăсем патне таврăнар...” Министрăн /чăвашăн мар, вырăсăнах/ пичĕ хĕрелчĕ пулас.

Малалли вара - кун йĕркипе килĕшÿллĕн. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова граждансен çăмăллăхлă категорийĕсене социаллă пулăшу кÿмелли саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе паллаштарчĕ. Сăмах федераци çăмăллăхçисем пирки пырать. Вĕсен шучĕ чакнă иккен, çавна май 32 млн тенкĕ перекетленнĕ. Ăна ытти тĕллев валли мар, çăмăллăхçăсенех валеçме йышăнчĕç. Эппин, вĕсене паракан тÿлев виçи кăштах ÿсет. Калăпăр, вăрçă инваличĕсене - 345, инвалид ачаллă çемьесене - 390 тенкĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Николай Смирнов республикăн çитес виçĕ çуллăха палăртнă бюджетне пурнăçламалли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Йышăну проектĕнче анлă ĕçсем палăртнă. Бюджет саккунне йышăннă - халĕ ăна пурнăçа кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Николай Васильевич федераци программисене хутшăнса республика валли ытларах укçа илме тăрăшмаллине пайăррăн палăртрĕ. Министрсен ĕçне ытти кăтартупа пĕрлех çак енĕпе мĕнлерех ăнтарнине кура та хакласси пирки асăрхаттарчĕ.

Патшалăх служащийĕсене ĕçленĕ çулсене кура пенси тÿлессине пырса тивекен правилăсене çирĕплетесси ыйту çуратмарĕ. Халиччен должноç оклачĕн 2,3 виçи чухлĕ тÿленĕ, халĕ ку виçе 2,8 таран ÿсет.

Автотранспорт тата коммуналлă техника туянма федераци бюджетĕнчен уйăрнă субсидисене валеçес ыйтупа Президент чĕнмесĕр тÿсеймерĕ. Сăмах 62 млн тенкĕ пирки пырать. Çак виçерен 40 млн яхăн тенки Улатăр хулине каять. Çук, куншăн республика пуçлăхĕ Улатăрсене сивлемерĕ, пачах тепĕр майлă - мухтарĕ. Строительство министрĕ Александр Гончаров каланă тăрăх, ытти муниципалитет çĕнĕ техника илме ăнтăлсах каймасть иккен. “Укçа тÿперен ÿкет теме пулать вĕт, - тĕлĕнчĕ Президент. - Улатăрсем - маттур. Вĕсем пирĕн шутпа 40 млн тенкĕлĕх техника туянаççĕ. Ыттисем хускалманни тĕлĕнтерет? Çавăнпа та вĕсенчен питĕ çирĕп ыйтмалла. Районсенче, хуласенче пурăнакансен умĕнче явап тытчăр. Ĕмĕрте пĕрре, пирвайхи хут çапла укçа параççĕ /16 çул ĕçлетĕп - коммуналлă техника туянма укçа панине ас тумастăп/, вĕсем çак майпа усă курмаççĕ”. Ку сăмахсем хыççăн залра темиçе минут шăплăх хуçаланчĕ...

Çапах мухтав сăмахне ларура тепĕр муниципалитет та тивĕçрĕ - Николай Васильевич Муркашсене ырларĕ. Сăмах тасатакан биологи сооруженийĕсене реконструкцилеме укçа уйăрассинчен пуçланчĕ. Ун валли укçа пулать, анчах Президента каяшсен ыйтăвĕ пăшăрхантарать: “Хуласем пысăкланаççĕ, каяшсен, çÿп-çап калăпăшĕ те ÿссе пырать”. Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çырупа ларнă май юлашки вăхăтра нумай материала тишкерни пирки сăмах пуçарчĕ. Ун шучĕпе, пирĕн производствăсем энерги тĕлĕшĕнчен ытла та тăкаклă, çавăнпах каяшсен калăпăшĕ те Европăринчен темиçе хут пысăкрах. Шывпа перекетсĕр усă курниех мĕне тăрать! “Эпир пуян, пирĕн шыв нумай... - йĕкĕлтенĕн илтĕнчĕç Николай Васильевич сăмахĕсем. - Хайхи европеецсемех апла мар. Паллах, тăкаксене пĕчĕклетес тĕллеве тĕпе хурса перекетлеççĕ. Анчах ку çеç мар: вĕсем килес ăрусем валли таса çĕршыв хăварасшăн. Ку енĕпе тимсĕр çĕршывсен вара хăçан та пулин тĕпленнĕ вырăнтан хăпма, таса территорисем шырама тивĕ”.

Çавна май вăл çут çанталăк ресурсĕсен министрне ыйту пачĕ: “Ку енĕпе пирĕн прогресс пур-и?” Сергей Дринев шучĕпе, ырă улшăнусем пур. Çÿп-çапа санкцилемесĕр тăкакан вырăн шучĕ чакнă, çынсем хăйсем те тасалăхшăн тăрăшни сисĕнме пуçланă. Каяш полигонĕсем пирки калас тăк - вăхăт иртнине тивĕçтерекеннине тăвас енĕпе Муркашсем кăна ĕçлеççĕ иккен. Акă мĕншĕн Президент ку район ертÿçисем пирки маттур тесех каларĕ. Çавăнпах полигон тăвас ĕçре республика та пулăшать. “Çÿллĕ шайри полигон пултăр. Халиччен пирĕн пулăшу пысăках пулман, çавăнпа Муркашсене техникăпа 100 проценчĕпех пулăшмалла”, - хушу евĕр янăрарĕç унăн сăмахĕсем.

Правительствăн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех ытти тĕллевлĕ çĕрсене строительство валли уйăрас ыйтăва тишкереççĕ. Хальхинче те унашкалли пулчĕ. Шупашкар районĕнчи Аркасси чиккинчи çĕр лаптăкне çурт-йĕр тумашкăн пама йышăнчĕç. Çав лаптăкра “Монолитстрой” çурт-йĕр çĕклĕ. Çавна май ипотека кредичĕ уйăрмалли çумпрограмма теми те логика тĕлĕшĕнчен вырăнлă пулчĕ темелле. А.Гончаров министр ăна 2015 çулччен /маларах йышăннă документ çитес çул хăйĕн ĕçне вĕçлемеллеччĕ/ тăсма ыйтрĕ - хирĕçлекен пулмарĕ. Эппин, çĕнĕ хваттерсем пулĕç.


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика