Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бардасовсен династийĕ

15 декабря 2003 г.

Мĕн авалтанах ялта пурăнакан хресчен çĕр çинче ĕçлесе тăранса пурăннă. Уй-хирте туса илнĕ тырă-пулăпа выльăх-чĕрлĕх усранă, хуçалăхри продукцине сутса укçа-тенкĕ тунă, мĕншĕн тесен, хуçалăха тытса тăмашкăн урăхла майпа укçа-тенкĕ тупма май килмен. Мулкачкасси тăрăхĕнчи Бардасовсен йăхĕ те çакăн пекех пурăннă. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Ананий Никифорович (çемьере вăл çиччĕмĕш ача, кĕçĕнни пулнă, 1905 çулта çуралнă) Мулкачкасси шкулĕнче тăватă çул вĕреннĕ хыççăн (вĕреннĕ ача çемьере вăл çеç пулнă) хуçалăхра ĕçленĕ. Мăшăрланнă хыççăн, вун тăхăр çултах, хуçалăха тытса тăма мĕнле майпа укçа-тенкĕ тăвасси ăна шухăшлаттарнă. 1924 çулта вăл килти хуçалăхра сушка (баранки) пĕçерсе ăна сутма Çĕрпÿ таранах лашапа çÿренĕ. Тăватă çултан ку ĕçе пăрахса Ильинка лесничествине столяр ĕçне вĕренме кÿлĕннĕ. 30-мĕш çулсенче ялсенче колхозсем йĕркелеме тытăнсан ăна 1931 çулта Канькасси ялĕпе тата Мулкачкассин пĕр урамĕпе пĕрле йĕркеленĕ, "Урал" колхоз председательне суйланă. Икĕ çул ытларах ĕçленĕ хыççăн Ананий Никифорович 1933 çулта Шупашкарти рабфака вĕренме кĕнĕ, 1935 çулта вĕренсе пĕтернĕ, Ильинка шкулĕнче математика учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Ку ĕçе пăрахса 1938 çулта Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ, вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕр райпотребсоюзĕнче аслă бухгалтерта ĕçлеме тытăннă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ унăн суту-илÿ ĕçĕнчи биографийĕ. 1941-45 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕсенче пулнă хыççăн Ананий Никифорович киле таврăннă. 1945-51 çулсенче Муркаш райпотребсоюзĕнче аслă бухгалтерта, 1951-56 çулсенче райпотребсоюз председателĕ пулса тăрăшнă. Çак ĕçренех ăна вăтăр пинлисен шучĕпе Орининти "Красное Сормово" колхоза председатель пулса ĕçлеме янă. Ун хыççăн каллех 1964-65 çулсенче Муркаш сельповĕн председателĕнче вăй хунă, çав ĕçренех персональнăй пенсие тухнă, пенсие тухсан та Мулкачкассинчи "Восток" колхоз ертÿçи пулнă. Райпотребсоюз председателĕнче, колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра та Ананий Никифорович тăрăшнипе çĕнĕ объектсем нумай тунă. 50-мĕш çулсенче чи малтан магазинсене çĕнĕрен тăвассине йĕркелесе янă. Вăл вăхăтра ялти магазинсен 85-90 проценчĕ таран ампарсенче, хутса ăшăтман пÿлĕмсенче суту-илÿ тунă. 1952-56 çулсенче район центрĕнче универмаг, столовăй (вĕсем паян кун та ĕçлеççĕ), хозмаг, продмаг ("Сельхозтехника" территорийĕнче) çурчĕсем ÿссе ларнă. Ун чухне магазинсен çурчĕсене хыр йывăçсенчен тунă. Йывăçне вара Мари республикинчи вăрмансенче хатĕрленĕ, унтан сулăпа Атăл тăрăх юхтарса килсе Шашкар пристанне çитенрĕ, унтан автомашинăсемпе турттарса килсе магазинсен çурчĕсене купаланă. 60-мĕш çулсенче магазинсен çурчĕсене кирпĕчрен купалама пуçланă. Ананий Никифорович, райпотребсоюз председателĕнче ĕçленĕ чухне, 1954-56 çулсенче Чăвашпотребсоюз правленийĕн членĕ те пулнă. 1956 çулта ăна Мускава, РСФСР потребкооперацин 2-мĕш съездне кайма (Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче) делегата суйланă. Ку çакна çирĕплетет: Ананий Никифорович Муркаш райпотребсоюзне яланах малтисен шутĕнче тытса пынă, вăл районта та, республикăра та пысăк авторитетпа усă курнă. 1979 çулхи декабрь уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Суту-илÿре ĕçлесси Бардасовсен çемйинче чарăнман. Георгий Ананьевич, Ананий Никифоровичăн ывăлĕ, ку ĕçе малалла тăснă. Вăл 1925 çулта çуралнă. Оринин шкулĕнче 1943 çулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн (пĕрремĕш выпуск) ăна çав çулах Хĕрлĕ çара илсе кайнă. Ашшĕ пекех, вăрçă хирĕсенчи çапăçусенче пулса, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. 1950 çулта демобилизаци хыççăн вăл комсомол райкомĕнче, Оринин ял Совечĕн секретарĕнче тимленĕ. 1964-71 çулсенче Муркаш райпотребсоюзĕнче, 1971 çултан Муркаш райповĕнче тăрăшнă. Малтанхи 13 çулне кадрсен пайĕнче, тепĕр 10 çулне суту-илÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Çапла вара, суту-илÿ ĕçне пĕтĕмĕшле 24 çул панă. 60-мĕш çулсенче Георгий Ананьевича, кадрсен пайне ертсе пынă май, магазинсенче ĕçлеме сутуçăсем çитменни шухăша янă. Вĕсенчен ытларахăшĕн ятарлă пĕлÿ пулман, çавна май суту-илÿ ĕçĕнче час-часах растратăсем сиксе тухнă. Çакна шута илсе, 1968 çулта Муркаш райпотребсоюзĕ çумĕнче сутуçăсен ултă уйăхлăх шкулне уçма шутланă (Муркаш, Сĕнтĕр тата Ярославка сельповĕсем валли). Шкул октябрь-март уйăхĕсенче ĕçленĕ, райпотребсоюз балансĕ çинче тăнă. Вĕрентекенсем райпотребсоюз специалисчĕсем пулнă, шкул ертÿçи пулма суту-илÿ ĕçĕн заведующине Николай Георгиевич Налимова çирĕплетнĕ (обществăлла никĕс çинче). Пĕрремĕш набора 22 çамрăк (хĕрсем, каччăсем) вĕренсе пĕтернĕ, пурне те ĕçе вырнаçтарнă. Асăннă шкул 12 çул хушши ĕçленĕ, çак тапхăрта 248 çамрăк суту-илÿ пĕлĕвне илни çинчен удостоверенисем илнĕ, ытларахăшĕ паян та Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсенче вăй хурать. 1971 çулта райпотребсоюза пĕтернĕ, шкул Муркаш райповне куçнă. 1973-79 çулсенче унăн директорĕ Георгий Ананьевич пулнă, вĕрентÿ ĕçне Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕсене те явăçтарнă, шкула ертсе пырассинче питĕ пысăк тÿпе хывнă. Суту-илÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомне ертсе пынă тапхăрта (кунта Муркаш, Мăн Сĕнтĕр райповĕсенчи, садпа пахча çимĕç комбинатĕнчи, Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнчи профсоюз членĕсем пĕтĕмпе 968 çын кĕнĕ) Георгий Ананьевич 10 çул хушшинче профсоюз членĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн уйрăмах чуна парса тăрăшнипе паллă. "Ĕçре палăрнăшăн" медаль, ВЦСПСăн "Профсоюзсенче активлă ĕçленĕшĕн" знакĕ - ăна уçăмлă çирĕплетекен тĕслĕхсем. Унăн пархатарлă ĕçĕпе тăрăшулăхне паян та ырăпа асăнаççĕ. Георгий Ананьевич пенсие тухнă хыççăн Муркаш райповĕнче Бардасовсен суту-илÿри династине унăн ывăлĕ Вячеслав Георгиевич халĕ малалла тăсать. 1967 çулта çуралнăскер, Оринин шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл тĕрлĕ çĕрте вĕреннĕ тата ĕçленĕ, çар службинче пулнă. Çав вăхăтрах суту-илÿ ĕçне туртăнни ытларах çĕнтерсе пынă-тăр. Пензăри коопераци училищипе техникумĕ, Шупашкарти коопераци техникумĕ пĕрремĕш утăмсем кăна пулнă-ха. 2003 çулта вара вăл Шупашкарти кооперци институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса, аслă пĕлÿ туянни çинчен ĕнентерекен диплома алла илет, экономист-менеджер квалификациллĕ пулса тăрать. Вячеслав Георгиевича 1992 çулта Муркаш райповĕнчи çăкăр пĕçерекен пекарня ертÿçи пулма шанаççĕ. 1993-97 çулсенче райпора инструкторта ĕçлет, 1997 çултанпа вара хăрушсăрлăх техникин инженерĕ пулса тата оргтехника енĕпе (магазинсене оборудованипе тивĕçтересси, çĕнетсе улăштарасси т. ыт. те) тимлет. Райпо пуçарăвĕпе тата Вячеслав Георгиевич ăна пурнăçлассине тÿреммĕнех хутшăннипе юлашки 3-4 çулта районти чылай магазинсене çĕнĕ сăн-хăт кĕчĕ. Вĕсен шутĕнче Çатракассинчи, Пăсăрманти, Купăрляри, Нискассинчи, Анаткассинчи Ваçкассинчи, Мулкачкассинчи магазинсем, район центрĕнчи "Центральный" магазинпа продмаг, "Радуга" кафе, çавăн пекех Лантăш пекарни. Çапла аталанса та йĕркеленсе пынă, малалла та тăсăлать Мулкачкассинчи Бардасовсен суту-илÿри династийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика