Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Голланди фермерне Чăваш Енре килĕшнĕ

22 июля 2009 г.

“Раççей ял хуçалăх центрĕ” федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ Алевтина Титовăпа Муркаш районĕнчи Владислав Бархаткин фермер уйсем кăçал та пысăк тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров малашне çулсерен миллион тонна тырă, çавăн чухлех “иккĕмĕш çăкăр” туса илме чĕнсе каланине республикăри çĕр ĕçченĕсем ырласа йышăнчĕç. Шупашкарта “Çĕр улми - 2009” курав иртни вĕсене татах хавхалантарчĕ. Кăçал мĕн пур йышши хуçалăхсенче ăна 13599 гектар çинче çитĕнтереççĕ, пĕлтĕрхинчен 16,2 процент ытларах. Комсомольски, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш районĕсенче - чи пысăк уйсем. Вĕсем пĕрле Чăваш Енри çĕр улмин мĕн пур лаптăкĕн 48 процентне йышăнаççĕ.

Муркаш районĕнчи “Ударник” хуçалăх “иккĕмĕш çăкăра” нумай çул тухăçлă çитĕнтерет. Пĕрлешĕвĕн ырă ячĕ çĕршывĕпе сарăлнă. 1978 çултах вăл Раççейри вăрлăх хатĕрлекен хуçалăхсен йышне кĕнĕ. 1991 çултанпа çĕршыври Ял хуçалăх ăслăлăхĕсен академине пăхăнать, федераци пурлăхĕ шутланать. Ытти хуçалăх ертÿçисем, специалисчĕсем пуян опытпа паллашма кунта килеççĕ, паха вăрлăх туянаççĕ.

Иртнĕ эрне кун асăннă хуçалăхра çĕрĕн тĕп çимĕçне каллех “уяв” туса пачĕç: “Çĕр улми уйĕн кунĕ” семинар иртрĕ. Тĕл пулăва ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов, Муркаш район пуçлăхĕ Юрий Иванов, Голландири паллă фермер Вогелс Вананд, республикăри паллă хуçалăх ертÿçисем пухăнчĕç.

“Ударник” директорĕ Платон Давыдов предприяти ĕç-хĕлĕпе, уява чĕннĕ хăнасене пахча çимĕç çитĕнтерес технологипе паллаштарнă. Пĕрлешÿ ир пулакан Жуковский, Удача, Невский, Елизавета, Никулинский, Луговской, Любава, Чародей, Снегирь, Петербургский сортсене тĕрĕслесе пăхать. Пирĕн тăрăхра ăнса пулаканнисене республикăри хуçалăхсенче çитĕнтерме сĕнет, паха вăрлăхпа тивĕçтерет.

Семинара пухăннисем ял хуçалăх техникипе çывăхрах паллашнă, вăрлăха пуçласа сăнакан питомниксенче, производство лаптăкĕсенче пулса курнă.


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика