Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçусем сунатпăр

15 декабря 2003 г.

Мини-футболла выляса республикăра мала тухасишĕн ирттерекен турнир вăййисем пуçланнă. Чи вăйли ята çĕнсе илессишĕн республикăри районсемпе хуласенчи 12 команда вăй виçет. Асăннă турнира кăçал пĕрремĕш хут "Моргауши" футбол клубĕ те (ФК) хутшăнать (çитĕннисен вăййисемпе пĕр вăхăтрах спортăн çак енĕпе шкул ачисем хушшинче мала тухассишĕн республика чемпионачĕ те иртет, Муркашсем унта та команда тăратнă). Республикăри ăмăртăва командăна П.Н. Паранкин тренер хатĕрленĕ. Команда чысне Юрий Егоров (команда капитанĕ), Андрей Иванов, Сергей Потапов, Евгений Казамбаев, Алексей Казамбаев, Олег Сютруков, Александр Софронов, Иван Никитин, Владимир Романов, Алексей Варламов, Сергей Никитин, Азат Зинетдинов спортсменсем хÿтĕлеççĕ. Вĕсем пурте район шайĕнчи турнирсенче тăтăш выляса ăсталăхпа палăрнă футболистсем. Чемпионата хутшăнакан командăсен кашниннех пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылямалла. Вăйăсем ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти пĕрремĕш спортшкулăн тата "Текстильмаш" акционер обществин спортзалĕсенче иртеççĕ. Турнирăн юлашки турĕ декабрĕн 28-мĕшĕнче пулать. Ноябрĕн 30-мĕшĕнчи вăйăра пирĕн ентешсем Сĕнтĕрвăрринчи "Водник" командăпа тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿ никам та çĕнтерейменнипе, 5:5 шутпа вĕçленнĕ. Вăййăн чи хĕрÿ саманчĕсене пирĕн командăри хапха хÿтĕлевçи Евгений Казамбаев хăйне лайăх енчен палăртнă. Муркашсен команди унчченхи турта ăнăçлах выляйманнине шута илсен, юлашки вăйă результачĕ япăх мар. Пирĕн ентешсем хальлĕхе турнир таблицин варринче пыраççĕ. Командăри спортсменсем ăмăртăва хутшăнмашкăн район администрацийĕ енчен укçа-тенкĕпе пулăшасса кĕтеççĕ тата шанаççĕ. Н.И. Никитин предпринимателе автотранспортпа пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Район чысне хÿтĕлекен командăна пулăшма кăмăл тăвакан спонсорсем тупăнсан та ытлашши марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика