Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шанăçне тÿрре кăларса

10 декабря 2003 г.

Ял администрацийĕн тивĕçĕсем нумай енлĕ. Вĕсен хăйсен территорийĕсенчи ялсенче пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла, кулленхи ыйтăвĕсене татса памалла, ялсенчи социаллă пурнăçа, вĕсен инфраструктурине аталантарассишĕн те тимлемелле. Çаксене тĕпе хуратпăр эпир хамăрăн кулленхи ĕçре. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн, унта ĕçлекенсен пурнăçпа тан пымалла, çĕнĕ саккунсене, нормативлă актсене лайăх пĕлсе тăрса вĕсемпе усă курмалла. Шурча ял администрацийĕ хăйĕн территорийĕпе те, пурăнакансен çынсен хисепĕпе те ытлах пысăк мар. Кунта пĕтĕмпе 5 ял: Шурча, Кÿстерек, Шуркасси, Çĕньял-Шурча, Вăрăмой. Вĕсенче пĕтĕмпе 320 ытла хуçалăхра 900е яхăн çын пурăнать. Тĕрлĕ ыйтусене татса панă чух, уявсем, мероприятисем ирттернĕ чух бюджет сферинче ĕçлекенсемпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕрле татса памалли çивĕч тăракан ыйтусене ялсенчи граждансен пухăвĕсенче сÿтсе явса тивĕçлĕ решени йышăнатпăр. Çынсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалла, çакна пурте лайăх пĕлетпĕр. Унсăр пуçне, вĕсене пурăнма та лайăх условисем кирлĕ. Шурча ял администрацийĕн территоринчи кашни ялĕнче хальхи вăхăтра çут çанталăк газĕ çунать. ЧР Президенчĕ 2003-2004 çулсенче ялсенче газ кĕртессине вĕçлеме задача лартрĕ. Çавна шута илсе газ кĕртсе юлайман хуçалăхсене ялсерен тĕрĕслесе тухрăмăр, камăн "кăвак çулăм" кĕртме кăмăл пуррине шута илтĕмĕр, халĕ вĕсемпе ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне, ялсене 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантарассипе тĕллевлĕ программа кăçал ĕçе кĕчĕ. Унта пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, газ кĕртессипе пĕрлех шывпа тивĕçтересси, çулсем тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрасси пирки каланă. Ку вара ял администрацийĕсене те пырса тивет. Кăçал пирĕн территоринче çурт-йĕр лартма 2 çын субсиди, çăмăллатнă йĕркепе тепĕр çамрăк çемье ипотека кредитне илчĕç. 4 çемьене çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕсем уйăрса патăмăр. Шурча ялĕнче 400 метр тăршшĕ çул сарнă* Шурча-Çĕньял Шурча-Шуркасси çула та тĕпрен юсанă. Çынсене шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси те кайри вырăнта мар. Шыв пăрăхĕсене тĕрĕслесе тăрассипе В.В. Макаров слесарь ответлă. Вăл çак ĕçе йĕркелесе пырать. Кăçал Шурча, Кÿстерек, Çĕньял-Шурча ялĕсенче 8 шыв колонкине юсанă. Юлашки çулсенче пурнăç çăмăл мар, строительство материалĕсем хаклă пулин те, çĕнĕ çурт лартакансем тупăнсах тăраççĕ. Ялсенче çĕнĕ урамсем те йĕркеленчĕç. Вĕсене те тимлĕх уйăрмалла. Кÿстерек ялĕнчи Северная çĕнĕ урама электричество кĕртме проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Вăрăмойĕнчи çĕнĕ урама электричество кĕртме те проект хатĕрлемелле. Çакна та палăртас килет. Ял администрацийĕ вырăнти "Герой" хуçалăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Унăн ертÿçи В.К. Тюрин пире ăнланса яланах вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ку вара нумай ыйтусене татса пама май парать. Уншăн ăна ялсенчи çынсен ячĕпе чун-чĕререн тав тăвас килет. Спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ е тĕрлĕ çĕрти ăмăртусене хутшăннă чухне те вăл яланах пулăшать. Сăмах май каласан, хуçалăхри спортсменсем нумай енĕпе ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çăмăл атлетикăпа В. Егорова призĕшĕн ирттернĕ ăмăртура та хуçалăх команди пилĕкмĕш вырăна тухрĕ. Çакă вăл физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерессипе, çынсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе тÿреммĕнех çыхăннă. Пире кулленхи ĕçре обществăлла организацисемпе пĕрлех ялсенчи старостăсем те пулăшаççĕ. Пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнче 5 староста. Вĕсемпе пĕрле пухăнса канашласа тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе яватпăр: ялсене тирпей-илем кĕртесси, пушартан сыхланасси, преступлени тунине чакарасси, çĕр уйăрса парасси, хĕле хатĕрленесси т. ыт. те. Малашнехи тапхăрта ялсенчи старостăсем хăйсен активлăхне ÿстерсе, ĕçĕсене лайăхлатса пырасса шанса тăратăп. Ял çыннисен ыйтăвĕсене пирĕн пата çитересси, вĕсене пĕрле татса парасси старостăсен пуçарулăхĕнчен те нумай килет. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вара çынсен шанăçне тÿрре кăларма пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика