Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсен опычĕпе паллăшнă

09 января 2004 г.

 Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем районти çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçре те пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ, Раççей шайĕнчи кооператорсен ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче конкуренцие чăтма вĕренмелле, пуçаруллă ĕçлемелле. Унсăрăн тытăнса тăма таĔ малалла кайма та май çук. Юлашки вăхăтра Муркаш райповĕ те палăрмаллах ÿсĕмсем тăвать.

Республикăра "Чăвашпотребсоз" сестеминче ĕçлекен квалификацие ÿстермелли курсĕсене çулленех ирттереççĕĕ Унта райпо канашĕсен тĕп экономисчĕсемпе тĕп бухгалтерĕсем тата ытти яваплă ĕçченсем хутшăнаççĕ.

Çак эрнере те республикăра çакăн пек семинар иртнĕ. Унта хутшăннисен мĕн пурĕ 70 çын ытла декабрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районти кооператорсен ĕçĕпе килсе паллашнă.

Вĕсем Мăн Сĕнтĕр райпоне кĕрекен Калайкасси магазинĕнче, Муркаш раповĕн Лантăш пекарнинче, Лантăшри, Пăсăрманти куллен кирлĕ таварсен магазинĕсенче, Муркашри "Центральный" магазинта, райпо аптекинче, "Радуга" кафере пулнă.

Юлашкинчен Муркаш райповĕн актовăй залĕнче ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унăн ĕçне "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн председателĕн çумĕ Л.Л. Абрамова хутшăннă.

Муркаш райповĕнчи кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕпе райпо канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев паллаштарнă.

Пухăннă хăнасем,  ытти районсен представителĕсем, Муркаш райповĕнчи кооператорсен ĕçне лайăх хак панă, кунти курни-пĕлнипе пурте кăмăллă юлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика