Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнкăри вăтам шкул - 125 çулта

10 декабря 2003 г.

Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван кĕтес, Ман сăпкана сиктернĕ çĕрĕм, Сыв пул, сыв пул - чунпа йĕрсе - Эп сансăр тăлăх пулăп ĕмĕр. Акă мĕнлерех йĕркесем çырнă пирĕн ентешĕмĕр, чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, географĕ, фольклорисчĕ, педагогĕ, этнографĕ С.М. Михайлов (Янтуш) Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕ çинчен. Юнкă ялĕ, чăнах та, илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял варрипе урамсене пĕр-пĕринчен уйăрнă пек Юнкă шывĕ юхать. Юнкăн тата юнашар ялсенче пурăнакан çынсен кулленхи пурнăçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ çĕр çул ытла ĕнтĕ кунти шкулпа тачă çыхăнса тăрать. Ачасене вĕрентес ĕç кунта çапла аталанса пынă. XIX ĕмĕрччен паянхи Муркаш районĕнче нимĕнле шкулсем те пулман. Вĕреннĕ çынсем вулăсĕпе те 2-3 кăна пулнă. 1830-40 çулĕсенче П.Д. Киселев реформи хыççăн хресчен ачисем валли чиркÿсем çумĕнче шкулсем уçма ирĕк панă. 1842 çулта Чемейре, 1843 çулта Очăкассинче, 1844 çулта Шурчара чиркÿсем çумĕнче шкулсем уçнă. XIX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсенче Хусан кĕпĕрнинчен миссионерсем тăрăшнипе "Братство святителя Гурия" ушкăн йĕркеленет. Чăвашсем хушшинче Христос тĕнне сарас тата чăвашсене хутла вĕрентес тĕллевпе çав ушкăн Н.И. Ильминский ертсе пынипе шкулсем уçать. 1878 çулта Тутаркас вулăсне кĕрекен Юнкă ялĕнче шкул уçаççĕ, ăна "Братство святителя Гурия" ят параççĕ. Вăл Мăн Чăвак урамĕнчи В. Селюшкинăн икĕ хутлă çуртĕнче вырнаçнă пулнă. 1881 çулта земство училищи туса хураççĕ. Ун чухне шкула 29 арçын ача, 3 хĕрача çÿренĕ. Турă саккунне П.А. Запольский вĕрентнĕ, учитель пулса С.Ф. Беляев ĕçленĕ. Кунта Шупуç, Юнкă, Кăпас, Çармăçкасси, Юнкăпуç ялĕсенчен вĕренме çÿренĕ. Шкула тытса тăма 380 тенкĕ панă: 50 тенкĕ турă саккунне вĕрентекене, 200 тенкĕ учителе, 45 тенкĕ - вĕрентÿ хатĕрĕсем илме, 85 тенкĕ - хваттершĕн тÿлеме тата хурал тытма. 1885 çулта чиркÿ-прихут шкулне уçаççĕ. Унта чиркÿ юррисене юрлама, турă саккунне, вулама, хитре çырма, тата арифметикăна вĕрентнĕ. Ачасене виçĕ ушкăна пайланă: аслисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем. Ку шкулта ачасене "Братство святителя Гурия" шкулне вĕренме кĕме хатĕрленĕ. Анчах та вăл шкул 1910 çулта çунса кайнă пирки чиркÿрен инçех мар çĕнĕ шкул туса лартаççĕ. 1918 çулта ĕç шкул туса хураççĕ. Ачасене вулама-çырма вĕрентнисĕр пуçне физкультура, ĕç тата эстетика урокĕсене те ирттернĕ. Тепĕр 6 çултан, 1924 çулта пуçламăш шкултан 7 çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ. Çав çулах Юнкă ялĕнче вулав çурчĕ уçăлать. 1928 çулта чиркÿрен çĕнетсе тунă шкулта хресчен çамрăкĕсен шкулĕ ĕçлеме пуçлать. 1934 çулта Юнкă шкулĕ тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкул пулса тăрать, 1962 çулта - вăтам пĕлÿ паракан шкул. 1966 çулта ăна С.М. Михайлов ятне параççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн улшăнусем татах пулаççĕ. Малтан 5 çуртра вырнаçнă шкул вырăнне 2001 çулхи ноябрь уйăхĕнче вĕрентÿпе культура центрĕ уçăлать. Халĕ кунта 253 ача вĕренет, вĕсм Юнкă, Кăпас, Çармăçкасси, Юнкăпуç, Пĕрремĕш Май выççăлкки, Елкино, Коминтерн выççăлкки ялĕсенчен çÿреççĕ. Кунта пĕрлештернĕ библиотека, искусство шкулĕн филиалĕ пур. Çак филиала çÿрекен ачасем "Заветный час" программăна хутшăннă т. ыт. те. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ кунти учительсем. Шкулта нумай çулсем хушши РСФСР тата Чр тава тивĕçлĕ учителĕсем А.И. Николаева, Н.П. Маряшкин, Е.П. Каптурина ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра кунта 32 педагог ĕçлет, вĕснчен 28-шĕн тĕрлĕ категорисем пур. Вĕсен тăрăшулăхĕпе ĕнтĕ ачасем тарăн пĕлÿ илеççĕ. Пĕлтĕр Н. Столярова (6 кл.) вырăс чĕлхипе "Русский медвежонок" конкурсра республикăра малти вырăн йышăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче О. Ермакова (9 кл.) Юстици министерстви ирттерекен олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Юнкă шкулĕнчен 125 çул хушшисенче 2580 ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 535-шĕ аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсен шутĕнче учительсем те, юристсем те, врачсем те, ял хуçалăх ĕçченĕсем те, çар çыннисем те, вăрманçăсем те т. ыт. те пур. Пултаруллă, мухтавăл ентешĕмĕрсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр. Акă, истори наукисен кандидачĕ Л.М. Гаврилова (Викторова) Мускавра пурăнать. Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертÿçине, истори наукисен кандидатне А.П. Данилова пĕлмен çын сайра. Г.Е. Шутеев - математика наукисен кандидачĕ т. ыт. те. 125 çул шкул çутисем таврари çамрăк ăрăвăн пурнăç çулне çутатса тăнă. Малашне те вĕрентÿпе культура центрĕ ачасемпе çамрăксене аякранах илĕртсе тăрасса шанатпăр. Юнкă шкулĕнчен вĕренсе тухнă юлташсене шкул 125 çул тултарнипе халалласа ирттерекен уява ноябрĕн 29-мĕшĕнче пыма чĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика