15 декабря 2003 г.
Сывлăхран хаклă пуянлăх урăх нимĕн те çук. Ăна укçа парса та илеймĕн. Çавăнпа та ăна упрасси чи малти вырăнта пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те ку тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Медицина ĕçченĕсем чирлисене сыватас, чирсенчен асăрхаттарас енĕпе ырми-канми тăрăшаççĕ, ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ. Тĕрлĕ программăсене хутшăнса пурлăх базине çирĕплетсе пыраççĕ. Иртнĕ эрнере Муркашри Культура çуртĕнче "чи лайăх уйрăм" ята çĕнсе илессишĕн Муркашри тĕп больницăри уйрăмсен конкурсĕ пулчĕ. Унта хирурги, реанимаци, терапи, ача-пăча, васкавлă пулăшу, ача çуратмалли уйрăмсенчен тата поликлиникăран 7 команда хутшăнчĕç. Конкурсăн тĕллевĕсем: кашни уйрăмăн ĕçри ăсталăхне кăтартса çирĕплетесси, медицина профессине пропагандăласси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, пултаруллă, пуçаруллă ĕçлекенсене тупса палăртасси. Çав вăхăтрах çак конкурса ирттерни халăха медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатма, кашни уйрăм ĕçĕн пĕлтерĕшне ÿстерме, медицинăри çĕнĕлĕхсене пропагандăлама, професси конкурсĕсене ирттернĕ чух ырă йăласене çирĕплетме пулăшать.
Конкурс ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова хутшăнчĕ.
Командăсем хăйсен ăсталăхне нумай енлĕ кăтартрĕç. Кашниех тавçăруллă, çивĕч ăслă пулни курăнчĕ. Кашни уйрăм "сывă пурнăç йĕрки" темăпа санитари бюллетенĕ хатĕрленĕ. Çак темăпах килтен тĕрлĕрен витаминлă салатсем хатĕрлесе килнĕ. "Сывлăх çыххи" ятпа эмел курăкĕсене пухса хатĕрленĕ.
Малтанах командăсем "визитка" конкурсра хăйсемпе паллаштарчĕç. Пĕр-пĕрне тавçăрулăх кăтартса ыйтусем пани, вĕсем çине панă хуравсем те çав тери интереслĕ пулчĕç. Телевиденипе паракан КВНринчен пĕрре те кая мар.
Васкавлă медицина пулăшăвне парассине те командăсем лайăх кăтартрĕç, çухалса каймарĕç. Кирек епле лару-тăрура та вĕсем чирлисене тÿрех кирлĕ пулăшу пама пултараççĕ.
Пурнăç малалла аталанса пырать. 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр халĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте медицина ĕçченĕсем хăйсен ĕç формине епле кураççĕ; Ку задание те кашни уйрăм хăйне евĕр хатĕрленĕ. Кунта халатсемсĕр пуçне сотовăй телефонĕ те, пирвайхи пулăшу памалли хатĕрсем те пур.
Жюри членĕсене конкурс итогĕсене пĕтĕмлетме çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен кашни уйрăм тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕçлеме анчах мар, канма та, юрласа-ташласа савăнма та пултараççĕ сывлăх хуралçисем. Çакна та лайăх кăтартрĕç командăсем. Пĕрисем юрларĕç пулсан, теприсем ташларĕç е сценкăсем лартса пачĕç.
Кашни уйрăмах тĕрлĕрен номинацисемпе уйрăм ятсене тивĕçрĕ. Ача-пăча уйрăмĕ - ырă, терапи уйрăмĕ - çивĕч ăслă, васкавлă пулăшу уйрăмĕ - савăнăçлă, реанимаци уйрăмĕ - анлă тавракурăмлă, поликлиника - пултаруллă, ача çуратмалли уйрăм - туслă, хирурги уйрăмĕ - чи, чи пултарулли. 48,2 очко пухса хирурги уйрăмĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Командăсене пултарулăхĕсене пур енлĕ кăтартма пултарнăшăн Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, унăн çумĕ А.П. Чиновникова тав туса саламларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова конкурс питĕ интереслĕ пулнине палăртрĕ. Медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне сыхлассишĕн чăннипех тăрăшаççĕ, професси ăсталăхне ÿстерсе пыраççĕ.
Медицина ĕçченĕсем конкурса ирттерме пулăшнă спонсорсене - Семеновăн социаллă программисен центрне, Муркашри сĕт заводне, М.В. Васильевăн тата Н.И. Никитинăн предприятийĕсене тав тăваççĕ.
Муркашри тĕп больницăри медицина ĕçченĕсем пурнăçран юлмаççĕ. Ку вара пурне те савăнтарать. Çакна конкурс тепĕр хут çирĕплетрĕ.