Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулта шатăртатать декабрь, мехпарк вара мĕскер кĕтет

15 декабря 2003 г.

"Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур", - тет ĕç тĕлне пĕлекен çын. Çапла калать те умри ĕçсене кая хăвармасăр пурнăçлама мĕн пур хăвата пуçтарать. Хыçа юлакан ял хуçалăх çулĕ те кăçал хресченĕн тăрăшулăхне çивĕч тĕрĕслерĕ: çĕр ĕçĕпе пурăнаканăн нумай ĕçсене çумăрлă çанталăкпа кĕрешсе пурнăçлама тиврĕ. Тимлĕ те малалла пăхса ĕçлекенсем "çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен" тенине çиеле кăларчĕç. Хĕле кĕнĕ май çав хуçалăхсенче пулса куратăн та кăçал йĕпе-сапаллă çу-кĕр кунĕсем пулнине асăрхамстăн та. Теприсен вара... Маларах каланине уй-хир ĕçĕсене хутшăннă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартни-лартманни те уçăмлă çирĕплетет. Производство кооперативĕсенче пулсан ку тĕлĕшпе тĕрлĕ ÿкерчĕк курни хăшĕсем техника çине пачах алă сулнине кăтартать. Вĕсем çитес çул унпа ĕçлес темеççĕ-ши е ăна-кăна туянма укçа çук текенскерсем хăйсем "пуян" пулнине тата кирек-хăш техникăна та ялан илме пултарнине кăтартасшăн-ши; Çак ыйтăвăн хуравĕ çине "Ударник", "Свобода", "Герой", "Оринин", "Восток", Ильич яч. хис., Чапаев яч. хис. хуçалăхсем урлă пăхсан (килĕшмелле, вĕсем пĕр вырăнта вырнаçнăскерсем мар), иккĕленÿ çуралать. Вăйлă тесе калакан хуçалăхсем, тĕслĕхрен, техникăна упраса унăн ĕмĕрне тăсса укçа-тенкĕ перекетлесси, кунпа пĕрлех производствăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăйсене"хыçалтисем" тенипе килĕшнисем ыттисем пекех çичĕ хут тар юхтарса тăвакан укçа-тенкĕне çĕртеççĕ-тутăхтараççĕ, шывпа юхтараççĕ. Хуçалăхсем техникăна хĕллехи управа лартнине пĕрремĕш кун тĕрĕслеместпĕр. Çак ĕç ответлăхне туякансем ĕçлени те курăнать. Анчах... Çак "анчах" район сăнне вăрлать те. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче ирттернĕ рейдра Чкалов яч. хис., "Динамо", "Тораево", Суворов яч. хис., "Чемеево", "Сеятель", "Юнга", "Передовик" хуçалăхсенче пултăмăр. Исетерккĕре, Анаткассинче, Москакссинче машина-трактор паркĕсенче хуçалăх ертÿçисемпе е инженерсемпе тĕл пулма пултартăмăр пулсан, ытти хуçалăхсен паркĕсенче сивĕ çил кăна хуçаччĕ. Апла пулсан техникăна управа лартасси пирки мĕн калаçмалли пур; Чкалов яч. хис. хуçалăх инженерĕпе председателĕ ырă улшăнусем пуласса шанса-тăр "Хальлĕхе нимĕн те юр айне пулман-çке" тенине чĕре сивлесе йышăнчĕ. Пулсан вара; Урамра декабрь, çĕр каçа çил-тăман пулчĕ-тĕк... Ку хуçалăхра комбайнсен жаткисене антарман, вырма каяшĕсенчен тасатман, КИР-1,5 агрегат юр çунине пăхмасăрах (аяла пулайман-ха) курăк çулма васкать, нумай çул ÿсекен курăк çапса илмелли пур тесе комбайнсем (хуçалăхра вĕсем иккĕ) çинчен кайран каллех укçа ыйтакан огнетушительсене те пулин (шăнса çурăлаççĕ вĕт) складсене кĕртсе хуман, ял хуçалăх техникин штокĕсем ăмăр çанталăка илем кÿме çутатса лараççĕ (ку мĕн патне илсе çитерессе кашни инженер-механизаторах ăнланать), хуçалăхри пĕртен-пĕр КРН-2,1 косилка вара управа лартманнинчен вăтаннипе питне юрпа картланă, паркра техника вырнаçтармалли план çукран сахал техника та тĕлли-пĕллисĕр ларать. Декабрь шатăртаттарма пуçларĕ пулин те, Исетерккĕсене паркра йĕрке тума декабрĕн 10-мĕшĕччен вăхăт патăмăр. Унччен юр çăвĕ те йăлтах картланĕ; "Динамо" хуçалăха çитсен кунта техникăна управа лартассипе ĕçлекелени курăнчĕ, анчах кăçал туяннă пахча-çимĕç сеялки "управра" чалăшса кайса тутăхса ларни вĕсен пĕтĕм ĕçне тикĕтпе сĕрсе хучĕ. Комбайн бункерĕнче 1-2 витре тырă пурри вара Мăн Токшиксем маллала пăхни çинчен калать-ши; "Тораево" хуçалăхра ял хуçалăх техникине, икĕ "хир карапĕсĕр", вырăна çитернĕ пулин те, тасатса лартассипе вĕçне çитиех ĕçлесе çитереймен. Суворов яч. хис. хуçалăхра техникăна управа лартас ĕçе вĕçлеймен пулсан та, хуçалăх ертÿçипе тĕп инженерĕ паркра пулни вĕсем малашлăха пăхни, техника пирки шутлани çинчен калать. Каярах юлнă пулин те, техникăна управа лартассипе ятарлă бригада ĕçлет. "Пуçтаратпăр, тăватпăр, пулать", - çирĕплтесех шантарчĕ Р. Кузнецов тĕп инженер. Анаткассинчен Чемейне куçсан куç умне хурланмалли ÿкерчĕк тухрĕ: мехпаркра ларакан икĕ "Волга-2" агрегат çумăр шывĕсĕр пуçне нимĕн те курман, 4 корпуслă плуг пылчăк тыткăнĕнче, сеялкăсемпе культиваторсем çум вăрманĕнче хĕл кĕтеççĕ, "Дон-1500" комбайн "çитес вырмапа пурăнать". "Сеятель" хуçалăхра та куç умне питĕ савăнмаллиех тĕл пулмарĕ. Кунта çĕр улми сажалки çуркуннеренпех "манăçа тухнă", парк территорийĕнчи "ĕçри" культиватор вăхăт иртнине чарасшăн, Ярославкăра КСМ-6 сажалка "хурçă утпалла" çитес çура ялта кĕтет, фермăри КИР-1,5 агрегат çулталăк ĕнтĕ "постамент" çинче ларать. "Юнга" агрофирмăра та яр уçă паркра хĕле кĕтни курăнмарĕ. Т-150 сухаран кĕнĕ те аплипех ларать, сеялкăри кăшман вăрлăхĕ те, çум айне пулнă сеялкăсем те "пурнăç сÿнменнине" ĕнентереççĕ. Пĕрешкел çанталăк условийĕсенчех Анаткассисем евĕр "Передовик" хуçалăхра та ĕçсене хăй еккипе яман. Пире кĕтсе илнĕ Г. Тимофеев тĕп инженерпа трактор бригадин бригадирĕ Ю. Орлов техникăна хĕллехи управа лартнипе тĕплĕ паллаштарчĕç. Хуçалăхра сÿресем юсава кĕмелле кăна пулсан, тăватă сеялкăна юсама пуçланă те ĕнтĕ. Ытти техника управра илемлĕ ларать. Çапла вара, хĕле кĕтĕмĕр. Техникăна управа лартасси паянхи ĕç мар ĕнтĕ. Анчах... Ку ыйтупа паян та ĕçлеме хыпаланманнисем пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика