Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен кунĕ ячĕпе

02 декабря 2003 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Çак ятпа иртнĕ юн кун районти вĕрентÿ пайĕн методика пÿлĕмĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен обществин районти организацийĕн пленумĕ пулчĕ. Унăн ĕçне пуçламăш организацисен ертÿçисем, правлени тата тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн членĕсем хутшăнчĕç. Малтанах инвалидсен обществин районти организацийĕн 2003 çулхи ĕçĕсем çинчен унăн ертÿçи Н.П. Милютин каласа пачĕ. Кăçал РФ Президенчĕн В. Путинăн Указĕпе пирĕн çĕршывра инвалидсен çулĕ тесе пĕлтернĕ. Çакă вăл инвалидсен пурнăçĕпе ĕçĕ çине ытларах тимлĕх уйăрассипе çыхăннă. Инвалидсен районти организацийĕ чи массăллисенчен пĕри - унта 400 ытла член шутланать. Ăна йĕркеленĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. Вăл хуçалăхсен ертÿçисем инвалидсен организацийĕсене ăнланса пулăшма тăрăшнине палăртрĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи А.Н. Кузьмин РФ "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен" тата "Ветерансем çинчен" саккунсем районта мĕнле пурнăçланни çинче чарăнчĕ. Ку енĕпе халĕ ыйтусем çук. Эмелсем валли те хушма укçа килнĕ. Вăл çавăн пекех ытти енĕпе мĕнле пулăшу пани çинчен те тĕплĕн каларĕ. 30 çынран ытларах ĕçлекен предприятисемпе организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Ăна валли республикăра ятарлă саккун йышăннă. Районти тĕп больницăри тĕп врачăн халăх сывлăхне сиплес енĕпе ĕçлекен çумĕ А.П. Чиновникова инвалидсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, МСЭ комиссине тăратасси, тÿлевсĕр эмел илмелли йĕрке, çăмăл автомашинăсене камсем илме пултарни çинчен каларĕ. Пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ, районăн 11 уйăхри ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Районта пултаруллă та ĕçчен çынсем пурăнни ÿсĕмсем тума май парать. Кăçалхи тăхăр уйăх итогĕсемпе республикăри экономика ăмăртăвĕнче район - пĕрремĕш вырăн, ял хуçалăх çулĕн итогĕсемпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Н.П. Петрова тĕрлĕ программăсене хутшăннипе кашни отраслĕн пурлăх бази пуянланни, правительство пулăшăвĕ çинчен каларĕ, малашнехи задачăсем çинче те чарăнчĕ. Пленумра ЧР Социаллă политика министерствин представителĕ З.В. Зверева пулчĕ, республикăра инвалидсене пулăшассипе епле ĕçленипе паллаштарчĕ. Унтах инвалидсен алĕçĕсен выставки ĕçлерĕ, чи пултаруллисене парнесемпе хавхалантарчĕç. Юлашкинчен шашка, шахмат тата дартс енĕпе ăмăртусем ирттерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика